Лексика

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Лексика (гр. lexikos «сăмах») — чĕлхере усă куракан сăмахсен йышĕ.

Лексика сăмаха тĕрлĕрен пĕлтерĕшпе калама пулать. Сăмахран, эпир «пĕтĕм халăх усă куракан лексика» тата «ятарлă лексика» теме пултаратпăр. Паллах, литература чĕлхин лексики чи анлă усă куракан сăмахсене хăй йышне кĕртет, çап вăхăтрах уйрăм çынсем анчах усă куракан сăмахсене эпир ятарлă лексика тесе палăртатпăр. Лексика пĕр-пĕр писатель усă курнă сăмахсен йышне те пĕлтерет: П.Хусанкай лексики, С.Шавли лексики, С.Элкер лексики тата ыттисем те.

Лексикăна семасиологире те, ономасиологире те вĕренеççĕ. Сăмахсен йышне пуплев пайĕсене пайласа пăхса тухасси морфологире пулса пырать. Лексика тӳрремĕнех обществăра пулса пыракан пулăмсене палăртать: çĕнĕ пулăмсене сăнарлама çĕнĕ сăмахсем çуралаççĕ е малтан усă курнă сăмахсене çĕнĕ пĕлтерĕш парса усă кураççĕ. Терминсем те çав шутах кĕреççĕ. Малтан термин шайĕнче çӳренĕ сăмах кайрантарах пурте усă куракан сăмахсен шутне кĕрсе каять: ана, катман, шит, тӳтрешке, йăран.

Литература чĕлхин лексикипе юнашарах диалектвырăнти калаçусен) лексики пуррине палăртаççĕ. Вырăнти калаçу сăмахĕсемпе çыравçăсемпе сăвăçсем хăйсен произведенисенче те анлă усă кураççĕ. Акă Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романĕнче çакăн пек диалектизмсене курма пулать: амитке, тӳлем, ситрет, луша, шатлăх, тӳсе, хăнтармак тата ытти те.

Лексика — уçă система тата çав вăхăтрах питĕ куçăмлă. Хăш-пĕр кивĕ сăмахсем чĕлхерсн тухса пыраççĕ, çĕннисем чĕлхене кĕрсе историзмсемпе архаизмсем пулса кайса чĕлхере чылай вăхăт хушши упранаççĕ, кайран пачах çухалаççĕ. Сăмахран, хăрт — вăрçă пуртти, айпăлта — çурма çаврака пуртă сăмахсем истори темипе çырнă илемлĕ произведенисенче кăна тĕл пулаççĕ; ант «тупа», хуç «хĕрес» сăмахсем чĕлхерен тухса ӳкнĕ тесен те юрать. Кивелнĕ сăмахсем çĕнĕрен вăй илсе чĕлхене каллех тулли пĕлтерĕшпе кĕме пултараççĕ: тăлмач «куçаруçă», хурав «ответ», несĕл «ăру, йăх» тата ыттисем те.

Чĕлхери сăмахсен йышне словарьсем палăртаççĕ, анчах та нихăш чĕлхере те сăмахсене пĕр çĕре пухнă пĕр пĕтĕмĕшле словарь çук.

Литература

  • Андреев Н.А. Чăваш лексикологийĕ. Ш., 1961;
  • Хальхи чăваш лексикологийĕ. Ш.. 1973;
  • Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988. Современный чувашский литературный язык. Ч. 1.Ч., 1990.
  • Сергеев В.И. Хальхи чăваш литература чĕлхи: Лексика тата лексикологи. Семантика тата семасиологи. Ш.,2000.