Гаврилова Агафья Гавриловна

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Агафья Гаврилова
Агафья Гавриловна Гаврилова
Ӳкерчĕк:Гаврилова Агафья Гавриловна.jpg
Чăваш халăхĕн наци ирĕклĕхĕн юхăмĕн хастар пайташĕ, журналист.
Çуралнă вăхăт: 1878, кӑрлач, 26
Çуралнă вырăн Энĕш Кăршка ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кӗпӗрни Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1918, юпа, 7
Вилнĕ вырăн: Хусан хули
Ĕçлев тĕсĕ: политик, редактор, журналист

Гаврилова Агафья Гавриловна (Энĕш Кăршка ялĕ1918-мĕш çулхи юпан 7-мĕшĕ, Хусан хули) – чăваш халăхĕн наци ирӗклӗхӗн юхӑмӗн хастар пайташĕ, журналист. Шуррисем Хусана илсен, унта "Хыпар" хаçата редакциленĕ.

Пурнăç пуçламăшĕ

Агафья Гавриловна Гаврилова — паттăртан та паттăр чăваш хĕрарăмĕ. Вăл Энĕш Кăршка ялĕнче (халĕ — Çĕрпӳ районĕ) çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн хĕрарăмсен вĕрентĕшĕнче ăс пухнă. Икĕ çул Кăнна Кушкинче вĕрентевçĕ пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ. Ку ялти кунĕсем Агафья Гавриловашăн еплерех иртме пултарнине И.С.Максимов-Кошкинский асаилĕвĕсемпе паллашсан пĕлме пулать[1].

.

Эп вĕренме пуçличчен пирĕн шкул пурнăçĕнче пĕр ырă мар ĕç пулса иртнĕ. Икĕ каласлă шкулта Самсон Филатович учитель[2] (хушаматне астумастăп) вĕрентетчĕ. Хĕрачасен шкулĕнче — Агафия Гавриловна Гаврилова. Çак учительницăна[2] пула Самсон Филатович пăшалпа перĕнсе вилнĕ. Агафия Гавриловнăна вăл питĕ хытă юратнă, тетчĕç, анчах лешĕ ăна юратман иккен. Самсон Филатовича пытарнă хыççăн Гаврилова пирĕн ялтан кайрĕ. Чипер хĕр, тетчĕ ăна ялйыш. Курасса Агафия Гавриловнăна хам та курнă, анчах чиперрипе чипер марри çинчен калама пултараймастăп: улттă-çиччĕри ача ун пеккинех пĕлме пултарайман пуль ĕнтĕ.

Кам пулнă тетĕр çав учительница[2]? Чăвашсен эсерки! 1918-мĕш çулта, чехсемпе учредиловецсем Хусана йышăнсан, вăл контрреволюциллĕ «Хыпар» хаçатăн редакторĕнче ĕсленĕ...

Хусанти ют йăхсен вĕрентевçисене хатĕрлекен семинарийĕнче экстерн меслечĕпе экзамен панă. 1896-мĕш çултан пуçласа 11 çул хушши Тури Чаткасри шкулта хĕрачасене вĕрентсе пурăннă. Унтан ăна Л.Н.Толстой идейисене пропагандăланăшăн кăларса янă[3]. Çапла вара унăн Хусана килсе лекмелле сиксе тухнă.

Хусанти пурнăçĕ

Шамов пульниццинче бухгалтер пулса ĕçленĕ. (Асăннă пульницца каярахпа 2-мĕш Совет пульницци ятпа паллă пулнă, 1920-мĕш çултанпа — Хусан университечĕн клиника пульницци[4]). Мĕнре-ха çакăн сăлтавĕ? Мĕншĕн тесен вĕрентевçĕ ĕçне малалла тăсма унăн ирĕк пулман-тăр. Хусанта мĕнле адреспа пурăнни те паллă[5]:

<Куçару: Булак шывĕн сылтăм енĕ, 61-мĕш çурт, Кудрявцев хваттерĕ.>

1917-мĕш çулхи çу уйăхĕнчен — "Хыпар" хаçатра. Тата тепĕр уйăхран эсерсен партине кĕрет. Çурла уйăхĕнче — Чăваш Наци Пĕрлĕхĕн (ЧНО) секретарĕ пулса тăрать. Çавăн пекех вăл Чăваш Çар Пĕрлĕхĕн хыснаçи те (укçа-тенкĕпе çыхăннă ĕçсене туса пыраканĕ). 1918-мĕш çулхи утă уйăхĕнче вăл тăрăшнипе Чăваш Хĕрарăмĕсен Пĕрлĕхĕ йĕркеленет. Шуррисем Хусан хулине йышăнсан Комуч ертÿçисенчен пĕри Алюнов Г.Ф. хушăвĕпе "Хыпар" хаçат редакторне лартаççĕ. Пурĕ виçĕ номер кăларма ĕлкĕрет. Хĕрлисем килсен ЧК органĕсем ăна айăпласа персе вĕлереççĕ. 2006-мĕш çулта реабилитациленĕ.

Еплерех вилни

Хĕрлисем Хусана тытса илсен, Агафья Гаврилова хуларан, ыттисемпе пĕрле, тухса тарать. Анчах та кăшт вăхăт иртсен, тем сăлтавпа, хăй пурăннă хваттере таврăнать. Унта ăна ярса тытаççĕ.

Публицистикăри пултарулăхĕ

  • Гаврилова А.Г. Чăваш офицерĕсем // Хыпар. 1918. № 1. 1 сент. С. 3.

Агафья Гаврилова сăнарĕ чăваш литературинче

И.С.Максимов-Кошкинский çырнă "Тĕрлемес таврашĕнче" пьесăра пур унăн сăнарĕ.

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

  • Леонтьев А.П. "Хыпар": Минувшее и настоящее. Факты. События. Личности. Судьбы. Чебоксары, 2011.
  • Прокопьева, Р. "Я всех вас люблю...". Так сказала редактор газеты "Хыпар" Агафья Гаврилова незадолго до расстрела : [О Агафии Гавриловой (Укахви) редакторе газеты "Хыпар"и секретаре правления Чувашского национального общества и Т. H. Hиколаеве (Тимофее Хури), журналисте, известном революционере] / Римма Прокопьева // Хыпар на русском- Дайджест. - 2003. - 22 февр. (№ 2). - С. 7.
  • Станьял В.П. «Закатилось золотое солнце...» — "Республика" хаçатăн сайчĕ. Статьян 16.03.2016 хыççăнхи редакцийĕ.
  • Элли Илле. Агафья Гавриловӑна асӑнса : ["Хыпар" хаҫат редакторӗ пулнӑ А. Гавриловӑна халалланӑ сӑвӑ] / Элли Илле // Хыпар. - 2006. - 10 пуш. - С. 12
  • Элли Илле. Хĕрарăм тата эшафот. // Хыпар (хаçат), 164-65 №№, 2007, çурла, 25.
  • Изоркин А.В. Пули революции безжалостны… // Их имена останутся в истории. Вып. 2. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1994. С. 90–96.
  • Изоркин А.В. Революцин вĕри тăхланĕ // Хыпар. 1993. №173. 23 авг. С. 2.

Асăрхавсем

  1. ^ Максимов-Кошкинский И.С. Манăн ачалăх кунĕсем. — Ялав, 1973, 9№. — С.16.
  2. ^ 1, 2 тата 3 Вĕрентевçĕ.
  3. ^ ЧУВАШСКАЯ ЭНЦИКЛОПЕДИЯ
  4. ^ "Поволжье сто лет назад": Лечебное дело в новой Казани.
  5. ^ Леонтьев А.П. ПРОВОЗВЕСТНИК ЧУВАШСКОЙ ПЕЧАТИ К 100-летию первой национальной газеты 2018 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. // Лик, 2005, №3. — С.135.
  6. ^ Эппин, асăннă çурт çине асăну хăми çапма пулать.

Каçăсем