1938
Пулса иртнĕ
- Ҫӗртме, 21 — «Колхоз çулĕпе» хаçата «Сталинец» (халĕ «Çĕрпӳ хыпарçи») ята панă.
- Утӑ, 28 — Мускавра икĕ хутлă ЯТБ-3 троллейбуссем ĕçлеме пуçланă.
- Чӳк, 9 — Протопопиха ялне Заводское ят панӑ.
Çуралнă
- Кӑрлач, 2 — Маяксем Леонид Александрович, прозаик.
- Ака, 8 — Кофи Аннан, Пĕрлешӳллĕ нацисен организацийĕн çиччĕмĕш тĕп секретарĕ.
- Ҫу, 5 — Юмарт Геннадий Фёдорович, сăвăçă, куçаруçă, фольклор пухаканĕ.
- Ҫу, 14 — Репьях Станислав, украин сăвăçи.
- Ҫӗртме, 4 — Гордеев Денис Викторович, прозаик, сăвăç, тăлмач, журналист.
- Ҫӗртме, 22 — Айташ Юрий Григорьевич, сăвăç, прозаик, куçаруçă.
- Утӑ, 10 — Семёнов Демьян Филиппович, совет саманин тата Раҫҫейри парти тата патшалӑх ӗҫченӗ, журналист.
- Утӑ, 14 — Андреев Пётр Кузмич, литературовед.
- Авӑн, 7 — Алексеев Леонтий Алексеевич, журналист.
- Авӑн, 10 — Карл Лагерфельд, нимĕç-франци модельер.
- Юпа, 1 — Музыкантов Василий Михайлович, чăваш сăвăçи, çыравçи.
- Чӳк, 28 — Сантăр Аксар, критик, сăвăç, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
- Раштав, 2 — Александров Анатолий Александрович, чăваш политикĕ.
Вилнĕ
- Турхан Якку, сăвăçă, куçаруçă.
- Кӑрлач, 23 — Зайцев Александр Данилович, журналист, профессор.
- Нарӑс, 22 — Тăхти Илья Ефимович, чăваш çыравçи, сăвăçи.
- Ака, 12 — Шаляпин Фёдор Иванович, паллă вырăс опера юрăçи.
- Ҫурла, 9 — Лео Фробениус, Африкăна тĕпченĕ нимĕç.
- Авӑн, 22 — Люблин Иосиф Вениаминович, совет тапхӑрӗнчи мусӑкҫӑ, пианист, композитор, педагог тата музыка-общество ӗҫченӗ.