Кириллов Сергей Кириллович

Кириллов Сергей Кириллович (1878 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ, Мăн çырма, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1966 ҫулхи акан 5-мӗшӗ, Красноярск, Красноярск Ен, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш журналисчĕ, педагогĕ, пĕрремĕш чăваш хаçачĕн «Хыпар» редакторĕ[1].

Кун-çулĕ

1878 çулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи Лешкас Мӑнҫырма (халӗ — Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллӑ округӗнчи Мăнçырма) ялĕнче çуралнă. Ахвантер йăхĕнчен тухнă хресчен килĕнче çитĕннĕ. Ашшĕ çĕр ĕçĕпе пуçне, хĕлле савăт-сапа ăсталанă, çуркунне çип пĕветнĕ, çăва тухсан урапа кустăрми юсанă[1].

1885—1892 çулсенче пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Вунтăваттӑра Ĕпхӳ кĕпĕрнине тухса кайнă. Унта ҫармӑссен шкулĕнче, Бирскра учительсем хатĕрлекен семинарире вĕреннĕ, пилĕк çул хушши Ҫтерлӗ çывăхĕнчи Ĕссекпуçĕнчи шкулта ĕçленĕ. 1906 çулхи çĕртме—çурла уйăхĕсенче С. Кириллов «Хыпар» хаçатăн редактор-издателĕ пулнă (23—34 №). Вӑл ертсе пынипе хаçатăн вунпĕр номерĕ тухнă. Çак номерсенче С. К. Кириллов хăйĕн статйисене те пичетленĕ[1].

1906 çулхи кĕркунне Кириллов Хусанран тухса кайнӑ. Вăл Ĕпхӳ кĕпӗрнинчи Пелепей уесĕнче Шаровка ятлă ялта шкулта вĕрентекен пулса тăрăшнă. Унта вăл вырăс шкулĕнче ĕçленĕ, мĕншĕн тесен чăваш шкулĕнче вырăн пулман. Кириллов шкулшăн нумай тăрăшнă: уесри земствӑна пĕр класлă шкула икĕ класлă тума ыйтнă, çавăн пекех çурт лартса чăваш-тутар ачисем валли общежити уçнă[1].

Пĕрремĕш тĕнче вăрçи умĕн ăсталăха вĕрентмелли класс валли тепĕр çурт тума пуçланă, анчах ăна вăрçă пуçланнипе туса пĕтереймен. 1915 çулта Кириллова фронта янă, вăл тыткăна лекнĕ. 1918 çулхи раштавра таврăннă та каллех шкулта вĕрентме тытăннă[1].

1935 çул хыççăн сывлăхĕ начарланнă. 1941 çулта вăл Красноярск хулине хĕрĕ патне куçса кайнă. Чăваш ăслăлăхпа тĕпчев институтне вăл юлашки хут 1962 çулта çырнă, ун чухне 84 çулта пулнă[1].

Пултарулӑх

Унӑн «Мĕскĕн» тата «Ĕçкĕ» сăввисем сыхланса юлнӑ. «Пушкăрт чăвашĕсем патĕнче» тĕрленчĕк-диалог пур. Ҫавӑн пекех тутарларан куçарнă, фольклорпа этнографи материалĕсем пухнă. 1961 çулта «Хыпарçăсем» кĕнекере унăн «Хыпар» хаçат редакторĕнче ĕçлени çинчен калакан асаилĕвĕ пичетленнӗ. «Хусан» альманахра (1965) унăн ватлăхра çырнă виçĕ сăвви пичетленнӗ[1].

«Хыпар» хаçатри ĕçĕ

Хаçатра вăл чăваш халăхĕн пурнăçĕ, вĕренӳ, культура ыйтăвĕсем пирки статьясем çырнă.

Хаçат редакторĕ пулнă май чăваш халăхне çутта кăларас тӗлӗшпе пысăк ĕç тунă. Статйисенче вăл чăваш шкулĕсем çитменшĕн, вĕренӳ ĕçне йĕркелеменшĕн правительствăна вӑрҫнӑ. Çавăн пекех хаçат урлă чăвашсемпе тутарсем хушшинчи туслăха çирĕплетме тăрăшнă[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Кириллов Сергей Кириллович. Чувашская электронная библиотека. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Кириллов Сергей Кириллович // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2. — С. 278.
  • Алексеев, В. Н. С. К. Кириллов // Чăваш журналистикин историйĕ. — Шупашкар, 1986. — С. 25–30.
  • Юрьев, М. И. Хыпар хаçат таврашĕ // Чăваш литературин антологийĕ. — Шупашкар, 2003. — С. 45–48.
  • С. К. Кирилловăн автобиографийĕ // Чăваш наци архивĕ. — Ф. 1. — Оп. 1. — Д. 12.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем