Глагол
Глагол — предметӑн тӑрӑмне е ӗҫне пӗлтерекен тата мӗн тӑвать? мӗн тунӑ? мӗн тӑвӗ? ыйтусене хуравлакан хӑй тӗллӗн ҫӳрекен пуплев пайӗ[1].
Глагол куҫӑмлӑ тата куҫӑмсӑр, таврӑнуллӑ тата таврӑнусӑр пулма пултарать. Ытларах чухне, предложенире глаголсем сказуемӑй вырӑнӗнче пулаҫҫӗ.
Глаголсен формисем сӑпатсемпе тата хисепсемпе улшӑннине сӑпатлану теҫҫӗ[2].
Глаголӑн лексикӑпа семантика категорийӗсем
Тӗнчери тӗрлӗ чӗлхесенче глаголӑн ҫак кӑтарткӑчсем пулма пултараҫҫӗ[3]:
- финитлӑх (сказуемӑй пек усӑ курни) — финитлӑ марри (предложенин ытти пайӗсем пек усӑ курни). Хӑй енчен, хӑш-пӗр чӗлхесенче финитлӑ глаголсен несӗлне, хисепне, сӑпатне (подлежащипе тата/е дополненипе ҫыхӑнма) кӑтартма пултараҫҫӗ;
Испан чӗлхинчи пӗр сӑмахран тӑракан глагол вӑхӑт (иртнӗ, хальхи, пулас), ҫын тата хисеп ҫинчен информаци парать. Ҫак информацие палӑртма глаголӑн грамматикӑлла модификацине тӑвакан процесса сӑпатлану теҫҫӗ. - аспект: вырӑс чӗлхинче — глагол тӗсӗ (вӗҫленнӗ — вӗҫленмен), семит чӗлхисенче — порода (каузатив, интенсив тата ытти те), статика — динамика тата ытти те;
- вӑхӑт;
- наклонени (кӑтарту, ӗмӗт, хушу, тӗмсӗлӳ тата ытти те);
- залог;
- валентлӑх: куҫӑмсӑр (1-валентлӑ), куҫӑмлӑ моно- тата мультиобъектлӑ (2- тата ытларах валентлӑ);
- сӑпатлану;
- куҫӑмлӑх.
Чӑваш чӗлхинчи глагол
Чӑваш глаголӗн чи пӗлтерӗшлӗ уйрӑмлӑхӗ — паллӑ тата паллӑ мар иртнӗ вӑхӑтсене уйӑрасси: килчӗ «вӑл килчӗ (эпӗ куртӑм)» тата килнӗ «вӑл килнӗ иккен (тепӗр ҫын каласа пани)» формӑсем хире-хирӗҫле вырнаҫни[4]. Хирӗҫленине тата ыйтӑва, вырӑс чӗлхипе танлаштарсан, уйрӑм сӑмахсемпе мар, хирӗҫлев тата ыйту сӑмах формине палӑртакан аффикссемпе тата татӑксемпе палӑраҫҫӗ (тӗслӗхрен, хирӗҫлев формине -ме- аффикспа, ыйтӑва -и татӑкпа). Чӑваш чӗлхинче инфинитив европа чӗлхисенчи евӗр мар; инфинитив пек глаголтан -ни аффикспа йӗркеленнӗ ятсемпе тата тӗллеве пӗлтерекен -ма формӑсемпе усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче ӗҫ мӗн чухлӗ тӑсӑлнине, нумай хут тунине тата вӑл мӗнле пынине кӑтартакан -са/-се аффикслӑ деепричастиллӗ тата пулӑшу глаголӗсемпе (пыр-, ҫӳре-, тӑр-, лар-) пулнӑ аналитикӑлла конструкцисем анлӑ сарӑлнӑ. Глагол несӗлпе улшӑнмасть, причастиллӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем вырӑнне вара палӑртакан сӑмах умӗнче тӑракан причастиллӗ палӑртмалли конструкцисемпе усӑ кураҫҫӗ. Грамматикӑра агглютинаци майӗпе, тымар ҫумне аффикссене йӗркипе хушса пырса, палӑраҫҫӗ[5].
Тайăм категорийĕ
Тайăм форми кăтартакан ĕç чăн пулнипе пулманнине, калаканĕ ĕç çине мĕнле пăхнине (сăмахран, ĕçе тума хушнине е ĕмĕтленнине, ĕçе пĕтĕмлетсе интересленни-интересленменнине) пĕлтерет. Глаголӑн 4 тайӑмӗ пулать[3]:
- кăтарту тайăмĕ (вулатăп, вуларăм, вулаттӑм, вуласаттăм, вулăп)
- хушу тайăмĕ (вулам, вула, вулатăр)
- ĕмĕт тайăмĕ (вулăттăм, вулăттăн, вулĕччĕ)
- килĕшӳ тайăмĕ (вулăпин, вулăсăн, вулин).
Глаголӑн вăхăт категорийĕ
Вăхăт категорийĕн формисем ĕç каличчен малтан пулса иртнине (вуларăм, вуларăн, вуларĕ), халĕ пулса пынине (вулатăп, вулатăн, вулать) тата каланă хыççăн пулмаллине (вулăп, вулăн, вулĕ) пĕлтереççĕ. Кашни вăхăт формин ятарлă аффиксӗсем пур.
Сăпат категорийĕсем
Сăпат категорийĕ ĕçе кам тунине (калаканни, каланине итлекенни е пачах урăххи) пĕлтерет, çавăнпа виçĕ сăпат форми пулать: 1-мӗш сӑпат — эпӗ вулатăп, 2-мӗш сӑпат — эсӗ вулатӑн, 3-мӗш сӑпат — вӑл вулать[3].
Хисеп категорийӗсем
Хисеп категорийӗн формисем ĕçе пĕччен е темиçен тунине пĕлтереççĕ: эпĕ вулатăп — эпир вулатпăр, эсĕ вĕрентĕн — эсир вĕрентĕр, вăл ĕçлĕ — вĕсем ĕçлĕç.
Сăпатлă тата сăпатсăр формăсем
Глагол системинче сăпатлă тата сăпатсăр формăсем пур. Сăпатлă формăсем шутне наклонени, вăхăт, сăпат тата хисеп формисем кӗреҫҫӗ, предложенире вӗсем сказуемӑй пулаҫҫӗ.
Сӑпатсӑр формӑсем виççĕ: инфинитив (вулама, вуламашкăн), причасти (вуланă, вулас, вулакан, вуламалла, вулан, вуланçи, вулин, вули-вулами) тата хушма ӗҫхӗл (вуласа, вуласассăн, вуласан, вула, вуличчен, вуламассерен, вуланăçем, вулуçăн).
Сăпатсăр формăсем предложенире тĕрлĕ член пулма пултараççӗ[3].
Аспектсем
Глаголӑн ӗҫ пулнипе пулманнине, ӗҫе тума пултарнипе пултарайманнине кӑтартма пултарать, вӗсене ятарлă формăсем пӗлтереççĕ. Пурӗ тӑватӑ аспект пур[3]:
- ҫирӗплетӳ (вулатăп, вуларăм),
- хирӗҫлев (вуламастăп, вуламарăм),
- пултараслӑх (вулаятăп, вулайрăм),
- пултарайманлӑх (вулаймастӑп, вулаймарăм).
Глаголтан пулнӑ пуплев пайӗсем
- Причасти;
- Деепричасти;
- Герунди(выр.)чăв..
Глагол формисем
Ӑнлантарусем
- ^ Глагол | Энциклопедия Кругосвет. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Ушаков Д.Н. Толковый словарь русского языка. — 1935–1940.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Л.П. Сергеев. Глагол(чăв.) // Чӑваш чӗлхи. Энциклопеди словарӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2004. — .
- ^ Демьянова Т. В. Софронова И. В. Репрезентация категории косвенной эвиденциальности средствами стратегии уклонения в английском, русском, чувашском языках (выр.). Филологические науки. Вопросы теории и практики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Н.И. Егоров. Агглютинация (выр.). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
Вуламалли
- Егоров В. Г. Глагол // Материалы по грамматике современного чувашского языка. Ч., 1957;
- Андреев И. А. Причастие в чувашском языке. Ч., 1961;
- Павлов И. П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965;
- Сергеев Л. П., Котлеев В. И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988.