Пулас вăхăт

Пулас вăхăт, — глагол вăхăчĕсенчен пĕри, каланă хыççăн пулакан ĕçе пĕлтерет. Ытти вăхăт формисемпе танлаштарсан пулас вăхăтăн ятарлă морфологи палли — аффикс çук. Сăпат аффиксĕсем тӳрех глагол тĕпĕ çумне хушăнаççĕ. Сăпатлану парадигми çакăн пек:

Пĕрреллĕ хисеп Нумайлă хисеп
Пĕрремĕш сăпат çырăп, çырмăп çырăпăр, çырмăпăр
Иккĕмĕш сăпат çырăн, çырмăн çырăр, çырмăр
Виççĕмĕш сăпат çырĕ, çырмĕ çырĕç, çырмĕç

Хирĕçлев аспекчĕн аффиксĕ -м глаголăн тĕпĕпе сăпат аффиксĕ хушшине кĕрсе ларать. Пултараслăх аспекчĕн аффиксĕ -ай (-ей): çырайăп, вулайăп, ĕçлейĕп. Ку формăран -м аффикс хушăннипе пултарайманлăх аспекчĕ пулать: çыраймăп, вулаймăп, ĕçлеймĕп.

Глагол тĕпĕ уçă сасăпа пĕтсен морфемăсен чиккинче — глагол тĕпĕпе аффикс пĕрлешнĕ тĕлте — фонетика улшăнăвĕсем пулаççĕ:

  • пĕр уçă сасă тухса ӳкет (вулăп < вула + ăп, ĕçлĕ < ĕçле + ĕ);
  • икĕ уçă сасă хушшине й е в хупă сасăсем кĕрсе лараççĕ: çийĕп < çи + й + ĕп, тĕвĕп < тӳ + в + ĕп.

Пулас вăхăт формин пулăвне чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче урăхла та ăнлантараççĕ: вăхăт пĕлтерĕшне глагол тĕпĕпе сăпат аффикс хушшине кĕрсе ларакан -ă (-ĕ) аффикс кăтартать, анчах та чăваш фонетикин законне пула морфемăсен чиккинчи пĕр уçă сасси тухса ӳкет (çырăп < çыр + ă + ăп, чупăп < чуп + ă + ăп).

Пулас вăхăт çинчен чи малтан чăваш чĕлхин пĕрремĕш грамматикинче (1769) çырса кăтартнă.

Çавăн пекех пăхăр

Литература

  • Егоров В.Г. Глагол // Материалы по грамматике современного чувашского языка. Ч., 1957;
  • Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Ш., 1965;
  • Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988.

Каçăсем

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Категорисем