Беларус чĕлхи

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Беларус чĕлхи
Тăван ячĕ: беларуская мова
Патшалăхсем: Беларуҫ
Регионсем: Тухăç Европа
Официаллă статус: Беларуҫ
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Инди-европа çемьи
Славян ушкăнĕ
Тухăç славян ушкăн пайĕ
Çырулăх: кириллица
Чĕлхе кочĕсем
ГОСТ 7.75–97: бел 090
ISO 639-1: be
ISO 639-2: bel
ISO 639-3: bel
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика
Idioma bielorruso.png

Белару́с чĕлхи (белару́ская мо́ва) — тухăç славян чĕлхисенчен пĕри пулать, ытларах Беларуҫра сарăлнă. Беларуҫ Республикин (вырӑс чӗлхипе пĕрле) патшалăх чĕлхи шутланать. Чĕлхене пĕлекен пур халăх йышĕ — 10 млн яхăн çын.

1920-мĕш çулсенче Беларус Совет Социаллă Республикин официаллă чĕлхи (пĕр вăхăтра «Пролетарии всех стран, соединяйтесь!» лозунга БССР гербĕ çине тăватă чĕлхепе çырнă пулнă) шутланнă.

Пулса тухни

Ăсчахсен шухăшĕпе, чĕлхене авалхи радимичсен, кривичĕсен тата, северянсен, пулмалла, пуплевĕсем кĕнĕ. Фонетикăпа, морфологипе, синтаксиспа тата сăмахсар уйрăмлăхĕсемпе вăл ытти çывăх, тăван тухăç славян (вырăспа украин) чĕлхисенчен уйрăм тăрать. Беларус чĕлхин вырăспа украин чĕлхисемпе пĕр пекрех. Лексикинче полякпа литва чĕлхисенчен илнисем те пур.

Çырулăхĕ

А а Б б В в Г г Д д Дж дж Дз дз Е е Ё ё
Ж ж З з І і Й й К к Л л М м Н н О о
П п Р р С с Т т У у Ў ў Ф ф Х х
Ц ц Ч ч Ш ш Ы ы Ь ь Э э Ю ю Я я

Беларус кириллицинче апострофпа (  ) (хытă паллă вырăнне) усă кураççĕ, "дж" тата "дз" сас паллисем пĕр пек сасăллă вуланаççĕ, çаплах "ё" сас паллине "е" çине çырура куçарма юрамасть.

Сарăлни

Беларуçрă 1999 çулхи халăх çыравĕпе (10045,2 пин çĕршывра пурăнакан çыншăн беларус чĕлхине 73,7%. тăван чĕлхе вырăнне йышăнать. Пур граждан йышĕнче: белоруссем 8159,1 пин (тăван чĕлхе —беларус 85,6%), вырăссем 1141,7 пин (тăван чĕлхе — беларус 9,1%), поляксем 395,7 пин (тăван чĕлхе — беларус 67,1%), украинсем 237 пин (тăван чĕлхе — беларус 14,3%), еврейсем 27,8 пин (тăван чĕлхе — беларус 17,1%), урăх халăхсем — 80 пин (тăван чĕлхе — беларус 12,9%). Килте калаçăкан чĕлхе — беларус чĕлхи тесе: беларуссем — 41,3%, вырăссем — 4,3%, поляксем — 57,6%, украинсем — 10,2%, еврейсем — 3,8%, урăх халăхсем — 9,5%; пур халăх — 36,7%.

Çырăвĕ

Беларус чĕлхин çырăвĕнче беларус алфавичĕ пăхăр) усă кураççĕ. Малтан хăш чух латиницăпа усă курнă. Беларус беларус арап алфавичĕпе çырнă.

Орфографи

Фонетика

Вырăс чĕлхипе танлаштарсан хальхи беларус чĕлхин фонетика тĕп уйрăмлăхсем:

  • яканье (пусăм умĕнхи Е Я çине куçать): звязда, плячо;
  • «Ы» тата «І» вырăс литература чĕлхинчи «О» тата «Е» тивĕç:

Чĕлхен кун-çулĕ

Тапхăрласси:

  • авалхи вырăс, литература çырăвĕ (XI—XIV ĕмĕрсем.);
  • ватă беларус, литература çырăвĕ (XIV—XVIII ĕмĕрсем):
    • официаллă çыру чĕлхи Аслă Литва кнеçлĕхĕнче (XIV-XVII ĕмĕрсем);
    • майĕпен ватă беларус çыру чĕлхи поляк чĕлхипе улăштарни (XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕ — XVIII ĕмĕр);
  • беларус халăх диалект чĕлхи, ял çыннисен тата фольклорти ытларах пуплев чĕлхи (XIV-XXI ĕмĕрсем);
  • хальхи беларус литература чĕлхи:
    • литературăпа грамматикăн аталанăвĕ (XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕ -XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕ);
    • хальхи литература чĕлхин аталанăвĕ (XX ĕмĕрсем).
Пĕрремĕш Литва статучĕ (1529)

Диалекчĕсем

Çавăн пекех пăхăр

  • Беларус орфографипе пунктуаци йĕркисем (2008)
  • Беларус литератури
  • Беларус алфавичĕ

Вуламалли

Каçăсем