1991
Пулса иртнĕ
- Ҫӗртме, 12 — Ельцин Борис Николаевича РСФСРăн президенчĕ вырăнне суйласа илнĕ.
- Утӑ, 1 — Эрмени патшалăхĕн гимне йышăннă.
- Ҫурла, 27 — Молдави хăйĕн пăхăнманлăхĕ çинчен пĕлтернĕ.
- Ҫурла, 30 — «Хыпар» хаçат каллех хăйĕн малтанхи «Хыпар» ячĕпе тухма пуçланă. Унчен вăл «Коммунизм ялавĕ» ятлă пулнă.
- Авӑн, 6 — Санкт-Петербург хулине малтанхи ятне тавăрнă.
- Авӑн, 9 — Таджикистан СССРа пăхăнманни çинчен пĕлтернĕ.
- Авӑн, 17 — Линус Торвальдс Linux операци системин пуçламăш кодне уçнă.
- Авӑн, 23 — Эрмени никама та пăхăнманни çинчен пĕлтернĕ.
- Авӑн, 28 — «Октябрь çулĕ» хаçата хальхи «Çĕрпӳ хыпарçи» ята панă.
- Раштав, 8 — Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлешĕвне йĕркеленĕ.
Ҫуралнӑ
- Утӑ, 4 — Суюншалина Бибигуль Актан, Казахстанра ҫуралнӑ Раҫҫей актриси.
- Ҫурла, 16 — Дилетта Леотта, Италин теле- тата радио- ертӳçи.
- Чӳк, 10 — Элина Нечаева, Эстонири вырăс опера юрăçи.
Вилнĕ
- Нарӑс, 1 — Кузнецов Иван Данилович, критик-литературовед.
- Пуш, 3 — Кипек Дмитрий Афанасьевич, прозаик.
- Ҫу, 5 — Ефремов Георгий Осипович, прозаик.
- Ҫу, 12 — Куторкин Андрей Дмитриевич, — çыравçă, сăвăç.
- Утӑ, 22 — Садай Владимир Леонтьевич, прозаик, тăлмач.
- Ҫурла, 5 — Соитиро Хонда, япун промышленникĕ, инженерӗ, паллӑ компанин никӗслевҫи.
- Чӳк, 18 — Густав Гусак, Чехословаки пуçлăхĕ (1969-1989 çç.)
- Раштав, 9 — Кенеш Мучи, çыравçă, сăвăç.
- Раштав, 27 — Емельянов Прохор Канонович, прозаик, драматург.