Канаш районĕ

Кана́ш райо́нĕ (выр. Канашский район) — Чăваш Енĕн (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллӑ район)

Район территорийĕ Чăваш Енĕн варринче вырнаçнă. Тытăма 1927 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче туса хунă. Çурçĕр енче Чăваш Енĕн Çĕрпӳ тата Красноармейски районĕсемпе, хĕвелтухăç енче Вăрмар тата Тăвай районĕсемпе, кăнтăр енче Комсомольски тата Йĕпреç районĕсемпе, хĕвеланăç енче Вăрнар районĕсемпе юнашар вырнаçнă.

Лаптăкĕ 981,4 км2 танлашать, çурçĕртен кăнтăралла 35 çухрăм, хĕвеланăç енчен хĕвелтухăç енелле 25 çухрăм тăршшĕ.

Администраци Шупашкартан 84 çухрăмра ларакан Канаш хулинче вырнаçнă.

undefined

Халăх йышĕ

1999 çул пуçламăшĕнче районта пурĕпе 43,7 пин çын пурăннă, 97% — чăвашсем. Халăх йышлăхĕ — 47 çын/тв. çх. Районта пĕтĕмпе 108 ял ларать, вĕсенче, вăтамран илсен, 462 çын пурăнать.

Çул-йĕр

Канаш районĕ тăрăх Чулхула-Канаш-Хусан, Канаш - Хĕрлĕ узел тата Канаш-Шупашкар чугун çулĕсем иртеççĕ. Автомобиль çулĕсем патшалăх тата республика пĕлтерĕшлисем: Çĕрпӳ-Çĕмпĕр-Сызрань (патшалăх пĕлтерĕшлĕ), Вăрнар-Канаш-Улатăр; Шахасан-Çĕмĕрле; Канаш-Шупашкар (республика шайĕнче). Ку çулсем тăрăх районăн шалти тата аякри экономика хутшăнăвĕсем иртеççĕ.

Вуламалли

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем