Йӗпреҫ районӗ
Йĕпреç районĕ (чăв. Йĕпреç районĕ) — Чăваш Енĕн (РФ) администрацилле-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленӳе (муниципаллӑ район). Чăваш Енĕн варринчен кăнтăралла вырнаçнă.
Администраци центрĕ — Йӗпреҫ посёлокӗ.
Лаптăкĕ — 1201,2 км² (пĕтĕм республикăран 6,5%). Хăйĕн лаптăкĕпе вăл Улатăр районĕнчен анчах пĕчĕк. Çӳрçĕр енче Вăрнарпа Канаш районĕ вырнаçнă, хĕвелтухăç енче — Комсомольски районĕ, кăнтăр енче — Улатăрпа Патăръел районĕсем, хĕвеланăç енче вара Пăрачкавпа Çĕмĕрле районĕсем.
Район администрацине Шупашкар хулинчен 114 çухрăмра тăракан Йӗпреҫ посёлокӗнче вырнаçтарнă.
Йӗпреҫ муниципаллӑ округ пуçлăхĕ — Семёнов Игорь Геннадьевич. Район хаçачĕ "Çĕнтерӳшĕн" ятлă.
Пурăнан залăх
1991 çулăн кăрлачăн 1 районта 28, 5 пин çын пурăннă, вĕсенчен хула çыннисем — 11,5 пин (40%), ял çыннисем — 17,0 пин (60%). Хула çыннисем Пăвакассипе Йӗпреҫ поселокĕсенче пурăнаççĕ, ял çыннисем — 56 ялта, хăшĕсенче вăтамран 327 çын пурăнать. Халăх йышлӑхӗ 1 тăваткал çухрăм çине 22,9 çын килет. 83% — чăвашсем. Çынсем сарăлас енĕпе ку район сахал çынлисем шутне кĕрет.
Çутçанталăк
Йĕпреç районĕ Чăваш платовӗн тăрăхĕнче вырнаçнă. Çӳрçĕр енче 30-80 метрпа вылякан сăртлă плато. Юханшывсемпе çырмасем питĕ нумай. Ытти лаптăк — пăр кайнă хыççăн пулнă сăртлă тӳремлĕх. Йĕпреç районĕнче кирпĕч чĕр таварне кăлараççĕ, тата çунакан сланецсемпе фосфоритсене тупкалаççĕ.
Йĕпреç районĕнче вăтам континент климачĕ. Температура вăтамран кăрлач уйĕхĕнче -13°С, утă уйăхĕнче — 18,7 °C. Чи пĕчĕк палăртнă температура -42 °C, чи пысăкки — 37 °C. Вăтамран юр-çумăр 500 мм таран ӳкет, ытларах енĕпе çулла.
Район тăрăх пĕчĕк юханшывсем юхаççĕ: Хĕр (Сăрăн сылтăм юппи), Кушлавăш (Кӗҫӗн Ҫавалăн сылтăм юппи), Кĕтне (Сĕвен сулахай юппи), Хум (Кĕтнен юппи). Çавăн пекех Пăлапа Вăрăм юханшывсем юхаççĕ, вĕсен район тăрăхĕнчи вăрăмĕшĕ кĕске. Кӳлĕсем районта сахал, пуррисем те пĕчĕк. Халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтерме Хĕр юханшывĕ çинче шывпуххи тунă.
Истори
Района 1927 çулхи авăн уйăхĕн 5 туса хунă.
2008 çулта районта сывă йĕркепе пуранакансем валли спорт комплексне уçнă.
Администациллĕ пайланни
Паллă çынсем
- Элкер Семён Васильевич — çыравçă, сăвăçă.
- Ильин Виктор Алексеевич — Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн депутачĕ, паллă адвокат.
Çав. пекех
Ӑнлантарусем
Вуламалли
Каçăсем
- Официальный сайт Ибресинского района Чувашии
- Ибресинский литейный завод 2021 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- История района
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |