Ĕçхĕлтеш

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Ĕçхĕлтеш е Наречи (термина вырӑс чӗлхинчен йышăннă), — ĕç паллине е паллăн паллине пĕлтерекен пуплев пайĕ. (хăвăрт ут, паян кил, ытла нумай, кăшт пысăкрах чул). Пуплерĕшре наречи глаголпа çыхăнать, каланăлăхташ пулать.

Пĕлтерĕшĕ тăрăх наречисене çакăн пек ушкăнлаççĕ:

  • мĕнлелĕх наречиĕ (аран, ерипен, сасартăк, çарран, тăрук, хавăрт);
  • вăхăт наречиĕ (авал, ĕнер, паян, халь, ирхипе, куллен, хĕлле, кăнтăрла, пĕлтĕр, кăçал, виçмине, тин, ӳлĕм);

3) вырăн наречиĕ (йĕри-тавра, кунта, кунтан, лере, лерен, ниçта, ниçтан, ăçта, ăçтан, утпа, унтан); 4) виçе наречиĕ (йăлт, кăшт, пайтах, пачах, пăртак, питĕ, пĕртте, пушшех, самай, шутсăр, ытла); 5) пиркепе тĕллев наречиĕ (ахаль, кăлăх, таках, ыт ахальтен, темме, юри, ятарласа).

Пулăве тĕлĕшĕнчен наречисем пĕрремĕшлисем тата иккĕмĕшлисем пулаççĕ. Пĕрремĕшле наречисем авалах пулса кайнă, вĕсем пĕлтерĕшĕ тăрăх чăн-чăн наречисем (паян, ĕлĕк, авал, аран, ахаль).

Иккĕмĕшле наречисем тĕрлĕ пуплев пайĕнчен пулнă:

  • чĕлхе аталаннă май уйрăм сăмахсем пĕр-пĕр формăра хытса ларнипе (ăçта, ăçтан, таçта, таçтан, кунта, лерен, ирлесе, малтанласа, чĕреслетсе);
  • хăш-пĕр евĕрлев сăмахĕсенчен (шалт, йăлт, вăр-вар, кал-кал).

Мĕнлелĕх наречисем, паллă ячĕсем пекех, танлаштаруллă тата вăйлă формăсенче пулаççĕ. Танлаштаруллă форма -рах (-рех), -тарах (-терех) аффикс хушăннипе пулать: хăвăртрах, çапларах, хуллентерех, ытларах, ерипентерех.

Наречисен вăйлă форми наречие икĕ хут каланипе (хуллен-хуллен, аран-аран, тĕллĕн-тĕллĕн, вĕттĕн-вĕттĕн) пулать.

Литература

  • Егоров В.Г. Наречие // Материалы по грамматике современного чувашского языка. Ч., 1957;
  • Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965;
  • Сергеев Л.П.. Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988;
  • Сергеев В.И. Хальхи чăваш чĕлхи. Морфологи. Вĕренӳ кĕнеки. Ш.. 1992.