Нимӗҫ чӗлхи
Нимĕç чĕлхи (ним. Deutsch , çапла илтĕнет: [ˈdɔʏ̯tʃ]; deutsche Sprache, илтĕнет: [ˈdɔʏ̯tʃə ˈʃpʀaːχə]) — нимĕçсен, австрисен, лихтенштейнсен тата чылай швейцарсен тăван чĕлхи, хĕвеланăç герман ушкăнне кĕрекен индо-европа чĕлхи. Германипе Австрире патшалăх чĕлхи шутланать. Çавăн пекех Швейцарире тата Люксембургра тĕп чĕлхесем йышне кĕрет.
Литература чĕлхине Мартин Лютер хатĕрленĕ. Вăл библине нимĕçле куçарнă. Библине çырнă чухне вăл пĕтĕм нимĕç диалекчĕсемпе усă курнă, çавăнпа та унăн ку çырăвĕ нимĕç чĕлхин никĕсĕ пулса юлнă[12]. Китай, арап, хинди, акăлчан, испан, бенгал, португал, вырăс тата япун чĕлхисем хыççăн тĕнчере калаçакансемпе чи йышлă чĕлхе шутланать. Нимĕç чĕлхи интернетре усă курнипе тăваттăмĕш вырăна (акăлчан, вырăс тата япун) йышăнать[13]. Çаплах нимĕç чĕлхи — Европа Пĕрлешĕвĕ Европĕрлешӳ чĕлхисем пе темиçе тĕнчери урăх организацисен официаллă тата ĕçри чĕлхе пулать.
Индоевропа çемьинчи герман чĕлхисен анăç кĕçĕн группине кĕрет. Çурулăхăн никĕсне латин алфавитне, умлаутсене (ä, ö, ü) пĕлтерекен 3 графема тата эсцет лигатурине (ß) хушса, хунă. Авалранхи çыру палăкĕсене VIII ӗмӗрте хăварна теççĕ[14].
Нимĕç чĕлхи прагерман чĕлхи кăкĕнчен тухнă, лешĕ вара, хăй майĕпе, праиндоевропа чĕлхинчен уйрăлса кайнăскер пулать. Хупă сасăсем иккĕмĕшле куçăннă хыççăн чĕлхен фонетикăпа морфологи системисем улшăнни ăна тăванла герман чĕлхисенчен уйăрса янă. Вăтам ĕмĕрсенче тури нимĕç, унăн хыççăн — ирхи тури нимĕç фонетикипе морфологи, лексика йĕркеленчĕкĕпе синтаксис аталанса пыраççĕ. Хальхи нимĕç чĕлхин — унăн кунçулĕ XVII ӗмӗрĕн иккĕмĕш пайĕнчен пуçланнă темелле —тепĕр ячĕ тури нимĕç чĕлхи. Ăна ура çине тăратма Мартин Лютерăн Библийĕ, Иоганн Вольфганг фон Гёте, Фридрих Готлиб Клопшток тата Иоганн Кристоф Готтшед çыравçăсен пултарулăхĕ, Иоганн Кристоф Аделунг, Гримм тăвансен тата Конрад Дуден лингвистика ĕçĕсем хăватлă ӳсĕм панă[12].
Хальхи литература нимĕç чĕлхин никĕсне тури нимĕç диалекчĕсене хунă. Унсăр пуçне уйрăмла нимĕç диалекчĕсем (сăмахран, анатри нимĕç е алеманн) пур, вĕсем хăйсен уйрăмлăхне упраса пыраççĕ. Австрипе Швейцарире хăйсен диалект никĕсĕпе йĕркеленнĕ нимĕç чĕлхин варианчĕсем пур, вĕсем фонетикăпа грамматика енчен хăйне евĕрлĕ йĕркеленчĕклĕ[12][14].
Диалектсем
Нимĕç чĕлхин диалектсем нумай. Вĕсем пĕр-пĕринчен самай уйрăлса тăнăран тĕрлĕ диалектпа калаçакансем пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ. Диалектсен шучĕ пысăк пулнин сăлтавĕ çак çĕрсен историйĕнчен пырать. Романпа славян чĕлхисен ушкăнĕсемпе танлаштарсан герман ушкăнне кĕрекен чĕлхесен çĕрĕсем çинче мĕн авалтан уйрăммăн аталанма тăрăшнă. Ку паллах пĕр чĕлхене аталанма пулашман — тĕрлĕ çĕрсенче нимĕç чĕлхи тĕрлĕрен аталаннă май хальхи Германири диалектсен шучĕ питĕ пысăк. Малтан Германине пĕрлештерни те пĕр чĕлхе тупасси патне илсе çитереймен.
Çырулăхĕ
Нимĕç алфавитĕнче 26 мăшăр латин саспаллипе (пĕчĕк тата пысăк) усă кураççĕ[15]; буквы, обозначающие умлаутланă сасăсене палăртакан саспаллисене (ä, ö, ü) тата ß (эсцет) лигатура алфавит йышне кĕртмен. Алфавит майĕпе ä, ö, ü сортланă чухне вĕсене a, o, u уйăрмаççĕ; умлаутпа кăна уйăрăлса тăракан сăмахсене майлаштарнă чухне умлаутлă сăмаха каярах лартаççĕ; ß паллăпа тăсăллă уçă сасăсемпе дифтонгсем хыççăн усă кураççĕ[16] и приравнивается к сочетанию ss[17]. Анчах та Однако при перечислении немецких букв буквы ä, ö, ü нимĕç саспаллисене a, o и u саспаллисемпе юнашар мар, ят-йышăн вĕçĕнче, лартаççĕ[18]. Сăмахсарсенче нимĕç сăмахĕсене умлаута шута илмесĕр вырнаçтарнă.
| саспалли | ячĕ | саспалли | ячĕ | саспалли | ячĕ | саспалли | ячĕ | саспалли | ячĕ | ||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| A a | а | F f | эф | L l | эль | Q q | ку | (Ü ü) | у-умлаут | ||||
| (Ä ä) | а-умлаут | G g | гэ | M m | эм | R r | эр | V v | фау | ||||
| B b | бэ | H h | ха | N n | эн | S s | эс | W w | вэ | ||||
| C c | цэ | I i | и | O o | о | (ß) | эсцет (ss) | X x | икс | ||||
| D d | дэ | J j | йот | (Ö ö) | о-умлаут | T t | тэ | Y y | ипсилон | ||||
| E e | э | K k | ка | P p | пэ | U u | у | Z z | цет |
Латиницăна нимĕç чĕлхине кĕртиччен çырура рунăсемпе усă курнă, вĕсене герман çĕрĕсене христианланă хыççăн пĕтĕмпех пăрахăçланă. XX ӗмӗрчен официаллă готика шрифчĕпе (çав шутра урăх çĕршывсенче кăларнă сăмахсарсенче) усă курнă[19].
Çаплах ятарлă готика алçыру шрифчĕпе фрактура (шкулсенче 1941 çулчен вĕрентнĕ) пулнă. Антиквапа малтан официаллă мар XIX ӗмӗртенпе усă курнă, 1918 çулхи ноябрь революцийĕ хыççăн официаллă кĕртнĕ. Нацистсем хуçаланнă чухне готика шрифтне каялла тавăрнă, пĕр вăхăт унпа официаллă çырнă, анчах та тепĕртакран нацистсен пропаганди готика шрифчĕсене хĕстерме тытăннă, вĕсенче Еврейсен тăваткал çырăвĕн йĕрленчĕкĕсене асăрханă имĕш[20].[21]. Халĕ вĕсене декарацилле илемлетме е кĕнекесене пичетлеме усă кураççĕ.
Çав. пекех
Литература
- Бах А. . — М.: Либроком. — 346 с. — ISBN 978-5-397-01659-9.
- Берков В. П. . — М.: АСТ. — 336 с. — ISBN 5-17-010576-2.
- Домашнев А. И. . — СПб.: Наука. — 1113 с.
- Жирмунский В. М. . — М.: Издательство литературы на иностранных языках. — 300 с.
- Жирмунский В. М. . — Л.: Наука. — 698 с.
- Зуева А. Н., Молчанова И. Д. и др. . — М. — 536 с.
- Левковская К. А. . — М.: Академия. — 368 с. — ISBN 5-7695-1996-7.
- Маккензен Л. . — М.: Аквариум. — 592 с. — ISBN 5-85684-101-8.
- Москальская О. И. . — М.: Академия. — 288 с. — ISBN 5769530235.
- Мышковая И. Б. . — СПб. — 96 с. — ISBN 978-5-91281-007-7.
- Погадаев В. А. . — М. — 318 с. — ISBN 5-8123-0155-7.
- Ольшанский И. Г., Гусева А. Е. . — М.: Академия. — 416 с. — ISBN 5-7695-1812-X.
- Снегирёва Н. С. . — Омск: ОмГУ. — 149 с. — ISBN 5-7779-0312-6.
- Филичева Н. И. . — М.: Выс. школа. — 192 с.
- Филичева Н. И. . — М.: Академия. — 204 с. — ISBN 5769509325.
- Филичева Н. И. . — М.: Выс. школа. — 176 с. — ISBN 5-06-001718-4.
- Ammon U. . — Berlin, New York: de Gruyter. — ISBN 3-11-014753-X.
- Ammon U., Bickel H., Ebner J. u. a. . — Berlin: Walter de Gruyter. — ISBN 3-11-016574-0.
- Besch W. . — Berlin: de Gruyter. — ISBN 3-11-005977-0.
- Helbig G., Buscha J. . — Berlin: Langenscheidt. — 736 с. — ISBN 978-3-468-49493-2.
- Krech E.-M., Stock E., Hirschfeld U. . — Berlin. — ISBN 978-3-11-018202-6.
- Niebaum H., Macha J. . — Tübingen. — ISBN 3-484-26037-8.
- Pahlow H. . — Leipzig: Engelsdorfer Verlag. — 135 с. — ISBN 978-3-86268-012-2.
- Polenz P. von. . — Berlin, New York: Walter de Gruyter. — ISBN 3-11-007998-4.
- Regh F.-J. . — Lern-WOLF Verlag.
- Schildt J. . — Akademie-Verlag.
- Siebs Th. . — ISBN 978-3-11-018203-3.
- . — Rat für deutsche Rechtschreibung.
Ӑнлантарусем
- ^ Cooficialização da língua alemã em Antônio Carlos: Projeto legislativo 132/2010 (порт.). Instituto de Investigação e Desenvolvimento em Política Linguística. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ Língua alemã (порт.). Secretaria de Turismo, Cultura e Esporte de Pomerode. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ Haubel M. Die päpstliche Schweizergarde // Österreichische Militärische Zeitschrift. — 2007. — № 3. — .
- ^ Sprache – Identität und Schlüssel (нем.). Nordschleswig.de. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ Bauer R. Deutsch als Amtssprache in Südtirol // Terminologie et tradtition. Office des publications officielles des communautés europeénnes. — 1994. — .
- ^ Deutsch in Namibia (нем.). Allgemeine Zeitung (18 утӑн 2007). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ Wir stellen uns vor: Initiative Deutsch in Namibia (DiN) (нем.). DiN. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
- ^ Die deutsche Kolonie in den Subtropen Paraguays (нем.). Bundeszentrale für politische Bildung (9 кӑрлачӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ Danowski R. Zur Lage der deutschen Minderheit in Polen seit 1989 (нем.). Ostpreussen-info.de. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ Erbe M. . — Stuttgart: Kohlhammer, 2002. — С. 198. — ISBN 3-17-015771-X.
- ^ Hartweg F. Die Sprachen im Elsass: Kalter Krieg oder versöhntes Miteinander?(ним.) // Argumente und Materialien zum Zeitgeschehen: Frankophonie – nationale und internationale Dimensionen. — 2002. — Nr. 35. — .
- ^ 1, 2, 3 . — М.: Большая Российская энциклопедия. — С. 329. — ISBN 5-85270-307-9.
- ^ Usage of content languages for websites (англ.). W3Techs.com. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Немецкий язык. Энциклопедия Кругосвет. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
- ^ Немецкий алфавит: Study German. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
- ^ Когда используется «ß». Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.
- ^ О Немецком алфавите. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
- ^ Das deutsche Alphabet (нем.). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Виды немецкого письма. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Christopher Burke. Paul Renner: the Art of Typography. New York: Princeton Architectural Press (1998). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ.
- ^ MundoFut TV é um canal que transmite ao vivo o Campeonato Brasileiro Série A
Каçăсем
- Немецкий культурный центр им. Гёте. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
- Canoonet: Deutsche Wörterbücher und Grammatik (нем.). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ.
- Duden. Rechtschreibregeln (нем.). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
- Пузик А. А. Geschichte der deutschen Sprache. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
- На каком языке говорят немцы? (выр.). Partner-Nord № 52, 22.06.2007. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
- Deutsch-online: Грамматика немецкого языка (выр.). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
- DeutschDoma: Грамматика немецкого языка (выр.). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
- Грамматика немецкого языка - Deutsche Grammatik (выр.). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
- GrammaDe.ru Grammatik im Deutschunterricht (выр.). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
- Интересный немецкий язык (выр.). Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
- Studygerman.ru — Портал изучения немецкого языка (выр.). Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
- deutsch.info — Бесплатная многоязычная онлайн-платформа, которая сочетает изучение немецкого языка с практическими советами о жизни и работе в Германии и Австрии (выр.). Архивланӑ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.