Музыкантов Василий Семёнович

Музыкантов Василий Михайлович (чăн хушамачĕ — Семёнов, ҫур. 1938 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ, Новопетровка, Пушкăрт Республикин Шаран районĕ) — чăваш сăвăçи, çыравçи.

Раҫҫей Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн (2003), Чӑваш Республикинчи Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн (2003), Пушкӑртстанри чӑваш ҫыравҫисен «Шуратӑл» литпӗрлешӗвӗн пайташӗ[1].

Пурнăçĕ

1938 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пушкăрт АССРӗн Шаран районĕнчи Новопетровка чӑваш ялĕнче çуралнă.

Вăтам шкул вӗренсе пĕтернĕ, Ĕпхÿре музыка пĕлĕвĕ илнĕ. Малтан Шаранти Культура ҫуртĕнче баянист пулса тăрăшнă, ача-сачĕсемпе шкулсенче, Благовещенскри музыка шкулĕпе педучилищĕре ачасене музыка пӗлӗвне тата воспитани парассипе ĕҫленĕ.

Пелепей тăрăхĕнчи Приютово поселокĕнче пурӑнать[1].

Пултарулӑхӗ

1970 ҫултанпа чылай хаҫат-журналта статьясем, очерксем, илемлĕ литература хайлавĕсем тата коллективла сборниксенче сăвăсем пичетленнĕ.

«Савели ăраскалĕ» — пĕрремĕш кĕнеки. Унта тĕрлĕ темăпа ҫырнă сăвăсемпе калавсем кӗнӗ. Унтан малтан пĕчĕк кĕнеке «Телей» ятпа кун ҫути курнӑ.

Ытти кӗнекисем: «Манăҫми каҫсем» (роман), «Инҫетри шуҫăм ҫути», «Туртăм», «Капли росы. Сывлăм тумламĕсем». «Манăҫми каҫсем» романра сăмах Атăл тăрăхĕнчи выҫлăхран Кăнтăр Уралти Пушкӑртстана ҫăлăнăҫ шыраса килнĕ темиҫе чăваш пурнӑҫӗ-шăпи ҫинчен пырать[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Михайлова (Ягодкина) Ирина Ильинична. Интервью: «Пушкартстанăн чаплă ҫынни- писатель В.С. Музыкантов». https://multiurok.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.

Каҫӑсем