Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Иоаким Максимов-Кошкинский
Ӳкерчĕк
Çуралнă чухнехи ят: Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович
Çуралнă вăхăт: 1893, авӑн, 14
Çуралнă вырăн: Хусан кĕперни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1975 çул, ҫурла, 30
Вилнĕ вырăн: Мускав, РФ
Професси: режиссёр, актёр, драматург, киносценарист, çыравçă, тăлмач.
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg Flag of Russia.svg
Театр: Чăваш патшалăх К. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ

Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, (1893 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕ, Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕ - 1975 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕ, Мускавра вилнĕ, Шупашкарта пытарнă) — «Чăвашкино» студин йĕркелевçи, режиссёрĕ, актёр, драматург, киносценарист, çыравçă, тăлмач[1].

СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.), Чăваш АССР халăх артисчĕ (1933 ç.), РСФСР ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧАССР ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Ленин орденне, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, Хусанти ӳнер училищинче вĕреннĕ. Иоаким Степанович чăваш театрĕпе киностудине йĕркелекенсенчен пĕри.

спектакльсене лартнă. 1926-1932 çулсенче 7 илемлĕ тата документлă кинохайлав ӳкернĕ. 1932 çултанпа вăл каллех Чăваш патшалăх академи театрĕн ертӳçи вырăнне йышăннă.

Пултарулăх ĕçĕсем

Иоаким Степанович çак пьесăсене çырнă: «Хум» (1924), «Сатурпа Илем» (1933), «Атăл кĕввисем» (1933), «К. Иванов» (1950), «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» (1950), «Урнă самана» (1958).

Вăл 10 ытла кĕнеке çырса кăларнă.

Фильмсем

  • «Киремет кати» (1930)[2]

Вуламалли

  1. Сироткин М. Я., Очерк истории чувашской советской литературы, Шупашкар, 1956;
  2. Чувашские писатели, Шупашкар, 1964.

Асăрхавсем

Каçăсем