Элина Нечаева
Элина Нечаева (эст. Elina Netšajeva; ҫур. 1991 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ, Таллин) — Эстонири вырăс опера юрăçи[2], «Еврокурав-2018» юрă конкурсӗн финалистки.
Пурнӑҫӗ
Элина Нечаева 1991 çулхи чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Таллин хулинче çуралнă. Унăн несĕлĕсен хушшинче вырăссем, эстонсем тата чăвашсем пур[3].
Ачаранах музыкӑна юратнă: тăватă çултанпа Элина «Асамат кĕперĕ» (эст. Vikerkaar) ача-пăча хорĕнче юрланă[4]. 14 çулта, Анна Нетребкона «Травиата» оперăра юрланине курсан, оперăна суйласа илнĕ[5].
Пĕлӳ илни
2011 çулта Таллинри Француз лицейне вӗренсе пӗтернĕ. Унпа пĕрлех Георг Отс ячĕллĕ Таллин музыка училищинче вӗреннӗ. 2016 çулта Эстонин музыкӑпа театр академийӗнчен магистр пулса вӗренсе тухнӑ («классикăлла юрă» специализаци)[6]. Çичӗ чӗлхене пӗлет: эстон, вырăс, акăлчан, француз, итальян тата ыттисене те.
Пултарулăхӗ
Халӑх чи малтан унпа 2009 çулта иртнӗ «Эстони суперçăлтăр шырать» (эст. Eesti otsib superstaari) шоура паллашнӑ. 2014 çулта вăл «Классика çăлтăрĕсем» (эст. Klassikatähed) телеконкурс финалистки пулнă.
Еврокурав-2018
2018 çулта юрăç «La Forza» юрăпа «Еврокурав» конкурсăн Eesti Laul наци суйлавĕнче çĕнтернĕ[7].
Лиссабонри финалта Элина Нечаева 8-мĕш вырăн йышăннă (245 балл). Унăн кӗпи çине проекциленӗ ӳкерчӗксем куракансене хытах тӗлӗнтернӗ (кӗпен лаптӑкӗ 52 м² пулнă).
Малашнехи карьера
2020 çулта Netflix компани кăларнă «Еврокурав: Çулăм саги историйĕ» фильмра хăйне хăй вылянă (камео).
2022 çулта каллех Eesti Laul конкурс финалне «Remedy» юрăпа тухнă, унта 8-мĕш вырăн йышăннă.
Юрăç концертсем нумай ирттерет, опера арийӗсене тата кроссовер жанрӗнчи хайлавсене юрлать. 2025 çулта унӑн Dreams ятлӑ ҫӗнӗ альбомӗ тухнӑ.
Дискографи
Альбомсем
- 2021 — The Sound of Beauty
- 2025 — Dreams
Синглсем
- 2018 — «La Forza»
- 2019 — «La voce dell’alba»
- 2020 — «Lind»
- 2020 — «Dans mes rêves»
- 2021 — «Remedy»
- 2022 — «Ave Maria»
- 2022 — «Plan€t B»
- 2025 — «You Raise Me Up»
Ӑнлантарусем
- ^ Elina Nechayeva // https://pantheon.world/profile/person/Elina_Nechayeva
- ^ Артур Гаспарян. Элина Нечаева: «Из-за «Евровидения» я сделала самую страшную вещь в жизни» (выр.). Московский комсомолец (20 акан 2018). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Певица с чувашскими корнями прошла в финал «Евровидения» (выр.). Про Город Чебоксары (9 ҫӑвӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Элина Нечаева — певица, которая никогда не боится. ERR (18 нарӑсӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Элина Нечаева: биография, личная жизнь, фото. 24smi.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ La forza (эст.). ERR. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Stefano Casellini. Estonia: Elina Nechayeva wins Eesti Laul 2018! (англ.). ESCToday (3 пушӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.