Ульяновка

Ульяновка, — Чăваш Енĕн Патӑрьел районӗнчи ял. Пăла хĕрринче вырнаçнă.

Ялта шкул, клуб, фельдшер пункчĕ, вăрман хуçалăхĕ пур.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 159 çын, çав шутра 86 арçын, 73 хĕрарăм пурăннă[2].

Истори

1936-мĕш çулта Йӗпреҫ районӗнчи Чăваш Тимеш ялтан тухнă 17 кил-йыш никĕсленĕ (Благовидов Захар Николаевич ертсе пыраканĕ пулнă). Кайарах Татмăш ялĕнчи Никифоровсем тата Елчӗк районӗнчи Курнавăшран Дмитиревсем, Егоровсем, Павловсем куçса килнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Аслă Патăръел районне кĕнĕ. 1935 Турхан районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн, салана Первомайски ята парсан, Первомайски районне кĕнĕ. 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[3].

Паллă çыннисем

Çавăн пекех пăхăр

Ӑнлантарусем

  1. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
  2. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем( ӗҫлемен каҫӑ)

Вуламалли

  • Батыревская энциклопедия. Чебоксары, 205. с.242.

Темӑпа ҫыхӑннисем