Семёнов Демьян Филиппович

Семёнов Демьян Филиппович (1938 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ, Eтĕрнe районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики2016 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ, Шупашкар) — совет саманин тата Раҫҫейри парти тата патшалӑх ӗҫченӗ, журналист, «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ, Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн председателӗ (1985—1990).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1938 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Етӗрне районне кӗрекен Мӑн Явӑшра ҫуралнӑ[1].

1959 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен, 1973 ҫулта КПСС ЦК ҫумӗнчи аслӑ парти шкулӗнчен(выр.)чăв. вӗренсе тухнӑ[2].

1959–1988 ҫулсенче — журналистикӑра, «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ, литература сотрудникӗнчен пуҫласа республикӑри чи пысӑк тӑтӑш тухса тӑракан хаҫатӑн редакторӗ таран (1974 ҫултанпа) ҫитнӗ[1].

1985–1990 ҫулсенче — Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн вунпӗрмӗш пухӑвӗн председателӗ[1].

1988 ҫултан 1991 ҫулсемччен — КПСС Чӑваш область комитечӗн секретарӗ пулнӑ[2].

1991–1995 ҫулсенче — «Раҫҫей вӑрлӑхӗ» экспериментлӑ ӑслӑлӑхпа производство фирмин Чӑвашри уйрӑмра ӗҫленӗ[2].

1995–2006 ҫулсенче Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн аппарачӗн редакципе издательство пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Вӑл ертсе пынӑ вӑхӑтра Чӑваш Республикин саккунӗсене, республика парламенчӗн ытти право акчӗсене редакцилес, куҫарас тата вӗсене официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларас ӗҫе пурнӑҫланӑ[1].

Обществӑпа политика ӗҫӗ-хӗле пурнӑҫлани: депутат, Шупашкар хулин Ӗҫҫыннисен депутачӗсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн членӗ, Чӑваш АССР АСлӑ Канашӗн тӑххӑрмӗшрен пуҫласа вуниккӗмӗш пухусен депутачӗ[2].

1984 ҫултан пуҫласа 1989 ҫулччен Чӑваш АССР Журналистсен пӗрлӗхӗн правленине ертсе пынӑ, ӑна ҫавӑн пекех СССР Журналистсен пӗрлӗхӗн правлени членне те суйланнӑ[1].

Астӑвӑм

Шупашкар хулин Явӑш масарӗнче хисеплӗ ҫынсен лаптӑкӗнче пытарнӑ.

Наградӑсемпе хисеплӗ ятсем

  • Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
  • «Хисеп Палли» орден;
  • «Хастар ӗҫленӗшӗн. В.И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитни» медаль (1970);
  • Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп хучӗ (1968);
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ (2006);
  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ;
  • медальсем.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Семенов, Демьян Филиппович (государственный деятель; 10.07.1938-25.06.2016) (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Ф.Ф. Фёдоров. Семёнов Демьян Филиппович (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем