Улатӑр

Улатăр (выр. Алатырь, ирçе Ратор-Ош), — Чăваш республикинче, унăн кăнтăр-хĕвеланăç енче, вырнаçнă хула, пĕр ятлă районăн администрацийĕ кунта вырнаçнă.

Улатăр Сăр юханшыва Улатăр юханшыв юхса кĕнĕ вырăнта, сулахай енче ларать. Шупашкарпа Улатăр хушши 195 çухрăм. Хула лаптăкĕ — 41,7 çм².

Халăх йышĕ, хула тытăмĕ

Хулара пурĕпе 45,8 пин çын (2002) пурăнать, вĕсенчен 87,3% — вырăссем, 7,2% — ирçĕсем, 4,1% — чăвашсем.

Халӑх йышӗ
179518251856[2]185918871897[3]19151931[4]
2830356577009347999012 20925 14422 700
19391959[5]1967[6]1970[7]1979[8]1989[9]1992[10]1993[11]
29 80040 07443 00043 49945 27246 59347 70047 700
1996[12]1997[13]1998[14]2000[15]2001[16]2002[17]2003[18]2005[19]
47 20047 20047 10046 50046 20043 16143 20042 700
2006[20]2007[21]2008[22]2009[23]2010[24]2011[25]2012[26]2013[27]
42 40042 30042 20041 78638 20338 20037 51837 042
2014[28]2015[29]2016[30]2017[31]2018[32]2019[33]2020[34]2021[35]
36 61036 12335 59135 29834 78534 17633 75232 265
10 000
20 000
30 000
40 000
50 000
1887
1959
1992
2000
2006
2011
2016
2021

1893 ҫулта Улатӑр урлӑ иртекен Мускав-Хусан чукун ҫулне тунӑ хыҫҫӑн хулара халӑх йышӗ питӗ хӑвӑрт ӳсме пуҫланӑ: 1897 ҫулта 12 209 ҫын пурӑнна, 1915 ҫул тӗлне вара 25 144 ҫын ҫитсе икӗ хут ӳснӗ. Ҫапла май Улатӑр хальхи Чӑваш Республикин лаптӑкӗнчи чи пысӑк хуласенчен пӗри пулса тӑнӑ. Танлаштарма: XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Шупашкарта 5500 яхӑн ҫын пурӑннӑ.

1920 ҫул тӗлне хулара 2909 кил-ҫуртра 19 668 ҫын пурӑннӑ (9486 арҫын тата 10 182 хӗрарӑм), 1923 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе вара 17 867 ҫын (8457 арҫын тата 9410 хӗрарӑм) пурӑннӑ.

1917 ҫул хыҫҫӑн хулари халӑх йышӗ ӳсессин хӑвӑртлӑхӗ палӑрмаллах чакнӑ, 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчен хула халӑхӗн йышӗ чакма пуҫланӑ.

Халăх этимологийĕ

"Улатăр" топоним чăвашла ула тăрă (тĕрлĕ тĕслĕ сăрт) пĕлтерĕшне кăтартать.

Кун-çулĕ

Улатăр вырăнĕнче ĕлĕк-авал ирҫе йăхĕсем пурăннă. Ылтăн Урта тапхăрĕнче е тата та маларах кунта тĕрĕк йăхĕсем куçса килсе пысăк ялсем пуçласа янă. Вĕсене эпир ячĕсенченех пĕлетпĕр — Турхан, Найман тата ытти те. XV-XVI ӗмӗрсенче Улатăр шывĕ тĕлне тĕрĕк йăхĕсем питĕ йышлăн куçа-куçа пыма тытăнаççĕ. Чуппак ялĕ те, Артатту хули те çавăн чухне пуçланнă пулас. Çакна А.Х. Халиков хăйĕн «Татарский народ и его предки» (Тутар халăхĕ тата вĕсен мăн аслашшĕсем) кĕнекинче çирĕплетсе калать. Улатăр шывĕ çине куçса килнĕ паллăрах чăваш пикĕсенчен пĕрин ячĕ истори валли упранса юлнă, ăна Тетек Пекейĕ тенĕ. XVII ӗмӗр пуçламăшĕнче хальхи Улатăр хулипе ун таврашĕнчи çĕрсене Тетек çĕрĕ тесе каланă.

Хальхи Улатар пулнă тĕле вырăссем Хаяр Иван вăхăтĕнче пырса тухнă. Хаяр Иванăн пĕр çарĕ 1552 çулта Хусана кайнă чухне çак çулпа пынă, Улатăр шывĕ урлă каçма виçĕ кĕпер хывнă. Кун пирки «История Чувашской АССР» (Чăваш АССРĕн историйĕ) кĕнекинче çапла çырнă:

Хаяр Иван кунта карман тума шутланă. Кунта хула туни çинчен питĕ кăсăк чăваш халăх сăмахĕсем пур. Историллĕ чăнлавсенче Улатăра 1555 çулта никĕсленĕ пирки курма пулать. Чăнах та, çак хула пушă вырăнта ӳссе ларманни паллă. 1621 çулта вара кунта Брянск хулинчен Стародубский бояринăн 172 çыннине куçарса килсе вырнаçтарнă.

Официаллă версипе хулана 1552 çулта Хаяр Иван никĕсленĕ, 1780 çулта вăл хула таран ӳссе çитет. Чăваш республикине хула 1925 çулхи авăн уйăхĕнчен кĕрет.

Суя çăлкуçсем "пĕлтерни"

«Гази-Барадж тарихы» суя хроникăпа (1229-1246 çç. телнелли пулăмсем) килĕшӳллĕн, малтан ку вырăнта Пăлхар патшалăхĕн Мартюба çĕрĕн Алай ятлă кĕпернетĕрĕ 1028 çулта Сăр шывĕ çинче карман никĕсленĕ, кĕпернеттĕр ячĕпе хӳтлĕхе Алай Тура ят панă.

"Гази-Барадж тарихы" — Джагфар Тарихы текен суя хроникăн пĕр пайĕ пулса тăрать.

Транспорт

Хула витĕр ХусанКанашПенза чукун çулĕ иртет, УлатăрЕтӗрне çулĕ ăна ЧулхулаМускав çулĕпе пĕрлештерет.

Çутĕç, культура

Хулара Чукун çул колледжĕ ĕçлет.

Хулинче çуралнă паллă çынсем

undefined

Вуламалли

  • В.Д. Димитриев «Из истории городов Чувашии второй половины XVI - начала XVII веков» //(Вопросы истории в Чувашии. Ученые записки. Выпуск XXIX. - Чебоксары, 1965. - С .137
  • Федотов М.Р. О НАЗВАНИИ ГОРОДА АЛАТЫРЯ. Возвращаясь к напечатанному. // «СЧ» №214, 16 сентября 1990 г. (Ку статьяна 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче [https://web.archive.org/web/20200527205314/http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/pers_0_0000048.pdf архивланӑ. ак çак вырăнта вулама пулать]: Терентьев, В. М. Духовное и научное наследие академика М. Р. Федотова : [о жизнедеятельности известного ученого-языковеда, алтаиста, корифея чувашской тюркологии]. Кн. 2 / В. М. Терентьев ; [под ред. А. П. Хузангая]. - Чебоксары : Новое Время, 2011. -. - 575 с.// с.82-85)
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
  • А.Х. Халиков, «Татарский народ и его предки»
  • "Чăваш АССРĕн историйĕ"
  • Ольга Ауновская. Вспомнились легенды... // Советская Чувашия. — Чебоксары, 1984. — N 261 (17844). — С.4.

Ӑнлантарусем

  1. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/tab-5_VPN-2020.xlsx
  2. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html.
  3. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html.
  4. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html.
  5. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus59_reg2.php.
  6. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html.
  7. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus70_reg2.php.
  8. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus79_reg2.php.
  9. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus89_reg2.php.
  10. ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5473/5557.
  11. ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5476/5585.
  12. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html.
  13. ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5476/5585.
  14. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html.
  15. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html.
  16. ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5476/5585.
  17. ^ http://www.perepis2002.ru/ct/doc/1_TOM_01_04.xls.
  18. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html.
  19. ^ http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=18&id=103482.
  20. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html.
  21. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html.
  22. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html.
  23. ^ http://www.gks.ru/bgd/regl/B09_109/IssWWW.exe/Stg/d01/tabl-21-09.xls.
  24. ^ https://web.archive.org/web/20210727110743/http://gov.cap.ru/HOME/75/2012/02/240212/%D1%87%D0%B8%D1%81%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%BD%D0%BE%D1%81%D1%82%D1%8C%20%D0%BD%D0%B0%D1%81%D0%B5%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%B8%D1%8F%20%D1%87%D1%83%D0%B2%D0%B0%D1%88%D0%B8%D0%B8%20%D0%BF%D0%BE%20%D0%B2%D0%BF%D0%BD%202010.doc.
  25. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/alatyr/index.html.
  26. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2012/bul_dr/mun_obr2012.rar.
  27. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2013/bul_dr/mun_obr2013.rar.
  28. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2014/bul_dr/mun_obr2014.rar.
  29. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2015/bul_dr/mun_obr2015.rar.
  30. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2016/bul_dr/mun_obr2016.rar.
  31. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2017/bul_dr/mun_obr2017.rar.
  32. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2018/bul_dr/mun_obr2018.rar.
  33. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2019/bul_dr/mun_obr2019.rar.
  34. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/CcG8qBhP/mun_obr2020.rar.
  35. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/tab-5_VPN-2020.xlsx.

Темӑпа ҫыхӑннисем