Тимофеева Ульяна Тимофеевна

Тимофеева Ульяна Тимофеевна (хушма ячӗсем — Ульяна, Шерпике) (1897 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ, Кивĕ Тăваньял, Çĕпрел районĕ1981 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ, Шупашкар) — совет театр актриси, режиссёр, педагог, куҫаруҫӑ, радио дикторӗ, публицист, пӗрлӗх ӗҫченӗ.

Мускаври В. Э. Мейерхольд ячӗллӗ театрӑн (1929—1932), Чӑваш драма театрӗн (1936—1941) актриси.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пӑва уесӗнчи Кивӗ Тӑваньял ялӗнче (халӗ Тутарстан Республикин Пӑва районне кӗрет) ҫуралнӑ. 1913 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен, ҫавӑн пекех ун ҫумӗнчи хӗрарӑмсен педагогика курсӗнчен (1916) вӗренсе тухнӑ[1].

1916 ҫултан пуҫласа 1918 ҫулччен ялти шкулсенче: Шӑмӑршӑ вулӑсӗнчи Палтиел ялӗнче, Ҫӗрпӳ вулӑсӗнчи Тутарла Кӑнаш ялӗнче тата Йӗпреҫ ялӗнче учительте ӗҫленӗ. 1918 ҫултан пуҫласа 1920 ҫулччен Г. В. Тал-Мӑрса ертсе пыракан РККА Тухӑҫ фрончӗн 5-мӗш ҫарӗн(выр.)чăв. Чӑваш труппин артистки пулса ӗҫленӗ. Ульяна Тимофеевнӑн театр дебючӗ 1918 ҫулта Арина Пантелеймоновна («Авлану», Н. Гоголь) сӑнарӗ пулнӑ. 1918 ҫулхи кӗркуннерен пуҫласа 1919 ҫулччен — Хусанти чӑваш театрӗн артистки. 1922 ҫулта Хусанти педагогика институтне(выр.)чăв. вӗренсе пӗтернӗ. 1922 ҫулта Хусантан Шупашкара куҫса килнӗ[1].

1922 ҫултан пуҫласа 1924 ҫулччен — Шупашкарти Чӑваш драма театрӗн артистки. В. Кутинан «Вера — коммунистка» пьесине чӑвашла куҫарнӑ, ӑна 1926 ҫулта уйрӑм кӗнекен кӑларнӑ. 1926—1927 сезонта Чӑваш АССР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ Тани Юн, У. Т. Тимофеева, К. Егоров тата ытти актёрсемпе килӗшӳсем тунӑ. Ульяна Тимофеева ҫавӑн пекех Етӗрне хулинчи Чӑваш колхоз театрӗнче, Чӑваш академи драмтеатрӗнче, Чӑваш радиовӗнче спектакльсем лартнӑ. 1928—1929 ҫулсенче ҫавӑн пекех Шупашкарти Чӑваш драма театрӗн артистки шутланнӑ[1].

1929—1932 ҫулсенче Мускаври В. Э. Мейерхольд ячӗллӗ театрта(выр.)чăв. артистка пулса ӗҫлет. 1932 ҫулта Мускаври патшалӑх аслӑ экспериментлӑ театр мастерскойне (ертӳҫи — В. Э. Мейерхольд(выр.)чăв.) вӗренсе пӗтернӗ, аслӑ театр пӗлӗвӗ илнӗ пӗрремӗш чӑваш драма актриси пулса тӑнӑ.

1932 ҫулта Шупашкара таврӑннӑ, унта пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен Чӑваш радиостанцийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ; Ульяна Тимофеева — пӗрремӗш дикторсен шутӗнче. 1936 ҫулччен вӑл Чӑваш радиокомитечӗн режиссёрӗ тата дикторӗ пулса ӗҫленӗ. 1936 ҫултан пуҫласа 1941 ҫулччен — каллех Чӑваш драма театрӗнче[1].

1937 ҫулта театр директорӗпе И. С. Максимов-Кошкинскипе хирӗҫсе кайнӑ, ӑна Ульяна Тимофеева кӑтартӑвӗсене тӗпе хурса 1937 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче РСФСР УК 154 статйипе айӑпласа Чӑваш АССР НКВД тытса хупнӑ[~ 1]. Ута уйӑхӗн 17-мӗшӗнче У. Т. Тимофеева хӑйӗн кӑтартӑвӗсене пӑрахӑҫланӑ пулин те Шупашкар хулин Халӑх сучӗ И. С. Максимов-Кошкинские РСФСР УК 154 ст енӗпе приговор йышӑннӑ, 5 ҫула ирӗклӗхсӗр хӑварнӑ. Приговора хирӗҫлесе ҫырнӑ, 1938 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗнче пӑрахӑҫланӑ, ӗҫе ҫӗнӗрен тӗпчеме янӑ. Чӑваш АССР Аслӑ сучӗн 1939 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи ҫӗнӗ приговорне (айӑпламалли ҫӗнӗ статьясемпе) те пӑрахӑҫланӑ, ӗҫе тӳресен урӑх йышӗнче ҫӗнӗрен пӑхса тухма тавӑрса панӑ. Юлашкинчен И. С. Максимов-Кошкинский тӗлӗшпе ӗҫ-пуҫа 1940 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӗҫпе пухнӑ ӗнентерӳсемпе тивӗҫтерменшӗн чарса лартнӑ.

1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗ хыҫҫӑн Ульяна Тимофеева Чӑваш академи драмтеатрӗн ытти артисчӗсемпе (Борис Алексеев, Иван Мучи, Алексей Ургалкин, Елена Шорникова) пӗрле Чӑваш АССР ялӗсем тӑрӑх гастрольпе ҫӳренӗ.

Публицистикӑпа аппаланнӑ, пенсие каяс умӗн бухгалтерта ӗҫленӗ. 1981 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ[1].

Хаклавсем

В. Ф. Макаров каланӑ тӑрӑх, Ульяна Тимофеев актриса «хӑйне евӗр сасӑллӑ тата илӗртӳллӗ кӗлеткеллӗ, палӑрмалла артист темпераменчӗллӗ пулнӑ, актриса ытларах тӗп тата характерлӑ сӑнарсене калӑпланӑ».

Чӑваш театр актриси Тани Юн, 1936 ҫулта репрессиленӗскер, хӑйӗн аса илӗвӗсенче ҫапла ҫырнӑ: «… театра ырӑ кӑмӑлпа ҫӗнӗрен ӗҫе пуҫӑнасси пулмасть<...>, актрисӑсем<...>, мана тӗрмене лартакансем<...>, вырӑнӗсенчех. Манӑн упӑшкана та вӗсем лартма пулӑшрӗҫ<...>. Театрта шыва кам пӑтратни халӗ те куҫкӗрет — Ульяна Тимофеева. Унӑн тата ыттисен тӗллевӗ — мана театртан кӑларса ярасси пулнӑ»[2].

Театрти сӑнарӗсем

  • Арина Пантелеймоновна («Авлану», Н. Гоголь(выр.)чăв., 1918);
  • Степанида («Судра», Ф. Павлов, 1919);
  • Кӗтерук («Ылханлӑ йӑх», П. Осипов, 1927);
  • Елюкпа Йӑскар («Ялта», Ф. Павлов, 1929);
  • Елена Васильевна («Сатурпа Илем», М. Максимов-Кошкинский, 1936);
  • Тайпи («Хӗн-хур айӗнче», Ф. Трофимов С. Элкер поэми тӑрӑх хатӗрленӗ инсценировка, 1936);
  • Мурзавецкая («Кашкӑрсемпе сурӑхсем», А. Островский(выр.)чăв., режиссёр — М. Яковлев-Кокки, 1936);
  • Екатерина II («Айтар», П. Осипов, 1937);
  • Васса Железнова («Васса Железнова», режиссёр — И. Осипов, 1937);
  • Анна Ивановна («Бедность не порок», режиссёр — К. Иванов, 1937);
  • Кабаниха («Аслати», А. Островский, режиссёр — Е. Токмаков, 1938);
  • Василиса Мелентьева («Василиса Мелентьева», А. Островский, режиссёр — Е. Токмаков, 1940);
  • Оля санитарка («Платон Кречет», А. Корнейчук(выр.)чăв.).

Ӑнлантарусем

Комментарисем
  1. ^ Статья 154 УК РСФСР «Понуждение женщины к вступлению в половую связь или к удовлетворению половой страсти в иной форме лицом, в отношении коего женщина являлась материально или по службе зависимой»
Ҫӑлкуҫсем
  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Г. В. Кириллов. https://chuvenc.ru/show_Person/2432 (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  2. ^ Ирина Павлова. Любовь и кино в жизни Максимова-Кошкинского (выр.). Издательский дом «Грани» (7 ҫурлан 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Кириллов Г. В. Чувашская энциклопедия. — Чувашский государственный институт гуманитарных наук, 2006. Архивировано 4 пушӑн 2021 года.
  • Макаров В. Ф. По следам болгар, сувар и чувашей (Историко-этнографический обзор). — Новое время, 2013. — 308 с. Архивировано 14 пушӑн 2022 года.
  • Тани Юн. Дни и годы минувшие. — Чувашское книжное издательство, 2021. — ISBN 9785767029518.
  • Журавлев, С. Тимофеева Ульяна Тимофеевна : театр ӑсталӑхӗн аслӑ пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш актриси / С. Журавлев // Самант. — 2009. — № 2. — С. 15;
  • Кириллов, Г. В. Тимофеева (Шербиге) Ульяна Тимофеевна / Г. В. Кириллов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 224-225;
  • Кириллов, Г. В. Тимофеева Ульяна Тимофеевна / Г. В. Кириллов, М. Г. Митина // Актеры, любимые народом / Г. В. Кириллов, М. Г. Митина. — Чебоксары, 2018. — С. 31-34 : фот.;
  • Тимофеева (Шербиге) Ульяна Тимофеевна // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем. — Чебоксары, 2006. — C. 524-525.