Пăла юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă. Ял витĕр Кепе шывĕ юхать. Çавăн пекех ялĕн çурçĕр-хĕвеланăç хĕррипе Юхма шывĕн пĕр кивĕ туратти иртет. Ялпа юнашар А151 çул иртсе каять. Канашран 56 км. Хирлĕ вырăн, чат çывăхра вăрман тавраш çук.
Ялта Батыревское ХАУ, "Корма" СХПК, тĕп район пульницци, икĕ вăтам шкул (1№ тата Талвир ячĕллĕ 2№), ÿнер шкулĕ, чиркӳ, 3 ача сачĕ, район культура çурчĕ, ФСК "Паттăр", "Çăкăр" - таврапĕлÿ музейĕ, 3 вулавăш, ветеринари станцийĕ, Чăваш патшалăх университечĕн филиалĕ пур. Пасар ĕçлет, нумай суту-илӳ лавкки.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, Патăрьеле 1570-1580 çулсенче никĕсленĕ тесе шутлаççĕ. Чăннипе вара, çакна çирĕплетекен историлле çăлкуçсем çук темелле. Ҫӗрпӳ районӗнчиПатăрьелпе ку тĕлĕшпе çыхăну пурри е çукки те çав тери кăткăс ыйту пулса тăрать. Çапах та çыхăну пур пуль теме май паракан хăшпĕр историлле халапсем пуррине те йышăнмалла[3].
Тепĕр енчен, халапсем мар, чăн-чăн документах яла Йӗпреҫ районӗнчиХумпуҫ Патӑрьел çыннисем никĕслеме е никĕслессине хутшăнма пултарнине çирĕплетет. Документ "Переписная книга ясачных татар, чуваш и мордвы Симбирского уезда за 1723 год" (Чĕпмпĕр уесĕнчи ясак тÿлекен тутарсен, чăвашсен мордвасен 1723-мĕш çулхи çырсатуху кĕнеки) ятлă. Унта çавăн пек çырни пур[4][5][6]:
Оригиналлӑ текст(выр.)
"Ясачная деревня Хомбуси Богатырево стоит на речке Була в расстоянии от оной деревни на реке Була в правую сторону до ясачной чувашской деревни Новое Ахпердины три версты. В деревне 123 двора".
<Куçару: Ясак тÿлекенсен Хумпуç Патăрьел ялĕ ясак тÿлекенсен Çĕнĕ Ахпÿрт чăваш ялĕнчен виçĕ çухрăмра, Пăла шывĕн сылтăм енче вырнаçнă. Ялта 123 кил.>
Географилле самантсене шута илсен, кунта шăпах ку статьяри Патăрьел пирки иккенни курăнать. Илсе кăтартнă документранах ял ячĕ чăнах та "паттăр" сăмахран тухни те паллă. Мĕншĕн тесен асăннă çырсатухукĕнекинчи Богатырево çавăн пĕлтерĕшлĕ. Çын ятĕнчен е урăх сăмахран тухнă пулсан апла каламан пулĕччĕç.
"Юхма" сăмахăн унчченхи тата паянхи пĕлтерĕшĕ мĕнре-ха?[тӳрлет | кодне тӳрлет]
"Юхма" тесе Шӑнкӑртам ялĕ витĕр тухса унтах Пăлана кĕрекен çырмана калаççĕ. Çавна май ыйту тухса тăрать: мĕншĕн-ха "Юхма" тенине час-часах Патăрьелпе çыхăнтараççĕ (Юхма Патăрьел тенисене илтме пулать)? Тупсăмĕ акă мĕнре. Тахçан Юхма çырмиин анат енче тепĕр туратти те пулнă, вăл вара хĕвелтухаç еннелле — Патăрьел патнелле — пăрăнса тепĕр ик-виçĕ çухрăмран Кепе çырмине юхса кĕнĕ. Чăннипе каласан ку турат паянхи кун та пур, анчах та вăл Шăнкăртамри çырмапа çыхăнăвне çухатнă, вырăнти çăлкуçсемпе çеç "тăранса" пурăнать. Ячĕ те унăн халĕ çаплах сыхланса юлнă — Юхма çырми. Е, уйăрса илес тесе, ăна Кивĕ Юхма теме пулать.
Çак япаласене паянхи Патăрьел çыннисем пĕлмессе те пултараççĕ. Мĕншĕн тесен кунта, ытти ялсемпе танлаштарсан, вырăслану процесĕсем хăвăртрах пыраççĕ, тепĕр енчен, пурнаканнисенчен те чылайăшĕ вырăнтиçынсем мар, урăх тĕлсенчен куçса килнисем.
Патăрьелĕнчи "Юхма" текен урам[8] — çав çырма ячĕпе. Çырми чăнах та урамăн çурçĕр хĕррипе иртсе каять. Çавăн пекех Патăрьелĕнче çак ятлă пасар пур (ытларикун тата эрнекун пухăнать). Вăл каллех хайхи çырмаран кăшт кăна çÿлерех вырнаçнă. Юхма çырмин тăрăхĕнче çавăн пекех сĕт-çу савучĕ, "Паттăр" стадион, мунча, "Робинзон" çырса карта тытса çавăрнă темĕнле лаптăк пур.
1921-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен1927-мĕш çулччен Чăваш Енре Патăръел уесĕ пулнă, унăн центрĕ — Патăрьел. Кун хыççăн, "уес" сăмах та, "вулăс" пекех, пурнăçран çухалнă.
Иккĕшĕнче те Патăрьел ялĕ валли герб ăсталас тата çирĕплетес ыйтăва хускатнă. Çав вăхăтрах вĕсенче пулас герб мĕнлерех пуласси пирки хăшпĕр сĕнÿсем те пур. Сăмахран, тĕпре "паттăр" сăнарĕ пулмаллине те палăртнă.
Хальхи вăхăтра Патăрьел ялĕн хăйне уйрăм герб çук. Районăн вара — пур.[10]. Гербăн геральдика регистрĕнчи номерĕ — 3655. Йышăннă кун — 25.10.2007 Анчах та ку герб район центрĕн (ялăн) мар. Районăн тата тĕпри ялăн гербĕсене пĕр пек тăвас текен ятарлă йышăну çук.
Елĕкренпех Патăрьел ялĕнче ирҫесем пурăнакан ятарлă урам пулнă, ăна, каллех ĕлĕкренпех, Ирçе касси теççĕ (Ленин урамĕ, Ленин проспекчĕпе пăтраштармалла мар).
^Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.