Илпек Микулайӗ

Илпек Микулайӗ (Ильбеков Николай Филиппович) (1915 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗ, Шăмăршă районĕ1981 ҫулхи акан 12-мӗшӗ, Шупашкар) — совет саманин чӑваш прозаикӗ, тӑлмачӗ, журналисчӗ, фронт корреспонденчӗ, редакторӗ, педагогӗ. Чӑваш АССР халӑх ҫыравҫи (1970)[1][2], Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын.

Пурнӑҫӗ

Пӗрремӗш пӗлӗвне вӑл Шӑмӑршӑри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта илнӗ, ун хыҫҫӑн 1932 ҫулта Патӑрьелти педагогика училищине тата 1933 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ[3][4].

Ӗҫлеме шкулта вӗрентекен пулса пуҫланӑ (1933—1934)[5].

Чӑваш АССР Совнаркомӗ ҫумӗнчи Радиофикаци тата радиокалаҫу комитечӗн аслӑ редакторӗ (1934—1937, 1940—1941), Чӑваш кӗнеке издательствин аслӑ редакторӗ (1941, 1948 ҫултанпа), Чӑваш Ен Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗн яваплӑ секретарӗ (1958—1968) пулса ӗҫленӗ[5][6]. Калавсем, повеҫсем, романсем, чӑваш ҫыравҫисен пултарулӑхӗ пирки статьясем ҫырнӑ, вырӑс тата ют ҫӗршыв литературин классикӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

1937 ҫулхи кӗркунне Совет Ҫар ретне чӗннӗ. 1939 ҫулта Хӗвеланӑҫ Украина тата Хӗвеланӑҫ Беларуҫа ирӗке кӑларас походсене хутшӑннӑ[7].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче ахаль салтакран пуҫласа (233-мӗш е 244-мӗш стрелоксен дивизийӗн) «Тӑшмана пӗтерме» дивизи хаҫачӗн редакторӗ таран ҫитнӗ[7][8]. Ҫартан майор ҫар хисепӗнче киле таврӑннӑ.

1981 ҫулхи акан 12-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Ӑна Шупашкар хулин мемориал масарӗнче пытарнӑ.

Ҫемйи

Арӑмӗ — Вера Фёдоровна Ильбекова (1932—1999). Унӑн кинӗ чӑваш художникӗ Александра Ильбекова пулнӑ.

Пултарулӑхӗ

Микулай Илпекӗн пултарулӑх ӗҫӗ пединститутра вӗреннӗ вӑхӑтра пуҫланнӑ.

Хӑйӗн литература ӗҫне вӑл 1933 ҫулта сӑвӑҫ пек пуҫланӑ[9]. 1930-мӗш ҫулсен варринче унӑн пӗрремӗш калавӗсемпе новеллисем пичетленсе тухнӑ: «Пӗрре ҫӗрле», «Вӑхӑт», «Ӗмӗт» тата «Шкул». Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи вӑхӑтра Илпек Микулайӗ хӑйне ӑста калавҫӑ, лайӑх очеркист, паллӑ романист, пултаруллӑ тӑлмач (Л. Кассилӗн «Турккӑ бутсисем» тата В. Каверинӑн «Икӗ капитан» кӗнекисене чӑвашла куҫарнӑ[10]), чӑваш ҫыравҫисен пултарулӑхӗн сумлӑ тӗпчевҫи пек кӑтартнӑ. Пултарулӑх ӗҫӗн тапхӑрӗнче Илпек ҫирӗмрен ытла кӗнеке кӑларнӑ. Чи пысӑк хайлавӗ — чӑваш халӑхӗн революцичченхи пурнӑҫне халалланӑ «Хура ҫӑкӑр» роман. Чӑвашла роман икӗ пайпа 1958 тата 1961 ҫулсенче пичетленсе тухнӑ[11], вырӑсла ӑна А. Толмачёв куҫарнӑ[12]. Унта 1905—1907 ҫулсенчи революци пулӑмӗсене ҫырса кӑтартнӑ, ҫав сӑн ҫинче ялти классен хирӗҫӗвӗсене тата икӗ халӑхӑн — чӑвашсемпе тутарсен — хӑй ӑнланӑвӗ ӳснине сӑнланӑ. Ҫыравҫӑ хресчен пурнӑҫне пысӑк пӗлтерӗш парать, унта чӑваш халӑхӗн кулленхи пурнӑҫне, йӑла-йӗркисене сӑнласа кӑтартать. Хайлав тӑрӑх К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи театрӗнче спектакль лартнӑ[13][9].

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Куçукпа чĕрĕп» (1948);
  • «Эпир совет салтакĕсем);
  • «Тăватă кун» (1955);
  • «Новеллăсем» (1957);
  • «Кăмпара» (1960);
  • «Сурпан» (1964);
  • «Тимĕр» (1971);
  • «Вăрçăпа çĕнтерӳ» (1973);
  • «Хура çăкăр» (1-мĕш кĕнеки 1958, 2-мĕш — 1961, вырăсла — 1961, 1982, 2004);

Асăнмалăх

  • Илпек Микулайĕ ятне Шупашкарти урама тивĕçтернĕ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ильбек Мигулай. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  2. ^ Ильбек Мигулай (писатель). Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  3. ^ Николай Филиппович Ильбеков: духовные крылья чувашской литературы. Государственный исторический архив Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  4. ^ Политбоец, редактор дивизионной газеты, народный писатель. Знамя труда. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 Ильбеков Николай Филиппович — народный писатель Чувашии. Канашский район Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  6. ^ Ильбек Мигулай (Ильбеков Николай Филиппович) - прозаик, публицист, переводчик. Шемуршинская центральная библиотека. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2 Ира Камал Таппи к 105-летию со дня рождения М. Ильбека. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  8. ^ Ильбек Мигулай (Ильбеков Николай Филиппович). Патриотический центр. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  9. ^ 1, 2 Черный хлеб. Rulit. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  10. ^ Известные земляки. Шемуршинский муниципальный округ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  11. ^ План-конспект урока по роману Н. Ильбека «Черный хлеб». Инфоурок. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  12. ^ Черный хлеб: роман. Национальная электронная библиотека. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
  13. ^ Черный хлеб. Libcat. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем