Шетмĕ (Патăрьел районĕ)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Чăваш Ен гербĕ Чăваш Ен ялавĕ
Герб Ялав
Шетмĕ
Патшалăх Раҫҫей Федерацийӗ
Республика Чăваш Республики
Район Патӑрьел районӗ
Ял тăрăхĕ Ишлĕ ял тăрăхĕ
Никĕсленĕ (çул) XVII ӗмӗр пуçламăшĕнче
Лаптăк км²
Халăх йышĕ (2006)
Йышлăхĕ /км²
Телефон префиксĕ +7 83532
Почта индексĕ 429365
Геогр. широти хх°хх′хх″ Ç/N
Геогр. долготи хх°хх′хх″ Т/E
Вăхăт тăрăхĕ UTC+3, çулла UTC+4
ОКАТО (код)

Шетмĕ, — Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗнчи ял. Пăла хĕрринче вырнаçнă. Хальхи вăхăтра, 1978-мĕш çултанпа, Ишлĕ ялĕпе пĕрлешнĕ (Ишлĕ-Шетмĕ теççĕ).

1602-мĕш çулта хальхи Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ял çыннисем никĕсленĕ. 1868-мĕш çулта ялта 33 кил пулнă, унта 79 арçынпа 77 хĕрарăм пурăннă. 1920 çулхи утă уйăхĕн 30-мăшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Турхан вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн, салана Первомайски ята парсан, Первомайски районне кĕнĕ. 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Дмитриев В.Д. "Чувашские исторические предания". Чебоксары, 1988.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]