Çĕнĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ)

Урăх пĕлтерĕшĕсене Çĕнĕ Ахпӳрт (пĕлтерĕшĕсем) статьяра вулăр.


Çĕнĕ Ахпӳрт(выр. Новое Ахпердино), — Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗнчи ял. Пăла шывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă.

Тавралăх

Ку тĕлте Пăлана Çăкал тата Хулаçырми ятлă шывсем юхса кĕреççĕ. Ял хирĕнче, хĕвелтухăç еннелле кайсан, авалхи чул юпа пур (ăна карта тытса çавăрса тирпейленĕ).

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

Ялта вăтам шкул, ял вулавăшĕ, фельдшер-аккушер пункчĕ, культура çурчĕ, "Çеçпĕл" ача-сачĕ, çыхăну уйрăмĕ вырнаçнă.

Урамĕсем

  • Аялти Аслă урам- Ленин урамĕ.
  • Çӳлти Аслă урам- Çĕнтерĕве 50 çул урамĕ.
  • Пикшик урамĕ - Карла Маркса урамĕ.
  • Урлă кассем:
  • Çăкал касси
  • Шакки касси - Гагарин касси.
  • Лекeр касси - Кооператив касси.
  • Маюр касси - Чăваш касси.
  • Малти кас- Спорт касси.
  • Шкул касси.
  • Бородовсен касси- Комсомол урамĕ.
  • Петуховсен касси - Ворошилов урамĕ.
  • Каштановсен касси- Николаев космонавт урамĕ.
  • Çĕнĕ кас.

Истори

"Ахпÿрт" сăмахăн этимологине М.Р.Федотов профессор ăнлантарса панă[2].

Чăн малта Ак Бэрдĕ тени тăрать. "Ак" кунта пĕр-пĕр лайăх (позитивлă) сăнара палăртать, чăвашла "Хак" тенипе танлаштарăр (арабизм: Турă, Чăнлăх, Сиплĕх тата ытти те). Бэрдĕ — стандартлă тĕрĕк чĕлхисенче — пачĕ. Çапла вара иккĕшне пĕрле тусан "Турă Пачĕ" тенине пĕлтерет. Çынсене çавнашкал ят панă тахçан. "Пÿрт" тени каярахпа çеç, контаминациленнине кура, сиксе тухнă.

Çĕнĕ Ахпӳрте XVII ӗмӗр вĕçĕнче Кивĕ Ахпӳрт ялĕнчен уйрăлса тухнисем никĕсленĕ.[3]

Тĕрлĕ çулсенче Çĕнĕ Ахпӳртрен хăйĕнчен Пăлакасси тата Козловка ялĕсем уйрăлса тухнă.

Паллă çыннисем

Кăсăклă фактсем

  • Çĕнĕ Ахпӳрт тахçан ĕлĕк пулнă "Шурă çухасем" текен хурахсен ушкăнĕпе паллă. Паллах, кунпа мухтанмаллисемех çук, анчах та çак пулăм хăйне майлă йĕр хăварнă; вăл хальхи ăрăва мĕнле пулмалла марри çинчен вĕрентет. Хурахсем хĕлле сурăх тирĕнчен тунă шурă çухасемлĕ тумтирсемпе çӳренĕ, ят шăпах çавăнтан пырать. Ушкăна, унпа çыхланнисене каярахпа тытса суд тунă, пысăк сроксем парса хасаланă. Кун пирки кăштах К.Е.Лекарев кĕнекинче çырса кăтартнă.

Вуламалли

Ӑнлантарусем

  1. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
  2. ^ Федотов М.Р. НЕУМЕСТНЫЕ СПОРЫ О ПЕРЕИМЕНОВАНИИ. // «СЧ» №224, 14 ноября 1996 г. (Ку статьяна ак çак вырăнта вулама пулать 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ.: Терентьев, В. М. Духовное и научное наследие академика М. Р. Федотова : [о жизнедеятельности известного ученого-языковеда, алтаиста, корифея чувашской тюркологии]. Кн. 2 / В. М. Терентьев ; [под ред. А. П. Хузангая]. - Чебоксары : Новое Время, 2011. -. - 575 с.// с.96-97)
  3. ^ Г.Ф.Мулюков. Ордена Ленина колхоз "Гвардеец". Чебоксары, 1983. — С. 9.
  4. ^ Димитриев В.Д. Чăваш энциклопедийĕнчи статья.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем