Хункăр чĕлхи

Хункăр чĕлхи (мадьяр, мачар чĕлхи) — финн-укăр чĕлхисен ушкăнне кĕрекен чĕлхе. ханты тата манси чĕлхипе пĕрле укăр сыпăкне йĕркелет. Хункăрла калаçакан йыш 15 млн çывхарать. Хункăрсем, тĕпрен илсен, Венгрире, Австрире, Румынире, Украинăра пурăнаççĕ.

Хункăр чĕлхи 8 диалекта пĕрлештерет. Хальхи тăван çĕршыв хутлăхне пуçтарăничченхи тапхăрта (X ĕмĕрчен) пăлхар-чăваш чĕлхипе тачă çыхăнура тăнă. Тĕпчевçĕсем хункăр чĕлхинче 500 яхăн чăваш сăмахне тупса палăртнă.

Çырулăхĕ латиница алфавичĕ çинче никĕсленнĕ. Чĕлхе кочĕ - hu е hun (ISO 639 тăрăх)

Чăваш чĕлхипе çыхăнни

Dist of hu lang europe-ru.svg

Хункăр чĕлхине ĕлĕк-авалах çур пине яхăн чăваш-пăлхар сăмахĕ кĕрсе юлнă (пĕр чĕлхе тупмалăх çителĕклĕ). Хункăрсем вăта Европăна Çĕпĕртен куçса килнĕ, çулĕ вĕсен чăваш урлă выртнă. «Улма» – «Олма», «Пурçăн» – «Баршонь». – «Сысна» – «Дисно». – «Çурла» – «Шарло». – «Кивçен» – «Кёльчён». – «Çурта» – «Дертя».[1]

Каçăсем

Категорисем