Латин чӗлхи
| Латин чӗлхи | |
|---|---|
| Хӑйсен ячӗ | lingua Latina |
| Патшалӑхсем | Анӑҫ тата Кӑнтӑр Европа, Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫ, Ҫурҫӗр Африка (I—V ӗмӗрсенче) |
| Официаллӑ статус |
малтан — Авалхи Рим |
| Йӗркелекен организаци |
|
| Калаҫакансен йышӗ | Пӗтӗмӗшле йыш паллӑ мар |
| Ҫухалнӑ |
Ҫыру чӗлхине XII—XV ӗмӗрсенче роман тата герман чӗлхисем хӗссе кӑтарнӑ (Тухӑҫ Европӑра — XVII ӗмӗрте), ӑслӑлӑхра XVIII ӗмерччен упранса юлнӑ, биологире, медицинӑра, правоведенинче тата католицизмра паянхи кунччен усӑ кураҫҫӗ Калӑҫу чӗлхи: IX—XII ӗмӗрсенче роман чӗлхисене аталаннӑ |
| Классификацийӗ | |
| Категори | Еврази чӗлхисем |
|
Индоевропа чӗлхисем
|
|
| Ҫырулӑхӗ | латиница |
| Чӗлхе кочӗсем | |
| ГОСТ 7.75–97 |
саспалиллӗ код — лат, lat цифрӑллӑ код — 380 |
| ISO 639-1 | la |
| ISO 639-2 | lat |
| ISO 639-3 | lat |
| Ethnologue | lat |
| ABS ASCL | 2902 |
| IETF | la |
| Glottolog | lati1261 |
Латин чӗлхи (тӑван ячӗ — lingua Latina; выр. Латинский язык), е латынь — Рим империйӗнче усӑ курнӑ авалхи римлянсен чӗлхи[1].
Индоевропа чӗлхисен йышне кӗрекен итали чӗлхисен латинпа фалиски турачӗн чӗлхи. Хальхи латин чӗлхин тӑхӑмӗсем — роман чӗлхисем. Европӑри (вӗсен кӑна мар) чӗлхесен нумай сӑмахӗ латин чӗлхинчен тухнӑ[2].
Чи авалхи ҫыруллӑ индоевропа чӗлхисенчен пӗри шутланать[3]. Авалхи итали чӗлхисене илес пулсан хальхи вӑхӑтра сахал пулин те унпа кӑна усӑ кураҫҫӗ. Биологире, медицинӑра, юриспруденцре усӑ кураҫҫӗ; хӑш-пӗр вӗренӳ учрежденийӗсенче классика чӗлхи пек вӗренеҫҫӗ[4].
Латин чӗлхи Таса Престолӑн (Ватикан хула-патшалӑхӗн), Мальта орденӗн, ҫавӑн пекех Римпа католиксен чиркӗвӗн пӗр пайӗн официаллӑ чӗлхи шутланать[4].
Историйӗ
Латин чӗлхи, фалиски (латинпа фалиски кӗҫӗн ушкӑн) чӗлхипе пӗрле, ҫавӑн пекех оск тата умбр чӗлхисемпе пӗрле (оскпа умбр кӗҫӗн ушкӑн) индоевропа чӗлхисен итали туратне йӗркеленӗ. Авалхи Италин историллӗ аталанӑвӗнчи процесӗсене пула латин чӗлхи ытти итали чӗлхисене хӗссе кӑларнӑ, пурӑна киле анӑҫри Вӑтаҫӗр тинӗсӗнче тӗп вырӑн йышӑннӑ[3]. Хальхи вӑхӑтра ҫухалнӑ чӗлхесен шутне кӗрет[5].
Латин чӗлхин историйӗнче йӑлана кӗнӗ йӗркепе унӑн шалти эволюцийӗ тата ытти чӗлхесемпе хутшӑннине виҫӗ тӗп тапхӑра уйӑраҫҫӗ:
- Классикӑллӑ (пирӗн эрӑччен VI ӗмӗр — пирӗн эрӑри 630-мӗш ҫулсем).
- Вӑтам ӗмӗрти (630-мӗш ҫулсем — XV ӗмӗр вӗҫӗ).
- Ҫӗнӗ латин (XV ӗмӗрӗн вӗҫӗнчен пуҫласа)[1].
Классикӑлла латин чӗлхин аталанӑвӗнче, хӑй енчен, пилӗк тапхӑра палӑртаҫҫӗ:
- архаика (пирӗн эрӑчченхи VI ӗмӗр пуҫламӑшӗ — пирӗн эрӑчченхи I ӗмӗр пуҫламӑшӗ);
- классикӑллӑ (ансӑррӑн палӑртнӑ май), е «ылтӑн» латынь (пирӗн эрӑчченхи I ӗмӗр пуҫламӑшӗ — пирӗн эрӑри 14 ҫул);
- классика хыҫҫӑнхи латынь (пирӗн эрӑри 14 ҫул — пирӗн эрӑри I ӗмӗр вӗҫӗ);
- архаистсен (фронтониансен) ӗҫӗ-хӗлӗпе палӑрнӑ тапхӑр (II—III ӗмӗрсем);
- кайранхи вӑхӑтри латынь (IV—VII ӗмӗрсем)[1].
Ҫырулӑхӗ
Латин алфавичӗ грексен антика ҫырӑвӗн витӗмӗпе йӗркеленнӗ[6]. Вӑл 25 саспаллирен тӑрать[7].
|
|
- C тата K саспаллисем /k/ палӑртаҫҫӗ. Авалхи ҫырнисенче C яланхилле I тата E умӗн усӑ курнӑ, K вара — A умӗнче. Анчах та классикӑлла вӑхӑтра K-па латин сӑмахӗсен пӗчӗк йышӗнче кӑна усӑ курнӑ; грек чӗлхинчен йышӑннӑ каппӑна (K) яланах C саспаллипе ҫырнӑ. Q саспалли /k/ тата /kʷ/ сасӑллӑ мӑшӑрсене кӑшт та пулин уйӑрма май парать, тӗслӗхрен cui /kui̯/ тата qui /kʷiː/[8].
- Латин чӗлхинчи малтанхи тапхӑрӗнче C икӗ тӗрлӗ фонемӑна палӑртнӑ: //k/ тата /g/. Каярах G саспаллине кӗртнӗ, апла пулин те авалхи хӑш-пӗр Рим ячӗсен кӗскетӗвӗсенче C ҫырасси сыхланса юлнӑ, тӗслӗхрен, Gāius (Гай) кӗскетнӗ чухне C. тесе ҫырнӑ, Gnaeus (Гней) кӗскетсе вара Cn тесе ҫырнӑ[9].
- Классикӑллӑ латыньре I тата V саспаллисем (ū ятлӑ) /i/ тата /u/ уҫӑ сасӑсене те, /j/ тата /w/ хупӑ сасӑсене те (тӗрӗсрех, ҫурма уҫӑ сасӑсем) пӗлтернӗ. Вӑтам ӗмӗрсен вӗҫӗнче Ii/Jj тата Uu/Vv уйрӑмлӑха кӗртнӗ, халӗ те латин тексчӗсене пичетленӗ чухне ятарласа усӑ курмаллисен шутне кӗмест. Ытларах чухне Ii, Uu, Vv кӑна усӑ кураҫҫӗ, хӑш чухне кӑна — Ii тата Vu[10].
- Y тата Z саспаллисене классика тапхӑрӗнче грек чӗлхинчен кӗнӗ сӑмахсене ҫырма кӗртнӗ[9]; W саспаллине Вӑтам ӗмӗрсенче герман чӗлхисенчи сӑмахсене ҫырма кӗртнӗ[11].
- латин чӗлхинчи пӗчӗк саспаллисене пирӗн эрӑри V ӗмӗрте хушнӑ[12].
Латин алфавичӗ хальхи нумай чӗлхен ҫырулӑх никӗсӗ пулать. Хальхи вӑхӑтра унӑн икӗ типографикӑллӑ тӗсӗ пур — латиница тата ытлах сарӑлман (ытларах Германире) готика шрифчӗ. Текстсене ҫырма латин чӗлхин историйӗнче тӗрлӗ йышши шрифтсемпе усӑ курнӑ. Шрифтсен тӗп тӗсӗсен тӗслӗхӗсене: маюскула, минускула, готикӑсем, антиква — вӗсем мӗнле пулнипе аяларах паллашма пулать[6].
Кӗнеке пичетлеме пуҫланӑ тапхӑртанпа (Гутенберг Библийӗ, 1450-мӗш ҫулсем) 1540-мӗш ҫулсемччен латин чӗлхинче готика шрифчӗпе усӑ курнӑ. Латинла готика шрифчӗпе пичетленӗ юлашки кӑларӑмсем ҫаксем пулаҫҫӗ: Psalterium (1542)[13] (ҫав вӑхӑтрах тӗп текста антиквӑпа хатӗрленӗ, комментарие — готика шрифчӗпе), Breviarium (1540)[14], Rosarium (1525)[15], Euangelium (1508)[16]. 1540-мӗш ҫулсем хыҫҫӑнхи латинла тухнӑ кӑларӑмсене антиквӑпа кӑна пурнӑҫланӑ, анчах та вӑл маларах йӗркеленнӗ — антиквӑпа пичетленисем 1540-мӗш ҫулсемччен те тӗл пулаҫҫӗ[6]. Готика шрифтӗнче j саспалли i саспаллин варианчӗ пулнӑ (умлӑн-хыҫлӑн икӗ е ытларах i саспалли ҫырӑннӑ пулсан, вӗсенчен юлашкине j пек палӑртнӑ). v саспалли u саспаллин пуҫламӑш форми пулнӑ. Пӗчӗк r саспалли ҫырнӑ чухне унӑн иккӗмӗш варианчӗ пулнӑ, вӑл 2 цифра евӗрлӗ пулнӑ. Унпа сылтӑм енчи енӗ ҫаврака курӑннӑ темиҫе саспалли хыҫҫӑн усӑ курнӑ. Готика шрифтӗнче кӗскетӳсемпе тата лигатурӑсемпе(выр.)чăв. те усӑ курнӑ[17].
Латин чӗлхин хӑшпӗр лигатури латин графикипе усӑ куракан ытти чӗлхесен ҫырулӑхне витӗм кӳнӗ. Сӑмахран, «n» лигатура (ун ҫийӗнчи горизонталь йӗрӗпе), латин чӗлхинче «non» тенине палӑртаканскер, поляксен «ń» саспаллине витӗм кӳнӗ. Латин чӗлхинче «ser» пӗлтерекен «ſ (е саспаллинчен сылтӑмри ҫекӗл)» лигатурӑпа венгр чӗлхинче [ж] сасса палӑртма усӑ курнӑ пулнӑ, анчах каярах ун вырӑнне zs усӑ курма пуҫланӑ[18].
Ытти чӗлхесене витӗм кӳни
Латин чӗлхи унӑн халӑх (калаҫу) варианчӗ — вульгарлӑ латынь («халӑх» пӗлтерӗшпе) ятли — «роман» ятпа пӗр тӗвве пуҫтарнӑ ҫӗнӗ наци чӗлхисен никӗсӗ пулса тӑнӑ[19]. Вӗсен шутне: итали чӗлхи тата унӑн нумай диалекчӗ (Апеннин ҫурутравӗнче вӗсем латин чӗлхин историллӗ улшӑнӑвне пула йӗркеленнӗ); ӗлӗкхи Галлире аталаннӑ хрантсус тата окситан чӗлхисем; испан, каталони, португал, галиси тата миранд чӗлхисем — Пиреней ҫурутравӗнче; ретороман — Рим колонийӗ пулнӑ Реци территорийӗнче (хальхи Швейцари тата Италин ҫурҫӗр-тухӑҫ пайӗ); румын — Римӑн Даки (хальхи Румыни) провинци ҫӗрӗсем ҫинче, молдаван тата Балкан ҫурутравӗнчи хӑшпӗр тухӑҫ-роман чӗлхисем. Хальхи роман чӗлхисенчен классикӑлла латыне чи ҫывӑххи сардина чӗлхи шутланать[20].
Роман чӗлхисем пӗр чӗлхерен пулса кайнӑ пулин те хальхи вӑхӑтра вӗсен чылай уйрӑмлӑх та пур. Ҫакна латин чӗлхи ҫӗнсе илнӗ территорисене темиҫе ӗмӗр хушши кӗнипе ӑнлантарса пама пулать. Роман чӗлхисем тӑванла пулин те вӗсем йӗркеленнӗ территорийӗсен историйӗ тӗрлӗрен пулни чӗлхесем пӗрешкел мар пулса тӑни ҫине витӗм кӳнӗ[20].
Апла пулин те пур роман чӗлхи те хӑйӗн лексикинче, ҫавӑн пекех сахалрах морфологире, латин чӗлхин уйрӑмлӑхӗсене упраса хӑварнӑ. Тӗслӗхрен, француз чӗлхинчи глагол системи халӑхра усӑ курнӑ латин чӗлхинче йӗркеленнӗ глагол формисене малалла аталантарнӑ. Француз литература чӗлхи йӗркеленнӗ тапхӑрта ун ҫине пысӑк витӗм латин синтаксисӗ кӳнӗ, ҫана пула француз грамматикинче согласовани правилипе вӑхӑт йӗрки, уйрӑм причасти конструкцийӗсем, инфинитив оборочӗсем йӗркеленнӗ[20].
Пирӗн эрӑчченхи I ӗмӗрӗн тата I ӗмӗрсен чиккинче герман йӑхӗсене пӑхӑнтарма хӑтланни римлянсемшӗн ӑнӑҫлӑ иртмен, анчах римлянсемпе германсен хушшинчи экономика ҫыхӑнӑвӗ чылай вӑхӑт хушши тӑсӑлнӑ; вӗсем ытларах Рейнпа Дунай хӗррипе вырнаҫнӑ Римӑн колони-гарнизонӗсем урлӑ иртнӗ. Ҫакна нимӗҫ хулисен ячӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ: Кёльн (ним. Köln лат. colonia пулнӑ — «поселени»), Кобленц (ним. Koblenz лат. confluentes пулнӑ — тӳрремӗн «юхса кӗрекен» пулать, мӗншӗн тесен Кобленц Мозельпе Рейн вӑрри патӗнче вырнаҫнӑ), Регенсбург (ним. Regensburg лат. regina castra пулнӑ), Вена (лат. vindobona) тата ыт[21].
Британи утравӗсенчи латин чӗлхин чи авалхи йӗрӗсем -chester, -caster е -castle (лат. castra) — «ҫар лагерӗ» тата castellum — «укреплени», foss- (лат. fossa — «ров», col(n) — лат. colonia — «поселени» йышши пайсенчен пулнӑ сӑмахсенче тӗл пулать: Манчестер (акăл. Manchester), Ланкастер (акăл. Lancaster), Ньюкасл (акăл. Newcastle), Фосбрук (акăл. Fossebrook), Линкольн (акăл. Lincoln), Колчестер (акăл. Colchester). V—VI ӗмӗрсенче Британие англ, сакс тата ют герман йӑхӗсем ярса илнӗ хыҫҫӑн британи йӑхӗсен лексикинче латин сӑмахӗсем нумайланнӑ, ҫакӑ германсем римлянсенчен йышӑннӑ сӑмахсемпе ӳснӗ[22].
Анӑҫ Европӑри ҫӗнӗ чӗлхесем майӗпен тата вӑрах хушши йӗркелесе пынӑ май латин чӗлхин пӗлтерӗшӗ Анӑҫ Рим империйӗ ҫухалнӑ хыҫҫӑн та (476 ҫул) упранса юлнӑ. V ӗмӗр вӗҫӗнче йӗркеленнӗ тата Анӑҫ Рим империйӗн чылай лаптӑкне йышӑннӑ малтанхи феодаллӑ Франк патшалӑхӗнче латин чӗлхи патшалӑх тата шкул чӗлхи пулса юлнӑ; импери пулса тӑнӑ Франк патшалӑхӗ (800 ҫулта Аслӑ Карл император титулне йышӑннӑ) 843 ҫулта Анӑҫ Европӑри уйрӑм патшалӑхсене пайланнӑ: Итали, Франци тата Германи. Ҫак патшалӑхсенче темиҫе ӗмӗр хушшинче наци литература чӗлхи ҫукки вӗсен хушшинчи дипломати хутшӑнӑвӗсенче латин чӗлхипе усӑ курма хистенӗ. Вӑтам ӗмӗрсем тӑршшипех тата каярах латин чӗлхи католиксен чиркӗвӗн чӗлхи шутланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах латин чӗлхи ӑслӑлӑхпа университетри вӗрентӗвӗн чӗлхи, ҫавӑн пекех шкулти вӗрентӗвӗн тӗп предмечӗ пулнӑ. Юлашкинчен, латынь юриспруденци чӗлхи пулнӑ. Вӑтам ӗмӗрсенче саккунсене наци чӗлхисем (сӑмахран, Францире) ҫине куҫарнӑ пулин те Рим правине тӗпчесси тата унӑн рецепцийӗ(выр.)чăв. юриспруденцин чи пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулса юлнӑ. Ҫакӑнтан латин лексики ҫӗнӗ европа чӗлхисене анлӑ кӗрсе кайнӑ, чи малтан — ӑслӑлӑх, богослови, юридици тата пӗтӗмӗшле абстрактлӑ терминологи йышӗнче[22].
Раҫҫейре XVIII ӗмӗрчен терминологи ҫӑлкуҫӗ валли чиркӳ славян чӗлхипе тата грек чӗлхипе (сахалтарах) усӑ курнӑ. Анчах та I Петӗр патша вӑхӑтӗнчен пуҫласа латин лексики вырӑс чӗлхине вӑйлӑрах кӗме пуҫланӑ (тӳрремӗн пит сахал, ытларах енӗпе ҫӗнӗ европа чӗлхисем урлӑ). Тепӗр тесен, авалхи вырӑс чӗлхинче те малтанхи вӑхӑтрах латин чӗлхинчен илнӗ темиҫе сӑмах пур (пӗр пайне — тӳрремӗн йышӑннӑ, тепӗр пайӗ грек чӗлхи урлӑ кӗнӗ: «баня», «палата», «мята», «черешня», «поганый»)[23].
XI ӗмӗрте нормандсем Англие ҫӗнсе илнина пула латин лексики акӑлчан чӗлхи ҫине француз чӗлхи урлӑ пысӑк витӗм кӳнӗ. Нумай сӑмах акӑлчан чӗлхине Чӗрӗлӳ тапхӑрӗнче тата латин чӗлхинчен тӳрремӗн кӗнӗ.
Лингвистика характеристики
Фонетикӑпа фонологи
Латин чӗлхин фонемисене мӗнле каламаллин икӗ тӗсӗ пур: йӑлана кӗни тата классикӑлли. Вӗсен хушшинчи уйрӑмлӑх, тӗпрен илсен, йӑлана кӗни тӑрӑх латин чӗлхи кайранхи вӑхӑтӗнче кӗнӗ фонемӑсен варианчӗсем упранса юлнӑ, классикӑллинче вара вӗсенчен хӑтӑлма тӑрӑшаҫҫӗ. Чӗлхен историллӗ аталанӑвне пула йӗркеленнӗ улшӑнусемсӗр пуҫне йӑлана кӗнӗ пуплеве Анӑҫ Европа чӗлхисенче нумай ӗмӗрсем хушши аталаннӑ фотеника процесӗсем витӗм кӳнӗ, ҫакна пула тӗрлӗ ҫӗршывра латинла текстсене вуланӑ чухне уйрӑмлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ[24].
Латин чӗлхинче уҫӑ сасӑсен вӑрӑмӑшӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Хальхи кӑларӑмсенче вӑрӑм уҫӑ сасӑсен вӑрӑмӑшне кӑтартма макрон (ā, ē, ī, ō, ū) лартаҫҫӗ, кӗскисем валли — браве (ă, ĕ, ĭ, ŏ, ŭ)[10].
Латин чӗлхинчи пусӑм ытларах чухне юлашки сыпӑк ҫине ӳкмест, ҫавна пула икӗ сыпӑклӑ сӑмахсенче вӑл пӗрремӗш сыпӑка лекет. Сӑмахри сыпӑксем икӗ сыпӑкран ытларах пулсан, вӑл вӑрӑм пулсан юлашки умӗнхи сыпӑк ҫине, юлашки умӗнхи сыпӑк кӗске пулсан вӗҫӗнчен виҫҫӗмӗш сыпӑк ҫине ӳкет. Сӑмахран: fí-li-a — «хӗрача» (-li- сыпӑк уҫӑ, ун хыҫҫӑн уҫӑ сасӑ тӑрать, ҫавӑнпа вӑл кӗске), fe-nés-tra — «чӳрече» (-nes- сыпӑк хупӑ пулнӑран вӑрӑм)[25].
Латин чӗлхинче тӗрлӗ тапхӑрсенче фонетика саккунӗсем ӗҫленӗ, вӗсенчсен ҫаксене асӑнмалла:
- хупӑ сасӑсен регрессивлӑ ассимиляцийӗ;
- ротацизм саккунӗ;
- кӗске уҫӑ сасӑллӑ редукци саккунӗ;
- кӗске уҫӑ сасӑсен куҫӑмӗ:
- вӗҫӗнчи хупӑ сыпӑкра ŏ сасӑ ŭ ҫине куҫать;
- ротацизма пула йӗркеленнӗ r умӗнхи вӑтам сыпӑкра ĭ сасӑ ĕ ҫине куҫать;
- вӗҫӗнчи ĭ сасӑ ĕ ҫине куҫать[26].
Морфологи
Латин чӗлхи, вырӑс чӗлхи пекех, ытларах синтетика чӗлхи шутланать, тепӗр май каласан грамматика категорийӗсем сӑмах улшӑнӑвӗпе (вӗҫлевпе тата сӑпатланипе) палӑраҫҫӗ, пулӑшу сӑмахӗсемпе мар[27].
Латин чӗлхинче ҫак пуплев пайӗсем пур:
- япала ячӗсем (лат. Nomen Substantivum), хисеп ячӗсем (лат. Nomen Numerale) тата местоименисем (лат. Pronomen) падежсем, сӑпатсем, хисепсем тата родсем тӑрӑх сӑпатланаҫҫӗ;
- паллӑ ячӗсем (лат. Nomen Adjectivum), ытларах енӗпе танлаштару шайӗпе улшӑнаҫҫӗ;
- глаголсем (лат. Verbum) вӑхӑтпа тата залогпа сӑпатланаҫҫӗ;
- наречисем (лат. Adverbum);
- предлогсем (лат. Praepositiones)[28].
Синтаксис
Вырӑс чӗлхинчи пекех, ансат предложени ытларах чухне подлежащипе сказуемӑйран тӑрать, ҫитменнине подлежащине ят падежӗн формипе усӑ кураҫҫӗ. Местоименипе подлежащи пек питӗ сайра усӑ кураҫҫӗ — вӑл ахаль те сказуемӑйӑн сӑпат форминче тӑрать. Сказуемӑй вара глагол, пуплевӗн ят пайӗ е пулӑшу глаголӗллӗ пуплевӗн ят пайӗ пек пулма пултарать.
Латин чӗлхин синтаксис тытӑмне пула тата, ҫакна пула вӗҫлевсемпе сӑпатлавсен системи пит пуян пулнӑран предложенири сӑмахсен йӗрки ытлах пӗлтерӗшлӗ мар. Анчах та, ытларах чухне, подлежащи предложени пуҫламӑшӗнче ларать, сказуемӑй — вӗҫӗнче, тӳрӗ дополнени — тытса тӑракан ӗҫхӗл, тепӗр май каласан сказуемӑй умӗн[29].
Предложенисем тунӑ чухне ҫак ҫаврӑмсемпе усӑ кураҫҫӗ:
- Accusativus cum infinitivo («паллӑ мар тӑву») — пуплев, шухӑш, туйӑмла ӑша хывакан, кӑмӑла палӑртакан глаголсемпе тата ытти хӑш-пӗр тӗслӗхсемпе усӑ кураҫҫӗ, ӑна пӑхӑнуллӑ предложени пек куҫараҫҫӗ, тӑву падежӗнче тӑракан пай унта подлежащи пулса тӑрать, инфинитив — подлежащи формипе килӗшӳллӗ сказуемӑй.
- Nominativus cum infinitivo («паллӑ мар ятлӑ») — тытӑмӗ маларах палӑртнӑ ҫаврӑмри пекех, анчах сказуемӑйӗ пассивлӑ залогра тӑрать. Куҫарнӑ чухне сказуемӑй нумайлӑ хисепри 3-мӗш сӑпатри паллӑ мар-ят пӗлтерӗшлӗ, хӑй ҫаврӑмӗ вара — пӑхӑнуллӑ предложени[29].
Cum historicum союзлӑ пӑхӑнуллӑ предложенисем, ытларах чухне, «хӑҫан» союзпа усӑ курса каҫарӑнакан вӑхӑта пӑхӑнакан предложенисем шутланаҫҫӗ[30].
Чӗлхепе усӑ курни
«Чӗрӗ латынь» юхӑм
Латин чӗлхипе пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑх чӗлхи, ҫавӑн пекех гуманизм йӑлине малалла тӑсакан литература пултарулӑхӗн чӗлхи вырӑнне усӑ курмалли практика «чӗрӗ латынь» юхӑм кӑтартса парать. Унӑн тӗп ҫитӗнӗвӗ — латинла ӑслӑлӑх статйисем пичетлекен журналсем пурри. Вӗсем хушшинче Mnemosyne филологи журналӗ, Варшавӑра тухакан Meander (вӑл статьясен тӗп текстсен резюмене латинла та парать, латинла сӑвӑ, ҫавӑн пекех кроссворд тата ытти ҫавӑн йышши кану материалӗсене пичетлеме вырӑн паракан Оксфордри Greece and Roma ӑслӑлӑхпа популярлӑ журналӗ, «чӗрӗ латыне» халалланӑ ятарлӑ Latinitas (Ватикан), Palaestra Latina (Барселона), Vox Latina (Саарбрюккен), Vita Latina (Авиньон), Orbis Latinus (Мендоса, Аргентина) жуорналсем. Асӑннӑ кӑларӑмсенче ҫӗнӗ латин лексикине нормӑлассипе ҫхӑннӑ ӗҫсене системӑллӑ майпа пичетлеҫҫӗ. Ҫак материалсене никӗс тӑвакан словарь евӗр пухса пыни пӗтӗм тӗнчери латинла вӗренӳ академийӗ туса пыракан ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп задачисенчен пӗри пулса тӑрать[31].
Латин терминологийӗ
Биологи
Биологири латин чӗлхине уйрӑм ӑслӑлӑх чӗлхи пек пӑхма пулать. Вӑл чӗрӗлӳ тапхӑрӗнчи латин чӗлхинчен пулса кайнӑ, анчах та авалхи грек тата ытти чӗлхесенчен илнӗ сӑмахсемпе пуянланнӑ. Унсӑр пуҫне латин чӗлхин чылай сӑмахӗсене биологи тексчӗсенче ятарлӑ пӗлтерӗшпе усӑ кураҫҫӗ. Биологири латин чӗлхинчи грамматикине самай ансатланнӑ. Алфавита хушнӑ: классикӑлла латыньпе танлаштарсан унта J, U, W саспаллисемпе те усӑ кураҫҫӗ[32].
Хальхи Биологи номенклатурин кодексӗсепе(выр.)чăв. килӗшӳллӗн чӗрӗ организмсен ӑслӑлӑхри ячӗсем «латин» формипе пулмаллине ыйтаҫҫӗ, тепӗр май каласан вӗсене латин алфавичӗпе ҫырмалла, мӗнле чӗлхерен илнине пӑхмасӑр латин чӗлхин грамматикине пӑхӑнмалла[33].
Медицина
Латин чӗлхипе медицинӑра анатоми, клиника тата фармацевтика терминӗсене йӗркелеме усӑ кураҫҫӗ. Медицинӑра латыньпе усӑ курни пӗтӗм тӗнчери специалистсене пӗрлештерме тата професси пӗлӗвне унификацилеме пылӑшакан фактор пулса тӑрать. Этем кӗлеткин органӗсемпе пайӗсен е латинла, е латинланӑ ятсем пур. Ҫакӑ эмелсен ячӗсене те пырса тивет — ку енӗпе унификаци уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, унсӑр нумай эмел препарачӗ хушшинче пӗрешкеллӗх палӑртма пит йывӑр. Рецептсене латин чӗлхипе пӗр-пӗр правилӑсемпе ҫырса параҫҫӗ, ҫакна пула хуть те мӗнле ҫӗршывра та вӗсене пӗр йӑнӑшсӑр ӑнланма май пур[34].
| Латин чӗлхиллӗ хӑш-пӗр анлӑ сарӑлнӑ терминсем | ||
|---|---|---|
| анатоми | клиника | фармацевтика |
| Arteria — артери | Chirurgicam operationem — хирурги операцийӗ | Extractum — экстракт |
| Cranialis — пуҫ купташки | Diagnosis — диагноз | Leonūrus — пустырник |
| Distalis — дисталлӑ | Inflammatio — воспалени | Solution — шӗвек |
| Externus — тулаш | Malignus — усал | Tabuletta — таблетка |
| Internus — шалти | Primarius — малтанхи | Tinctūra — настойка |
| Ligamenta — связкӑсем | Sanguinem — юн юхни | Tinctura Valerianae — валериана настойки |
| Musculus — мышца | Tumor — шыҫӑ | Unguentum — мазь |
| Superficialis — ҫиелти | Tussis — ӳсӗрни | Valeriana — валериана |
Юриспруденци
Рим правипе интернационаллӑ юридици терминологийӗн чӗлхи пулнӑ май, латин чӗлхи пӗтӗм тӗнчери юридици вӗрентӗвӗн стандарчӗ шутланать, ытти право дисциплинисемпе пӗрле юристсене професси шайӗнче хатӗрлеме май паракан никӗс пулса тӑрать. Юриспруденци чӗлхин терминӗсем пӗтӗмпех тенӗ пекех латин сӑмахӗсенчен тӑраҫҫӗ. Тепӗр май каласан, вӗсен йышне професси ӗҫ-хӗлӗнче усӑ курма кирлӗ Римри юридици формулисемпе каларӑшӗсем кӗреҫҫӗ. Рим правин чылай постулачӗ патшалӑхӑн тата саккунсен право системисен никӗсӗ пулса тӑнӑ[35].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Латинский язык. Большая российская энциклопедия 2004—2017. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Романские языки. Большая российская энциклопедия 2004—2017. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Кацман, Покровская, 2006, с. 15.
- ^ 1, 2 Бубекова Л. Б. Латинский язык: конспект лекций. — 2013. — 20 с.
- ^ Кондратьев, 2007, с. 170.
- ^ 1, 2, 3 Латинское письмо. Большая российская энциклопедия 2004—2017. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Урок 0. Фонетика. Латинский язык (Латынь). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Линус, 2023.
- ^ 1, 2 Латинское письмо. Большая российская энциклопедия 2004—2017. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Ярхо и др., 2010, с. 16.
- ^ Латинский алфавит (латинские буквы). Латинский язык (Латынь). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Муравьёв С. Н. О протосистеме армянского алфавита // Историко-филологический журнал. — 1980. — № 2. — .
- ^ Ludolphus (de Saxonia). In Psalterium Davidis enarratio. — 1542.
- ^ Breviarium Eremitanus S. Pauli Eremitae. — 1540. — 32 с.
- ^ Bernardino de Busti. Rosarium Busti. Rosarium sermonum predicabilium ad facitiorem predicantium commoditatem noviter compilatum... [Carmina fratrum illuminati Nouariensis, Samuelis de Cassinis]. — Cura Antonii du Ry, 1525.
- ^ Thomas (de Aquino). Expositio in Evangelium S. Joan. Evangel. — 1508.
- ^ Гнедчик Д. История готического шрифта и его актуальность в современности. deziiign.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Johnston H. W. Latin manuscripts: An elementary introduction to the use of critical editions for high school and college classes(акăлч.). — 1897.
- ^ Кацман, Покровская, 2006, с. 17.
- ^ 1, 2, 3 Кацман, Покровская, 2006, с. 18.
- ^ Кацман, Покровская, 2006, с. 18—19.
- ^ 1, 2 Кацман, Покровская, 2006, с. 19.
- ^ Этимологический онлайн-словарь русского языка Макса Фасмера. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Кацман, Покровская, 2006, с. 22.
- ^ Ярхо и др., 2010, с. 22.
- ^ Ярхо и др., 2010, с. 23—25.
- ^ Ярхо и др., 2010, с. 26.
- ^ Ярхо и др., 2010, с. 26—134.
- ^ 1, 2 Муканова, З. А., Уматова Ж. М. Латинский язык: учебное пособие для гуманитарных факультетов. — 2019. — 214 с. — ISBN 978-601-04-4030-2.
- ^ Мирошенкова В. И., Фёдоров Н. А. Учебник латинского языка. — Простор, 1994. — ISBN 5-900451-08-2.
- ^ Осипова, 2019, с. 206–207.
- ^ Митюкова Е. Латинский язык для биологов. Acadimia. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Латинско-русский словарь ботанической и фармакогностической терминологии: учебное пособие / сост. Н. В. Кудашкина и др. — Изд-во ФГБОУ ВО БГМУ МЗ РФ, 2017. — С. 4. — 60 с.
- ^ Хакимова, 2011, с. 139—140.
- ^ Сидакова, 2016, с. 139.
Литература
Энциклопедиллӗ статьясем
- Модестов В. И. Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1896. — Т. XVII. — С. 378—381.
- Солопов А. И. Большая российская энциклопедия. — 2010. — Т. 17. — С. 55.
- Ходорковская Б. Б. Лингвистический энциклопедический словарь / гл. ред. В. Н. Ярцева. — Советская энциклопедия, 1990. — С. 253. — 685 с.
Ӑслӑлӑх ӗҫӗсем
Валькастелли М. Латинский язык в истории формирования русской интеллектуальной лексики с конца XVI в. по XVIII в.: автореферат дис. ... канд. филол. наук: специальность 10.02.01. — 2010. — 21 с.- Кондратьев Д. К. Латынь в современном мире // Журнал Гродненского государственного медицинского университета. — 2007. — № 4 (20). — .
- Мусохранова М. Б. Терминогенез: летопись медицины в социально-философском контексте: монография. — Изд-во Омского гос. ун-та, 2012. — 311 с. — ISBN 9785777913883.
- Осипова О. В. Феномен «latinitas viva» и его роль в укреплении статуса латинского языка // Языковой дискурс в социальной практике: сборник научных трудов Международной научно-практической конференции. — Тверь: Тверской государственный университет, 2019. — .
- Сидакова Н. В. Латинский язык как инструмент формирования профессиональной и межкультурной компетенций студентов-юристов в высшей школе // Азимут научных исследований: педагогика и психология. — 2016. — № 2 (15). — .
- Хакимова В. М. Роль латинского языка в медицине и в современном мире // Медицинский вестник Башкортостана. — 2011. — № 3. — .
Вӗренӳ пособийӗ
- Афонасин Е. В. Латынь для философов. — РИЦ НГУ, 2015. — 138 с.
- Афонасин Е. В. Латынь для юристов. Основы латинского языка и юридической терминологии. Вводный курс. — Изд. НГУ, 2014. — 135 с.
- Барышникова Г. В. Основы латинского языка для юристов: учебное пособие. — 2019.
- Боровский Я. М., Болдырев А. В. Учебник латинского языка. — 4-е изд. — 1975.
- Кацман Н. Л., Покровская З. А. Латинский язык: учебник для вузов. — Владос, 2006. — 456 с.
- Козлова Г. Г. Самоучитель латинского языка. — 2-е изд. — 2006.
- Кондратьев С., Васнецов А. Учебник латинского языка. — 5-е изд. — 1954.
- Латинский язык в юриспруденции: учебно-методическое пособие / сост. Ю. Г. Карабардина. — ЯрГУ, 2018. — 100 с.
- Линус А. Латинская грамматика без репетитора. Все сложности в простых схемах. — АСТ, 2023. — 320 с.
- Мирошенкова В. И., Фёдоров Н. А. Lingua latina. — 6-е изд. — 2003.
- Нисенбаум М. Е. Латинский язык. — 2-е изд. — 2001.
- Розенталь И. С., Соколов В. С. Учебник латинского языка. — 2-е изд. — 2004.
- Соболевский С. И. Учебник латинского языка. — 1953.
- Тронский И. М. Историческая грамматика латинского языка. — Индрик, 2001.
- Ярхо В. Н. и др. Латинский язык: учебник для студентов пед. вузов / под ред. В. Н. Ярхо, В. И. Лободы. — 8-е изд., испр. — Высшая школа, 2010. — 399 с. — ISBN 978-5-06-005931-1.
Словарьсем
- Дворецкий И. Х. Латинско-русский словарь: около 50 000 слов. — 4-е изд., стер. — Русский язык, 1996. — 843 с. — ISBN 5-200-02365-3.
- Подосинов А. В. Латинско-русский и русско-латинский словарь. — 2-е изд., стер. — Флинта, 2012. — 744 с. — ISBN 978-5-89349-312-2.
