Куславкка
Куславкка, - Чăваш Енре вырнаçнă хула, Куславкка районӗн администраци центрĕ. 1938 çултан ĕçлекенсен паççулки, 1967 çулхи чӳк уйăхĕн 20 — хула статусĕнче.
Тавралăхĕ
Хула Шупашкартан 97 çм Хусана каймалли М-7 трасса çинче вырнаçнă, географи енчен питĕ тĕплĕ: 1) виçĕ республикăн — Чăваш Ен, Мари Эл тата Тутарстан —чиккисем çыхăннă тĕлте Атăлăн сылтăм çыранĕнче; 2) хуларан 9 çм Хусан — Чулхула автотрасса иртет; 3) Куславкка пристанĕнчи Атӑл урлă каçă; 4)çурт-йĕр тумалли материал (тăм, акшар, доломит) пурри.
Истори
Халăх халапĕсем тăрăх, вырăссем киличчен кунта чăвашсем пурăннă, каярахпа вĕсем Кивĕ Тĕрлемесе куçса кайнă. Куславкка вырăнĕнчи чăвашсем пурăннă вырăна Шахтарка тенĕ. Çĕрсене Аслă Петĕр патша Мясников генерала валеçсе панă, лешĕ вара кунта креппостла хресченсене илсе килнĕ. Мясников генерал Тамбов кĕпĕрнинчи Козлов хулинчен пулнине кура кунти яла Козловка тенĕ (чăвашла Куславкка). Чăн та, урăхларах версисем те пур.[2]
Хула гербĕ
Хула гербне 2001 çулхи çĕртме уйăхĕнче район депутачĕсен пухăвĕнче йышăннă. Герб авторĕ — тăван ен тĕпчевçи Н.Г. Зайцев.
Халăх йышĕ
1999 çулхи 1 кăрлач уйăхĕнче Куславккара 12,9 пин çын пурăннă (1939 — 5 пин, 1959 — 8,5 пин, 1979 — 11,8 пин, 1989 — 12,7 пин).
| 1939[3] | 1959[4] | 1970[5] | 1979[6] | 1989[7] | 1992[8] | 1993[9] | 1996[10] |
|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 5700 | ↗9363 | ↗11 655 | ↗11 871 | ↗12 700 | ↗13 100 | →13 100 | ↗13 300 |
| 1997[11] | 1998[12] | 2000[13] | 2001[14] | 2002[15] | 2003[16] | 2005[17] | 2006[18] |
| ↘13 200 | ↘13 000 | ↘12 800 | ↘12 700 | ↗13 054 | ↗13 100 | ↘12 300 | ↘12 100 |
| 2007[19] | 2008[20] | 2009[21] | 2010[22] | 2011[23] | 2012[24] | 2013[25] | 2014[26] |
| ↘11 900 | ↘11 700 | ↘11 485 | ↘10 359 | ↗10 400 | ↘9977 | ↘9723 | ↘9449 |
| 2015[27] | 2016[28] | 2017[29] | 2018[30] | 2019[31] | 2020[32] | 2021[33] | |
| ↘9335 | ↘9195 | ↘9058 | ↘8866 | ↘8680 | ↘8594 | ↘7781 |
Промăçлăхĕ
Хулан пысăк промăçлă предприятийĕ —Куславкка автофургон комбиначĕ. Апат-çимĕç промăçлăхĕ — çăкар комбиначĕ, сĕт-çу завочĕ, 2 пулă хатĕрлекен предприяти. Çаплах çĕвĕ фабрики, металл хатĕрĕсен завочĕ ĕçлет.
Çутĕç, культура
Хулара 3 вăтам шкул, ĕçлекенсен каçхи шкулĕ, шкул-интернат (2006 çулхи çăвăн 25-мĕшĕнче ача-пăча çуртне куçарнă), И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ăслăлăх-пĕлӳ центрĕ (экономика тата юридици факультечĕсем), лицей, мусăк, пултарулăх, спорт шкулĕсем, 4 вулавăш, кинотеатр, культура çурчĕ, Н. И. Лобачевскин музей-çурчĕ. Хула типографинче «Ялав» хаçата пичетлеççĕ.
Кăсăклă фактсем
Хулан чăвашла ячĕ шухăша ярать. Ку тĕлĕшпе çакăн пек сăвăлла текст та пур:
Çут тĕнчере Козловкăсем пайтах.
Чăваш Енре пурри те паллă, авă.
Тен, чăн та, Куславкка пĕрре анчах?
Аттемĕр Атăл хĕрринчи хула вăл!
Вуламалли
- Клементьев В. Н. Козловка. Исторический очерк. Ч., 1997.
Каçăсем
- Куславкка сайчĕ — сăнӳкерчĕксем, хыпарсем 2007 ҫулхи юпан 21-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Куславкка сайчĕ (выр.)(вырăсла)
- Куславкка «Ман хула» энциклопедире
- Куславкка хулин фотографисем
Ӑнлантарусем
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/tab-5_VPN-2020.xlsx
- ^ Дмитриева Э.Я. Города Чувашии. Чебокссары, 1987. — С. 86-89.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/kozlovka/index.html.
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus59_reg2.php.
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus70_reg2.php.
- ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus79_reg2.php.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/kozlovka/index.html.
- ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5473/5557.
- ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5476/5585.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/kozlovka/index.html.
- ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5476/5585.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/kozlovka/index.html.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/kozlovka/index.html.
- ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5476/5585.
- ^ http://www.perepis2002.ru/ct/doc/1_TOM_01_04.xls.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/kozlovka/index.html.
- ^ http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=18&id=103482.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/kozlovka/index.html.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/kozlovka/index.html.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/kozlovka/index.html.
- ^ http://www.gks.ru/bgd/regl/B09_109/IssWWW.exe/Stg/d01/tabl-21-09.xls.
- ^ https://web.archive.org/web/20210727110743/http://gov.cap.ru/HOME/75/2012/02/240212/%D1%87%D0%B8%D1%81%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%BD%D0%BE%D1%81%D1%82%D1%8C%20%D0%BD%D0%B0%D1%81%D0%B5%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%B8%D1%8F%20%D1%87%D1%83%D0%B2%D0%B0%D1%88%D0%B8%D0%B8%20%D0%BF%D0%BE%20%D0%B2%D0%BF%D0%BD%202010.doc.
- ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/kozlovka/index.html.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2012/bul_dr/mun_obr2012.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2013/bul_dr/mun_obr2013.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2014/bul_dr/mun_obr2014.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2015/bul_dr/mun_obr2015.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2016/bul_dr/mun_obr2016.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2017/bul_dr/mun_obr2017.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2018/bul_dr/mun_obr2018.rar.
- ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2019/bul_dr/mun_obr2019.rar.
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/CcG8qBhP/mun_obr2020.rar.
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/tab-5_VPN-2020.xlsx.