Акӑлчан чӗлхи
| Акӑлчан чӗлхи | |
|---|---|
| Акӑлчан чӗлхи тӗнчере епле сарӑлни[1]: Акӑлчан чӗлхи е официаллӑ е чылай халӑхӑн тӗп чӗлхе пулса тӑракан патшалӑхсемпе регионсем Акӑлчан чӗлхи официаллӑ чӗлхесенчен пӗри, анчах чылай ахалӑхӑн тӗп чӗлхи шутланман патшалӑхсемпе регионсем | |
| Хӑйсен ячӗ |
English /ˈɪŋɡlɪʃ/[2] |
| Патшалӑхсем | Аслӑ Британи, Ирланди, АПШ, Канада, Австрали, Ҫӗнӗ Зеланди тата 60 ытла ҫӗршыв |
| Регионсем | Британи утравӗсем (чӑн малтан), акӑлчан чӗлхеллӗ тӗнче |
| Официаллӑ статус |
67 патшалӑх 27 суверенлӑ мар территори[3] |
| Калаҫакансен йышӗ | 380 млн ҫыншӑн тӑван чӗлхе[4], 1 млрд ҫын иккӗмӗш чӗлхе е ют чӗлхе пек пӗлеҫҫӗ[5] (2023 ҫулхи даннӑйсем) |
| Рейтинг | Тӑван чӗлхе: 3[6] |
| Статус | хӳтлӗхре[d][7] |
| Классификацийӗ | |
| Категори | Еврази чӗлхисем |
|
Индоевропа ҫемйи
|
|
| Ҫырулӑхӗ | латиница (акӑлчан алфавичӗ) |
| Чӗлхе кочӗсем | |
| ГОСТ 7.75–97 | анг 045 |
| ISO 639-1 | en |
| ISO 639-2 | eng |
| ISO 639-3 | eng |
| WALS | eng |
| Ethnologue | eng |
| Linguasphere | 52-ABA |
| ABS ASCL | 1201 тата 12 |
| IETF | en |
| Glottolog | stan1293 |
Акӑлчан чӗлхи (акӑлч. English, the English language; выр. Английский язык) — Индипе Европа чӗлхе ҫемьин анӑҫ герман ушкӑнӗн анкӑлчансемпе фризсен кӗҫӗн ушкӑнне кӗрекен чӗлхе[8]. Нимӗҫ лингвисчӗ Фридрих Маурер сӗннӗ альтернативлӑ классификаципе килӗшӳллӗн акӑлчан чӗлхи, авалхи акӑлчан чӗлхинчен йӗркеленнӗскер, анӑҫ герман чӗлхисен ингвеон (ҫурҫӗр тинӗс) кӗҫӗн ушкӑнне кӗрет[9].
Хальхи вӑхӑтра акӑлчан чӗлхи тӗнчере чи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхесенчен пӗри шутланать, унпа лингва франка е хутшӑну, бизнес тата дипломати валли халӑхсен хушшинчи чӗлхе пек усӑ кураҫҫӗ[10]. Акӑлчан чӗлхи анлӑ салӑлнин тӗп сӑлтавӗ — XIX тата XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш пайӗнче Британи империйӗ колони политикипе анлӑ усӑ курни, тата XX — XXI ӗмӗрсенчи Америкӑн Пӗрлешӳллӗ Штачӗсен тӗнчене вӑйлӑ витӗм кӳни[4]. 2023 ҫулта тунӑ хаклав тӑрӑх пӗтӗм тӗнчене илес пулсан акӑлчанла тӑван чӗлхе пек е иккӗмӗш чӗлхе пек усӑ куракан 1,5 миллиарда яхӑн ҫын пур, ҫакна пула ӑна тӗнчере чи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхе теме пулать[5]. Анчах та вӑл е ку чӗлхене пӗлекенсен йышне шута илес пулсан акӑлчанла пӗлекенсен йышӗ китай (ҫурҫӗрти диалектсем) тата испан чӗлхинчен сахалрах[6]
Акӑлчан чӗлхи «акӑнчансен сферинче» пурӑнакансемшӗн (Аслӑ Британи, Америка, Канада, Австрали, Ҫӗнӗ Зеланди тата Ирланди) тӑван чӗлхе шутланать. Хӑшпӗр даннӑйсем тӑрӑх, 67 ҫӗршывра тата 27 суверлӑ мар лаптӑкра акӑлчан чӗлхин официаллӑ чӗлхе статусӗ пур[3]. Хальхи вӑхӑтра акӑлчан чӗлхин 160 ытла диалекчӗпе калаҫӑвне палӑртаҫҫӗ[11].
Акӑлчан чӗлхине ют чӗлхе пек нумай ҫӗршывсен вӗрентӳ программисенче вӗренеҫҫӗ. СССР-та акӑлчан чӗлхине шкул программине СССР Министрсен Канашӗн 1961 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 468-мӗш номерлӗ «Ют чӗлхесене вӗренессине лайӑхлатасси ҫинчен» йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тӗп чӗлхесен шайӗнче 1961–1962 вӗренӳ ҫулӗнче кӗртнӗ. Экономика ҫыхӑнӑвӗпе аталану организацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи Раҫҫейре вӑтам классенче ют чӗлхесене вӗренӳ сехечӗсенчен 9,8% кӑна уйӑрнӑ, ҫав вӑхӑтрах ОЭСР-а кӗрекен ытти ҫӗршывсенче ҫак кӑтарту вӑтамран 14,4% танлашать. Ҫав вӑхӑтрах ют чӗлхесенчен акӑлчан чӗлхи Раҫҫейре чи сарӑлни шутланать[12].
Чӗлхен географийӗ
Акӑлчан чӗлхи 380 млн ҫыншӑн (2023 ҫул) тӑван чӗлхе шутланать, ҫакӑ ӑна китай (ҫурҫӗрти диалектсем) тата испан чӗлхи хыҫҫӑн тӗнчере виҫҫӗмӗш вырӑна лартать[13]. Акӑлчанла калаҫакан ҫынсен йышӗ (ун шутне чӗлхене иккӗмӗш чӗлхе пек шутлакансем те кӗреҫҫӗ) — 1,5 млрд яхӑн ҫын (2023), ку кӑтартупа вӑл тӗнчери ытти чӗлхесенчен те иртсе каять[5]. Акӑлчан чӗлхи — ПНО усӑ куракан ултӑ официаллӑ тата икӗ ӗҫ чӗлхи йышне кӗрет[14].
Акӑлчан чӗлхине пӗртен-пӗр официаллӑ чӗлхе пек сахалтан та 37 ҫӗршывра йышӑннӑ, 24 ҫӗршывра тата Гонконгра официаллӑ чӗлхесен шутне кӗрет, пӗр патшалӑхра (Индире) официаллӑ пулӑшу чӗлхин статусӗ пур. Акӑлчансен сферинче чи паллӑ ҫӗршывсенчен пӗринче — АПШ-ра — акӑлчан чӗлхи наци шайӗнче официаллӑ шутланмасть, уйрӑм штатсенче кӑна ӑна ҫав шайра йышӑннӑ[15]. Ази тата Африка ҫӗршывӗсенчен акӑлчан чӗлхине официаллӑ е официаллӑ чӗлхе йышӗнче ытларах Британи империйӗн колонисен, Нацисен Пӗрлӗхне (Инди, Пакистан, Сингапур, Гамби, Гана, Камерун, Уганда тата ытти) йышне кӗнисенче усӑ кураҫҫӗ. Акӑлчанла калаҫакансене лингвистикӑра англофон теҫҫӗ; уйрӑмах ҫак термин Канадӑра (ҫав шутра политика енӗпе те) анлӑ сарӑлнӑ, хӑш-пӗр хутшӑнусенче унта англофонсене франкофонсене хирӗҫ тӑратаҫҫӗ[16].
Акӑлчан чӗлхин вариативлӑхӗ
Хальхи тӗпчевҫӗсен ӗҫӗсенче акӑлчан чӗлхи хальхи тӗнчере ытла та вариативлӑ пулнине палӑртаҫҫӗ. Ҫак феномена ӑнлантарнӑ май Брадж Качру(выр.)чăв. тата Дэвид Кристал(выр.)чăв. пӗр ҫӗртен тухакан виҫӗ концентрикӑллӑ хутлӑхра унӑн сарӑлнӑ ҫӗршывӗсене уйӑрса илнӗ. Пӗрремӗшӗ шутне, шалтине, сӗм авалтанпах акӑлчанла калаҫакансен шучӗ пысӑкки кӗнӗ; иккӗмӗшне — тӗпрен илсен Нацисен Пӗрлӗхне кӗрекен ҫӗршывсем кӗнӗ, акӑлчан чӗлхи вӗсенче официаллӑ чӗлхесенчен пӗри шутланать, ҫав вӑхӑтрах чылай халӑхшӑн тӑван чӗлхе пулса тӑмасть; виҫҫӗмӗшӗ ытти ҫӗршывсене сарӑлать, акӑлчан чӗлхи вӗсенче патшалӑхсен хушшинчи хутшӑну чӗлхи пулса тӑрать, ҫав шутра ӑслӑлӑх чӗлхи те[17][18]. Акӑлчан чӗлхи ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ лаптӑксене тата этемӗн ӗҫ-хӗлӗн сферине сарӑлса пыни хальхи вӑхӑтра тӗрлӗрен хаклаҫҫӗ[19].
Наци варианчӗсем
Тӑван ҫӗршыври чӗлхе пӗлӗвӗнче «диалект» терминсӑр пуҫне ҫавӑн пекех чӗлхен наци варианчӗ текен ӑнлава та палӑртаҫҫӗ, вӑл «наци пуплевӗн формисенче пысӑк структурӑллӑ уйрӑмлӑхӗсене кӑтартман, анчах та кашни наци пӗрлӗхӗн шайӗнче йӗркелекен тата ӑнланакан автономи палӑртать» тенине пӗлтерет[20]. Ҫапла вара, патшалӑх (официаллӑ) статуслӑ ҫӗршывсенче акӑлчанла калаҫакан ҫынсен лексика, калаҫу тата грамматика уйрӑмлӑхӗсене акӑлчан чӗлхин наци варианчӗ ӑнлавра пӗрлештереҫҫӗ. Чи малтан сӑмах вӑл е ку ҫӗршывра вӑл тӑван чӗлхе пулнӑ чухне пырать. Ҫапла мара тӗп наци варианчӗсем шутне Британи, Америка (АПШ), Канада, Австрали, Ҫӗнӗ Зеланди тата Инди ҫӗршывӗсен акӑлчан чӗлхисене уйӑраҫҫӗ. Уйрӑммӑн акӑлчан чӗлхин ирланди субвариантне палӑртаҫҫӗ[21].
Диалектсем
Наци чиккисене илес пулсан калаҫакансен калаҫӑвӗ пӗрешкел мар, ҫакна пула акӑлчан чӗлхин регион (географи) тата социаллӑ (е социокультура) диалекчӗсемпе калаҫӑвӗсене уйӑрма пулать[22].
Аслӑ Британи
Британи акӑлчан чӗлхи питӗ выпӑк вариативлӑхпа палӑрса тӑрать, тӗпчевҫӗсем диалектсем нумай пулнине уйӑраҫҫӗ. Аяларах вӗсенчен чи анлӑ сарӑлнисене илсе кӑтартнӑ[23]:
- Социокультурлӑ диалектсем
- Стандартлӑ акӑлчан чӗлхи (Standard English) — ҫырура усӑ куракан диалект, ытларах чухне унпа Аслӑ Британи халӑхӗн чи нумай вӗреннӗ ҫыннисем тата Британ аристократийӗн ҫыннисем усӑ украҫҫӗ. Аслӑ Британире унпа Британи нормативлӑ калаҫӑвӗ (Received Pronunciation) ятлӑ акцент ҫыхӑннӑ. Стандартлӑ акӑлчан чӗлхи, Британи нормативлӑ калаҫӑвӗ пекех, «патшасен» акӑлчан чӗлхи е «акӑлчанла BBC» ятпа паллӑ. Чӗлхеҫӗсем стандартлӑ акӑлчан чӗлхине диалект е акӑлчан чӗлхин норми пек пӑхмалли пирки пӗрешкел шухӑш калаймаҫҫӗ[23].
- Кокни (Cockney) — Лондонӑн историллӗ районӗсемпе ремесла цехӗсен диалектне палӑртмалли термин, Аслӑ Британире вӑл чи анлӑ сарӑлнӑ диалектсенчен пӗри шутланать. Чи малтанах, XVI ӗмӗрте, кокни вырӑнти диалект кӑна пулнӑ, анчах XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче вӑл майӗпен, социум сӗмӗллӗ пулса тӑнӑ, ӑна рабочисен класӗпе ҫыхӑнтарма пуҫланӑ[24].
- Регионти диалектсем
- Скауз (Scouse) — Англин ҫурҫӗр-анӑҫ ҫыранӗнчи Ливерпульпе Мерсисайд графлӑхсен диалекчӗ[23].
- Джорди (Geordie) — Англин ҫурҫӗр-тухӑҫ ҫыранӗнче пурӑнакансен диалекчӗ, сӑмахран Нортумберлендпа Ньюкаслӑн[23].
- Уэльс диалекчӗсем (Welsh, Anglo-Welsh, Wenglish) — Уэльс халӑхӗ (тата кӑштах Уэльс эмигранчӗсем) усӑ куракан диалект[23].
- Эстуариан акӑлчан чӗлхи (Estuary English) — Англин Кӑнтӑр-Тухӑҫ енче сарӑлнӑ диалект, вӑл уйрӑмах Темза юханшывӗпе унӑн эстуарийӗнче сарӑлнӑ[23].
- Шотланди акӑлчан чӗлхи (Scottish English) — Аслӑ Британин ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ Шотландири халӑх хушшинче сарӑлнӑ диалектсен йышӗ. Standard English-а тӗпе хутса Шотланди акӑлчан чӗлхин тӗп вариантне шотландсен стандартлӑ акӑлчан чӗлхи (Scottish Standard English) е стандартлӑ шотланди акӑлчан чӗлхи (Standard Scottish English) теҫҫӗ[23].
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем
Историлле сӑлтавсене пула Америкӑри акӑлчан чӗлхин диалекчӗсем Британири акӑлчан чӗлхинчен сахалтарах йӗркеленнӗ[25]. Чӗлхе тӗпчевҫисем час-часах ҫаксене палӑртаҫҫӗ[26] [22]:
- Социокультурлӑ диалектсем
- Регионти диалектсем
Канада
Канадӑри акӑлчан чӗлхи, ҫӗршыв лаптӑкӗ пысӑк пулин те, вариативлӑх сахаллипе уйрӑлса тӑрать. Викторирен пуҫласа Галифакс таран (Ньюфаундленд халӑхне шута илмесӗр) пурӑнакан халӑх ытларах енӗпе пӗр евӗрлӗ чӗлхепе калаҫать. Аслӑ Британипе тата АПШ (уйрӑмах тухӑҫ енчипе) танлаштарсан чӗлхери регион уйрӑмлӑхӗсем сахал палӑраҫҫӗ, тухӑҫран анӑҫалла чакса пыраҫҫӗ[27]. Апла пулин те Канадӑри акӑлчан чӗлхинче уйрӑм диалектсене уйӑраҫҫӗ[22] .
- Социокультурлӑ диалектсем
- Канадӑри стандартлӑ акӑлчан чӗлхи (Standard Canadian English) — Канадӑри акӑлчан чӗлхин тӗсӗ, унпа усӑ курса акӑлчан чӗлхиллӗ хула акӑлчанӗсен вӑтам класӗ мӗнпур ҫӗршывра тенӗ пекех (Канадӑри акӑлчан чӗлхин атлантика диалекчӗсемсӗр пуҫне) калаҫать[28].
- Регионти диалектсем
- Атлантика диалекчӗсем
- Нью-фаундленд диалекчӗ (Newfoundland English) — 1949 ҫулчен Британи колонийӗ шутланнӑ Ньюфаундлендра ҫуралса ӳснисен тата унта пурӑнакансен диалекчӗ, вӑл Канадӑн материк пайӗнче пурӑнакансенчен питӗ уйрӑлса тӑрать тата вӗсен мӑн аслашшӗсем кӑнтӑр-анӑҫ Англирен тата кӑнтӑр-тухӑҫ Ирландирен (уйрӑмах Уотерфордран) килнине кӑтартса парать. Ньюфаундлендри ҫамрӑк ҫынсен калаҫӑвӗ юлашки вӑхӑтра Канадӑри ытти регионсен калаҫӑвӗпе пӗрпекеленет пулин те Сент-Джонс(выр.)чăв. провинцийӗн тӗп хулинче унчченхи пекех Ирланди калаҫӑвӗ упранса юлать. Ньюфаундлендӑн вырӑнти пуян лексики темиҫе пин статьяран тӑракан Ньюфаундленд акӑлчан чӗлхин словарӗнче ҫрӑнса юлнӑ[27].
- Тинӗсҫум диалекчӗ (Maritime English, Maritimer English)[22][29]
- Луненбург диалекчӗ (Lunenburg English)[29]
- Анӑҫри тата вӑтаҫӗрти диалектсем
- Атлантика диалекчӗсем
Инди
Брадж Качру лингвист акӑлчан чӗлхин тулашри вариантне кӗртнӗ (акӑлчан чӗлхи унта тӑван мар чӗлхе, анчах истори сӑлтавӗсене пула пӗлтерӗшӗ пысӑк)[17] Инди варианчӗ чи анлӑ сарӑлнисенчен пӗри шутланать. Тӗрлӗ даннӑйсем тӑрӑх, анкӑлчанла калаҫакан патшалӑхсенчен Инди тӗнчере иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать. Акӑлчан чӗлхин Инди варианчӗ, хӑй енчен, диалектсем ҫине пайланать, вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем ҫаксем пулаҫҫӗ:
- Социокультурлӑ диалектсем
- Стандартлӑ Инди акӑлчан чӗлхи (Standard Indian English, General Indian English) — ҫак чӗлхепе калаҫаканшӑн сациум тӗлӗшӗнчен аслӑ пӗлӳ илнине кӑтартакан индикатор шутланать[30].
- Тӗслӗхлӗ Инди акӑлчан чӗлхи (Cultivated Indian English) — Британи нормативлӑ калаҫӑва (Received Pronunciation) евӗрлекен диалект. Вӑл Индири мегаполис хуласенчи тата хула ҫывӑхӗнчи ҫамрӑк ӑрупа ҫыхӑннӑ. Стандартлӑ Инди акӑлчан чӗлхинчен уйрӑлса тӑманнипе пӗрех[30].
- «Урамри сутӑҫӑсен диалекчӗ» (Boxwala English) — сутуҫӑсем усӑ куракан Инди акӑлчан чӗлхин тӗсӗ, вӗсем хӑйсемпе пӗрле ялан тенӗ пекех ют ҫӗршыв ҫыннисемпе пуян индиецсен ҫурчӗсене е отельсене хӑйсен таварӗллӗ ешчӗк илсе ҫӳреҫҫӗ. Диалект Гана акӑлчан чӗлхи евӗрлӗ, ӑна хӑшпӗр чухне ҫакӑн пекех хуҫкаланчӑк акӑлчан чӗлхи (Broken English) теҫҫӗ, йӑнӑшсем нумай пулнӑран хӑш-пӗр ача-пӑча пуплевӗн уйрӑмлӑхӗсем пур[31].
- Регионти диалектсем
- Хинглиш(выр.)чăв. — ытларах енӗпе тӑван чӗлхи хинди шутланакан ҫынсен диалекчӗ. Унсӑр пуҫне ку терминпа социокультурлӑ диалект пӗлтерӗшӗнче те усӑ курма пултараҫҫӗ. Ку диалект вырӑнти чӗлхесемпе культура кодӗ акӑлчан чӗлхипе тата унӑн культура еткерӗпе хутшӑнса йӗркеленнӗ[31].
- Пенджаб акӑлчан чӗлхи (Punjabi English)[31];
- Бенгали акӑлчан чӗлхи (Bengali English, Babu)[31];
- Гуджарат акӑлчан чӗлхи (Gujrati English, Parsi English)[31];
- Тамиль акӑлчан чӗлхи е «дворецкий акӑлчан чӗлхи» (Butler English, Tamil English)[31].
Ыттисем
- Бермуда акӑлчан чӗлхи
- Франк лингва евӗр акӑлчан чӗлхи
- Бейсик-инглиш
- U English
Псевдодиалектсемпе хутӑш чӗлхесем
- Спанглиш
- Рунглиш
- Денглиш
- Франгле
Историйӗ
Хальхи акӑлчан чӗлхи авалхи акӑлчан чӗлхинчен пулса кайнӑ, ҫырулӑх йӗркелениччен вӑл герман чӗлхисен(выр.)чăв. йышӗнчен тухнӑ, ҫапла май унӑн лексикӑра тата грамматика йӗркинче чылай пӗрпеклӗх упранса юлнӑ. Тата та маларахри тапхӑрта авалхи германсем инди-европа культурипе чӗлхе пӗрлӗхӗнчен уйрӑлса тухнӑ, ҫав шута хальхи вӑхӑтри Индипе Иран (Инди, Иран халӑхӗсем) тата Европа (кельт, роман, генрман, балти, славян) чӗлхисемпе калаҫакансем кӗреҫҫӗ. Германи чӗлхисем пӗрлехи Индипе Европа лексикин авалхи сийӗсене упраса хӑварнӑ, вӗсем истори тӗлӗшӗнчен саккуна (Гриммпа Вернер саккунӗсем) пӑхӑнакан улшӑнусем витӗр тухнӑ, ҫак улшӑнусем акӑлчан чӗлхи уйрӑлса тухнӑ хыҫҫӑн та пулса пынӑ. Тӗслӗхрен, пӗрлехи Индипе Европа лексики шутне тӑванлӑх терминӗсем тата шут хисепӗсем кӗреҫҫӗ. Нимӗҫ чӗлхеҫи Фридрих Маурер сӗннӗ альтернативлӑ теорипе килӗшӳллӗн, авалхи акӑлчан чӗлхи ингвеон чӗлхисенчен(выр.)чăв. (ҫурҫӗр тинӗс) аталаннӑ[9].
Акӑлчан чӗлхин историне ҫак тапхӑрсем ҫине пайлама йышӑннӑ: Авалхи акӑлчан чӗлхи(выр.)чăв. (450—1066 ҫулсем, Англие нормансем ҫӗнсе илни), вӑтам акӑлчан чӗлхи(выр.)чăв. (1066—1500), ҫӗнӗ акӑлчан чӗлхи(выр.)чăв. (1500 ҫултан пуҫласа хальхи вӑхӑтчен). Хӑш-пӗр чӗлхеҫӗсем ҫавӑн пекех ҫӗнӗ акӑлчан тапхӑра та (XV ӗмӗр вӗҫӗ — XVII ӗмӗр варри) уйӑраҫҫӗ[32].
Лингвистика характеристики
Ҫырулӑх
Авалхи акӑлчан чӗлхи пулса кайнӑ авалхи германсен ҫырулӑхӗ рункӑллӑ пулнӑ; латин алфавичӗн никӗсӗ ҫинче акӑлчан ҫырулӑхӗ VII ӗмӗртенпе пурӑнать (Вӑтам ӗмӗрсен малтанхи тапхӑрӗнче хушма саспаллисемпе усӑ курнӑ, анчах каярах вӗсемпе усӑ курма пӑрахнӑ). Хальхи акӑлчан алфавитӗнче 26 сас палли пур[33].
«The ABC Song» (е урӑхла «Now I Know My ABCs» — «Халӗ эпӗ хамӑн алфавита пӗлетӗп») — акӑлчан алфавитне алфавит йӗркипе астуса юлма усӑ куракан чи паллӑ юрӑ. Ҫав кӗвӗллӗ юрӑсемпе ытти чӗлхесен алфавитне вӗренме те усӑ кураҫҫӗ.
The quick brown fox jumps over the lazy dog (тӳррӗн «Хӑвӑрт хӑмӑр тилӗ кахал йытӑ урлӑ сикет») — акӑлчан алфавитӗнчи мӗнпур саспаллипе усӑ куракан паллӑ анкӑлчан чӗлхиллӗ панграмма(выр.)чăв.. Ку сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе ытларах чухне суккӑрла пичетлеме вӗренмешкӗн, ҫапакан машинкӑсемпе компьютер клавиатурисене тӗрӗслемешкӗн, шрифтсен тӗслӗхӗсене кӑтартмашкӑн тата алфавитри мӗнпур саспалли кӗрекен текстсемпе ӗҫлемешкӗн усӑ кураҫҫӗ[34].
Фонетика
Хальхи АПШ-ри тата Аслӑ Британири диалектсемпе вырӑнти калаҫусен уйрӑмлӑхӗсене шута илмесӗр «Британи нормативлӑ калаҫӑвӗ» текеннине танлаштарма илес пулсан ҫакна палӑртма пулать[35]:
- «ҫемҫе» хупӑ сасӑсем, урӑхла каласан палатализациленисем, ҫукпа пӗрех[36];
- вӗҫӗнчи янравлӑ хупӑ сасӑсем янравлӑхне ҫухатмаҫҫӗ (сайра хутра тӗл пулнине шута илмесен) — вырӑс чӗлхинче сӑнанакан пулӑмсем[36];
- акӑлчан чӗлхинчи ассимиляципе диссимиляци вырӑс чӗлхинчен чылай сайрарах тӗл пулать[36];
- экспираторлӑ пусӑм(выр.)чăв. (вырӑс чӗлхинчи пекех), анчах вӑл пӗр сыпӑкран тепӗр сыпӑка куҫмасть, унӑн вырнаҫӑвӗ фиксациленӗ (вырӑс чӗлхипе танлаштарсан)[36];
- уҫӑ сасӑсен вӑйлӑ редукцийӗ[37];
- апикаллӗ ҫупкӑм альвеолярлӑ хупӑ сасӑсем, урӑхла каласан, чӗлхе вӗҫне альвеол патне ҫӗкленӗ (вырӑс чӗлхинче ламиналлӑ хупӑ сасӑсем сарӑлнӑ, урӑхла каласан, чӗлхе вӗҫӗ усӑнса, вӑйсӑрланса тӑрать)[38].
Грамматика
Индоевропа чӗлхисен хушшинче вкӑлчан чӗлхин орфографийӗ вӗренме чи йывӑррисенчен пӗри шутланать. Чӗрӗлӳ тапхӑрӗнчи акӑлчанла тӗрӗс калаҫнипе танлаштарсан, вӑл британсен, американсен, австралиецсен тата чӗлхене пӗлекен ытти ҫынсен хальхи пуплевӗпе пачах пӗрешкел мар. Ҫырнӑ чухнехи сӑмахсен пысӑк пайне вуланӑ чухне каламан саспаллисем кӗреҫҫӗ. Ҫав хушӑрах чылай калакан сасӑ валли саспалли ҫук. «Вуламалли йӗркери» исключенисем ҫав тери нумай пулни практикӑра хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатаҫҫӗ. Вӗренекенӗн кашни ҫӗнӗ сӑмаха тенӗ пек ҫырма е вулама вӗренме тивет, ҫавна май словарьсенче кашни сӑмахӑн транскрипцине кӑтартасси йӑлана кӗнӗ. Макс Мюллер(выр.)чăв. паллӑ чӗлхеҫӗ акӑлчан орфографине «наци инкекӗ» тенӗ[39].
Ҫав вӑхӑтрах акӑлчан чӗлхи вырӑс чӗлхипе танлаштарсан грамматикӑра чарӑну паллисемпе усӑ курас енӗпе ирӗклӗрех. Унсӑр пуҫне акӑлчан чӗлхин пунктуаци системине ансатлатас тенденци те палӑрать. Палӑртмалла: пунктуацире Британи акӑлчан чӗлхипе Америка акӑлчан чӗлхи хушшинче чылай уйрӑмлӑх пур[40]. Сӑмахран, Великобританири ҫырура хисеплесе Mr, Mrs е Dr хыҫҫӑн пӑнчӑ лартмаҫҫӗ, АПШ-ра вара лартаҫҫӗ, Mr Jackson вырӑнне унта Mr. Jackson ҫыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кавычкӑсен формисенче те уйрӑмлӑх пур: американсем иккӗллӗ апострофпа ‘‘…’’ усӑ кураҫҫӗ, британсем вара пӗрреллипе — ‘…’, американсем тата сериллӗ запятойпа анлӑ усӑ кураҫҫӗ, т. ыт. те[41].
Морфологи
Хальхи акӑлчан чӗлхин грамматикин аналитика енӗсем пур. Вӗҫленӳ системи пӗтӗмпех пӗтнӗ темелле; унӑн хӑшпӗр юлашкийӗсем местоименисенче асӑрхама май пур. Глаголсен вӗҫленӗвӗн системи ытларах енӗпе аналитикӑллӑ формӑсенче палӑрать, синтетикӑлла формӑсен йышӗ вара виҫӗ харпӑр глагол форминче (вӗсенчен иккӗшӗ хальхи вӑхӑтпа тӳр килет, пӗри иртнӗ вӑхӑтпа) вырнаҫнӑ, аналитикӑллӑ формӑсем вара пулӑшу глаголсемпе ӑнлантаруллӑ причастисем сыпӑннипе йӗркеленеҫҫӗ[42][43].
Определени палӑртакан сӑмах умӗн тӑрат, унӑн унта ҫыхӑну кӑтартакан морфологи кӑтартӑвӗсем ҫук[44]. Татӑклӑ тата татӑклӑ мар артикльсем(выр.)чăв. пур[45].
Ытти аналитика чӗлхисенчи пекех синтаксисла пӗлтерӗше кӑтартакан сӑмахсен ҫирӗп йӗрки пуплев пайӗсем хушшинчи формӑллӑ сасӑ уйрӑмлӑхӗсене пӗтерет, хушӑран ҫакӑ питӗ кирлӗ те пулса тӑрать: «she prefers to name him by his name» — «вӑл ӑна ятран чӗнме кӑмӑллать». Пӗрремӗш «[to] name» — «чӗнме» глагол, иккӗмӗш «name» «ят» пӗлтерӗшлӗ япала ячӗ. Ҫакӑн пек куҫӑма (пуплев пайӗ тулашри улшӑнусемсӗр тепӗр пуплев пайне йӗркелени) чӗлхе пӗлӗвӗнче конверси(выр.)чăв. теҫҫӗ[46].
Синтаксис
Акӑлчан чӗлхинче кирек мӗнле предложенире те глагол евӗр палӑртнӑ сказуемӑй пур. Предложенири сӑмахсен йӗрки, тӗпрен илсен, ҫирӗп[47].
- Калуллӑ предложени валли (ҫирӗплетекеннинче те, хирӗҫлекеннинче те) тӳрӗ сӑмах йӗрки (The Direct Order of Words) вырӑнлӑ[48]:
подлежащи — сказуемӑй — тӳрӗ хушӑм (предлогсӑр) — ҫыхӑннӑ дополнени (предлогпа) — ӗҫ телӗн обстоятельстви — вырӑн обстоятельстви — вӑхӑт обстоятельстви[48]
Ҫав вӑхӑтрах ҫыхӑну наречийӗсемпе (then — ун чухне, next — унтан), шухӑша палӑртакан наречисемпе (surprisingly — кӗтмен ҫӗртен, unfortunately — шел пулин те), шанчӑклӑх степенӗн наречийӗсемпе (maybe, perhaps — пулма пултарать) предложенисен пуҫламӑшӗнче усӑ кураҫҫӗ. Хӑш чухне пусӑма вӑйлатас тӗллевпе вӑхӑт, вырӑн обстоятельствисемпе, палӑртма ҫук тӑтӑшлӑхпа ҫавӑн пекех пуплевӗшӗн пуҫламӑшӗнче усӑ кураҫҫӗ[48].
Тӗслӗхсем: Tom is chasing Jerry. — Том Джерри хыҫҫӑн йӗрлет[48].
Your sister ordered a steak made of soya. — Санӑн аппу сойӑран хатӗрленӗ стейк саккасланӑ[48].
- Ҫак йӗркене пӑсни, инверси ятли, акӑлчан чӗлхинче (ахаль ыйтуллӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемсӗр пуҫне) унпа тӑванлӑ герман чӗлхисемпе танлаштарсан сайрарах тӗл пулать[49]. Сӑмахран, нимӗҫ чӗлхинче инвертлӑ предложени унти логика пусӑмне улӑштарать кӑна пулсан, акӑлчан чӗлхинчи инверсин предложенине кӑмӑл-туйӑм енчен янравлӑх парать[50].
Тӗслӗхсем: May all the Gods preserve you! — Мӗнпур турӑ сире упратӑр![50]
She studied Material Science and Engineering at the university. — So did I. — Вӑл университетра материал пӗлӗвӗпе инженери ӗҫне вӗреннӗ. — Эпӗ те[50].
He is very tall, as are most relatives on his father’s side. — Ашшӗ енчи тӑванӗсем пекех вӑл питӗ ҫӳллӗскер[50].
Were it my puppy, I would treat it much better! — Ку манӑн анчӑк пулнӑ пулсан, эпӗ ӑна лайӑхрах пӑхнӑ пудӑттӑм![50]
- Пӗтӗмӗшле ыйтуллӑ предложенишӗн (General Questions) ытларах тӗл пулакан пулӑшуллӑ е модаллӑ глаголпа сӑмахсен йӗрки инверслӑ (The Inverted Order of Words). Кун пек чухне ыйту панӑ чухне ҫак глагола, пӗлтерӗшлӗскере, подлежащи умне лартаҫҫӗ[51]:
глагол (пулӑшуллӑ е модальлӗ) — подлежащи — пӗлтерӗшлӗ глагол — предложенин иккӗмӗшлӗ пайӗсем[48]
Тӗслӗхсем: Do you like my new hairstyle? — Сана эп ҫӗнӗрен ҫӳҫ кастарни килӗшет-и?[51]
Would anyone like to go for lunch now? — Кам та пулин халь апата кайма пултарать-и?[51]
Ҫитменнине ыйту ҫирӗплетекенни те, хирӗҫлекенни те палма пултарать[51]:
Are you ready yet? — Эсӗ хатӗр-и?[51]
Aren't you ready yet?— Эсӗ хатӗр мар-и-ха?[51]
- Ятарлӑ ыйтуллӑ предложенире (Special Questions) пӗрремӗш вырӑнта яланах ыйтуллӑ сӑмах тӑрать (тӗслӗхрен, who, whom, what, whose, which, where, when, when, why, how). Ҫак ыйтусем ҫине «ҫапла» е «ҫук» хурав пулма пултараймасть. Сӑмахсен йӗрки ыйту предложенин хӑш пайӗпе ҫыхӑннинчен килет[51].
Ыйтӑва подлежащине е унӑн определенине пырса тивет пулсан, предложенири малалли сӑмахсен йӗрки тӳрӗ:
wh-ыйту сӑмахӗ (what, who, which or whose) — (подлежащи) — глагол — пӗлтерӗшлӗ глагол — предложенин иккӗмӗшле пайӗсем[52]
Тӗслӗхсем: Who is your favourite actor? — Санӑн юратнӑ актёр кам?[52]
Which horse won? — Хӑш лаша ҫӗнтерчӗ?[52]
Енчен те ыйту предложенин подлежащипе определенисӗр пуҫне кирек хӑш пайне пырса тивет пулсан, предложенири малалли сӑмахсен йӗрки кутӑнла[52]:
wh-ыйту сӑмахӗ (what, who, which or whose) — пулӑшуллӑ е модальлӗ глагол — подлежащи — пӗлтерӗшлӗ глагол — предложенин иккӗмӗшлӗ пайӗсем:[52]
Тӗслӗхсем: Who’s beeen paying the bills? — Счёта кам тӳлерӗ?[52]
Where should I park? — Манӑн ӑҫта чарӑнмалла?[52]
Лексика
Акӑлчан чӗлхин пысӑк лексика пуянлӑхӗ пур. Акӑлчан чӗлхин Оксфорд сӑмахсарӗнче 600 000 ытла сӑмах пур, унта вӗсен хальхи пӗлтерӗшӗсене кӑна мар ҫырса кӑтартнӑ, ун урлӑ акӑлчан чӗлхин историлле аталанӑвне те сӑнама пулать[53]. Уэбстерӑн хальхи сӑмахсарӗ йышне 470 000 яхӑн сӑмах кӗрет[54]. Ҫак лексика пуянлӑхне хӑйӗн этимологийӗпе ҫакӑн пек пайланать: герман чӗлхисеннчи сӑмахсем — 25%, латин чӗлхинчи — 28%, хрантсус чӗлхинчи — 28 %, грек чӗлхинчи — 5%, пайӑр ятсем, ытти чӗлхесенчи тата палӑртман этимологиллӗ сӑмахсем — 14 %[55].
Акӑлчан чӗлхин характерлӑ уйрӑмлӑхӗсенчен пӗри — кӗске сӑмах[36]. Анчах та вӑрӑм сӑмахсем те пур, сӑмахран, individualisation тата antiestablishmentarianism. Акӑлчан чӗлхинчи чи вӑрӑм сӑмах pneumonoultramicroscopicsilicovolcanoconiosis текен чир ячӗ шутланать, вӑл 45 саспаллирен тӑрать (паллах, 189 819 паллӑран тӑракан хими ҫыхӑнӑвӗн ятне шута илмесен, ӑна хӑйне вуласа тухма кӑна 3,5 сехет кирлӗ)[56].
Ӑнлантарусем
- ^ Тӗплӗнрех 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗнчи даннӑйсене пӑхӑр , Wayback Machine çинчи 2012 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ Oxford Learner's Dictionary, Entry: English – Pronunciation.
- ^ 1, 2 A huge and helpful guide to 67 English speaking countries (and more!) (англ.). Berlitz (26 акан 2013). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 David Crystal. English as a Global Language. — Cambridge University Press, 2003. — ISBN 9780511077050.
- ^ 1, 2, 3 The most spoken languages worldwide in 2023 (англ.). Statista (2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 English Speaking Countries 2023 (англ.). World Population Review. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ Красная книга языков ЮНЕСКО
- ^ Baugh A., Cable T. A History of the English Language(акăлч.). — Routledge, 2002. — P. 29. — 464 p. — ISBN 0-203-99463-9.
- ^ 1, 2 Maurer, 1942.
- ^ Seidlhofer B. English as a lingua franca(акăлч.) // ELT journal. — 2005. — Vol. 59, no. 4. — .
- ^ Aeni N., Octaberlina L. R., Lubis N. D. A.. A literature review of English Language Variation on Sociolinguistics (англ.) (2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ Шамаева, Екатерина. Какие иностранные языки изучают россияне. Тинькофф Журнал (23 нарӑсӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ Top 10 Most Spoken First Languages in 2023 (англ.). TranslateDay (10 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ What are the official languages of the United Nations? (англ.). United Nations (29 пушӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ Official language of the United States (англ.). USAGov (16 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ Вишневская Г. М., Абызов А. А. Канадский языковой разлом (англо-французский билингвизм). — ИВГПУ, 2016. — 200 с. — ISBN 978-5-88954-436-4.
- ^ 1, 2 Kachru B., 1985, p. 11—36.
- ^ Crystal D. The Cambridge Encyclopedia of the English Language(акăлч.). — Cambridge University Press, 1995. — 489 p. — ISBN 978-0521401791.
- ^ Качру Б., 2012, с. 145—164.
- ^ Романенко О. В. Национальный вариант полицентричных языков как совокупная структура национальной речи // Вестник Башкирск. ун-та. — 2009. — № 2. — .
- ^ Национальные варианты английского языка: Учебное пособие / сост. О. В. Земцова. — Липецкий ГПУ, 2018. — С. 5. — 64 с.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 Labov W., Ash S., Boberg C. The Atlas of North American English: Phonetics, Phonology, and Sound Change. — Walter de Gruyter, 2006. — С. 119—288. — 318 с. — ISBN 9783110180121.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Watt T. A Dialectal Study of English: A Focus on British and American Dialects (англ.). Academia.edu (2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ Знаменская Т. А. Диалект кокни как источник языковых девиаций в современном английском языке // Инновационная наука. — 2015. — № 8. — .
- ^ Mamedzade S. American Variety of English Language(акăлч.) // International Journal of English Linguistics. — 2015. — Vol. 5, no. 5. — . — ISSN 1923-8703.
- ^ 1, 2, 3, 4 African American English and Chicano English (англ.). Nasjonal digital læringsarena (NDLA) (1 ҫӗртмен 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Boberg C. Canadian English (англ.). The Canadian Encyclopedia (31 ҫӑвӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ Dollinger S. Varieties of English: Canadian English in real-time perspective(акăлч.) // English Historical Linguistics: An International Handbook (HSK 34.2) / Bergs A., Brinton L. J. (ed.). — Berlin: De Gruyter, 2012. — .
- ^ 1, 2 Kay-Raining Bird E., Kiefte M. Canadian Maritime English // The Lesser-Known Varieties of English: An Introduction / Scheier D., Trudgill P., Schneider E. W., Williams J. P. (eds.). — Cambridge University Press, 2010. — . — ISBN 9780521710169.
- ^ 1, 2 Sawant D. G. Features of Indian English (англ.). Indian Writing in English. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Crystal D. Mother-tongue India (англ.). Talk for Lingua Franca (ABC, Australia) (01 2005). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ Rio-Rey C. Subject control and coreference in Early Modern English free adjuncts and absolutes(акăлч.) // English Language and Linguistics. — Cambridge University Press, 2002. — 9 October (vol. 6, no. 2). — .
- ^ The 26 Letters of the English Alphabet (англ.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ Rusk D., Rusk R. As I Saw It: A Secretary of State's Memoirs / Papp D. S. (ed.). — Penguin, 1991. — С. 225. — 672 с. — ISBN 9780140153910.
- ^ Собирова, 2020, с. 881.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Собирова, 2020, с. 882.
- ^ Вилюман, 1980, с. 40.
- ^ Вилюман, 1980, с. 49-50.
- ^ Теренин А. В., Ерашова Е. С. Исторический аспект в развитии английской орфографии // Вестник науки и образования. — Т. 14, № 2. — .
- ^ Бурняшева А. С. Различия в использовании пунктуации русского и английского языков // Время науки – The Times of Science. — 2018. — № 1. — .
- ^ Бурняшева, 2018, с. 14—15.
- ^ Velikodnev O. Analitical Processes in the English Language: History and Perspectives (in Russian) (выр.). Academia.edu. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ Жигадло В. Н. К вопросу об отмирании грамматической формы // Изд-во Ленингр. ун-та / под ред. И. П. Ивановой. — 1958. — .
- ^ Аракин В. Д. Типология языков и проблема методического прогнозирования. — Высшая школа, 1989. — С. 6. — 157 с. — ISBN 5-06-000546-1.
- ^ Аракин, 1989, с. 116—117.
- ^ Кац Р. Е. Развитие производных глаголов с префиксом be- в английском языке // Изд-во Ленингр. ун-та. — 1958. — .
- ^ Аракин, 1989, с. 189—198.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 5 простых правил порядка слов в английском Источник - Школа английского языка Skyeng: https://skyeng.ru/articles/5-prostyh-pravil-poryadka-slov-v-anglijskom/. Школа английского языка Skyeng (5 ҫурлан 2015). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ Аристов А. Ю., Карпова М. А. Inversion and iIts Translation from English to Russian(акăлч.) // Ученые записки Санкт-Петербургского университета технологий управления и экономики. — 2019. — No. 2 (66). — .
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 YesCenter. Инверсия в английском языке - Виды, правила и пр. VC.RU (10 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Questions. Cambridge Dictionary. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Questions: wh-questions (англ.). Cambridge Dictionary. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ About the OED (англ.). Oxford English Dictionary. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ How many words are there in English? (англ.). Merriam-Webster. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ Finkenstaedt T., Dieter W. Ordered profusion; studies in dictionaries and the English lexicon. — C. Winter, 1973. — ISBN 3-533-02253-6.
- ^ The Longest Long Words List (англ.). Merriam-Webster. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
Вуламалли
- Oxford Learner's Dictionaries. Oxford.
- Kachru B. Standards, codification and sociolinguistic realism: English language in the outer circle(акăлч.) // English in the world: Teaching and learning the language and literatures / Quirk R., Widowson H. (Eds.). — 1985. — .
- Maurer F. Nordgermanen und Alemannen: Studien zur germanischen und frühdeutschen Sprachgeschichte, Stammes- und Volkskunde(ним.). — Hüneburg. — 1942.
- Антонова Д. Н., Щетинина М. И. Фонетика. 3-е изд., испр. и доп. — Русский язык, 1982. — 112 с.
- Аракин В. Д. Сравнительная типология английского и русского языков. 2-е изд.. — Просвещение, 1989. — 254 с. — ISBN 5-09-000674-1.
- Вилюман В. Г., Корнеева Е. А., Сорокина И. С. Английский язык. Пособие для студентов пед. ин-тов, изучающих англ. яз. как вторую специальность. 2-е изд., перераб.. — Просвещение, 1980. — 472 с.
- Зеленецкий А. Л. Сравнительная типология основных европейских языков. — М.: Издательский центр «Академия», 2004.
- Качру Б. Б. Мировые варианты английского языка: агония и экстаз // Личность. Культура. Общество. — 2012. — Т. XIV, № 4 (75—76). — .
- Левицкий А. Э., Славова Л. Л. Сравнительная типология русского и английского языков: Учебное пособие для студ. высш. учеб. заведений / Мин-во образования и науки Украины, Житомирский гос. ун-т им. И. Франко. — 2-е изд., исправ. и доп. — Киев: Освіта України, 2007. — 272 с.
- Собирова Р. М. Английский язык и его разновидности // Экономика и социум. — 2020. — № 4 (71). — .
- Худяков А. А. Теоретическая грамматика английского языка. — М.: Издательский центр «Академия», 2005.
- Шахбагова Д. А. Фонетические особенности произносительных вариантов английского языка. — Москва: Высшая школа, 1982. — 128 с.
Каҫӑсем
ПНО официаллӑ чӗлхисем |
|
|---|---|
| Пăхăр: ПНО официаллӑ сайчӗ |
| ЕП официаллӑ чӗлхисем | ||
|---|---|---|
Кӑнтӑрти Африка Республикин официаллӑ чӗлхисем |
||
|---|---|---|
Акăлчан | Африкаанс | Венда | Зулу | Коса | Ндебеле | Свати | | ||