Упамса
Упамса, — Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗнчи ял.
Истори
1920 çулхи утă уйăхĕн 30 Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулченПатăръел уесне кĕнĕ. Ку тапхăрта ял палартнă пайланăвсен Турхан вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет [2].
Паллă çыннисем
- Кервен Василий Гаврилович, сăвăç.
- Степанов Владимир Васильевич, прозаик.
- Сымов Василий Андреевич - хисеплĕ горняк.
Ӑнлантарусем
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем( ӗҫлемен каҫӑ)