Поляк чĕлхи

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Поляк чĕлхи (język polski, polszczyzna), — хĕвел анăç енчи лехит ушкăнне кĕрекен помор чĕлхи (вăл чĕлхен кашуб диалектне час-часах поляк чĕлхин диалекчĕ тесе йышăнаççĕ), лужицки чĕлхи тата полаб чĕлхи патне çывăх. Тĕнчере ку чĕлхепе калаçакан çынсен шучĕ 50 пин тарин çитет.

Польша республикинче патшалăх чĕлхи шутланать.

ISO 639-1 тăрăх унăн кочĕ pl, ISO 639-2 тăрăх унăн кочĕ pol.

Диалекчĕсем

Поляк чĕлхин диалекчĕсем:

  • Кĕçĕн поляк диалекчĕ (Польшăн кăнтар енĕ — Краков);
  • Силези диалекчĕ (Польшăн кăнтăр-хевеланăç енĕ — Вроцлав);
  • полякпа словакла диалекчĕ;
  • Мазоветски диалекчĕ (Польшăн çурçĕр енĕ — Варшава);
  • Аслă поляк диалекчĕ (Польшăн çурçĕр тата хĕвеланăç енче).

Тата çавăн пекех темиçе вырăнти калаçу пур. Тĕслĕхрен, варшавăри диалект.