Павлов Фёдор Павлович (композитор)

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Павлов Фёдор Павлович (1892 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ, Патӑрьел, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни[1]1931 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ, Сочи, СССР) — чăваш поэчĕ, драматургĕ, композиторĕ, дирижёрĕ, политикăпа общество ĕçченĕ тата культура йӗркелӳҫи, чăваш драматургине тата профессилле музыкине никĕсĕсене хываканĕсенчен пĕри[2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1892 çулхи авăнăн 13-мĕшĕнче (кивӗ стильпе — 25-мӗшӗнче) Хусан кĕпӗрнинчи Етĕрне уесĕн (халӗ — Чăваш Республикин Ҫӗрпӳ районӗ) Патăрьел ялĕнче вăтам çĕр ӗҫченӗн çемьинче çуралнă[3].

Пĕчĕк чухнех вулама вĕреннĕ. 1901 çулта Патăрьелти земство училищин вӑтам ӳсӗмри уйрӑма вӗренме кӗнӗ. Ачаранах юрӑ-ташӑ, кӗвӗ патне туртӑннӑ. Ашшĕ, Павел Степанович, лайăх юрланă, ташланă, кĕсле калама ăста пулнă, халӑх юррисене нумай пӗлнӗ[4].

Пĕрремĕш вырăс революцийĕ вăхăтĕнче Федор Павлов Шупашкар уесĕнчи Иккассинчи икӗ класлӑ училищӗре пĕлӳ пухнă. Кунта Павлов пĕтĕм чунĕпех музыка, литература тата драматурги патнелле туртăннӑ[5].

Иккассинчи училищӗрен вĕренсе тухсан, Павлов Чĕмпĕрти чăваш шкулне вӗренме кайнă. 1907 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 1911 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен вӗреннӗ унта, литературӑпа музыка енӗпе лайӑх пӗлӳ илнӗ. Чĕмпĕрте вăл вырăс тата ют çĕршыв классикĕсен ĕçĕсемпе паллашать, чăвашла та, вырăсла сăвăсем шăрçалать[6].

1911 çулхи çу уйăхĕнче, пуçламăш шкул вĕрентӳçи ятне тивĕçнĕ хыççăн Павлова шкултах ĕçлеме хăварнă.

1911 ҫулхи çурла — 1913 ҫулхи авăн тапхăрĕнче Павлов, Чĕмпĕрти шкулта музыка вĕрентӳçи пулнă май, чăваш халăх юррисене пуçтарать, вӗсене илемлетсе майлаштарать. Кӗвӗ хатӗрӗсемпе усӑ курса каламалли хӑйне евӗрлӗ «Чӳк» тата «Вайă» вокалпа симфони композицийӗсене уйрӑммӑнах асӑнмалла[6].

1913 çулхи нарăс уйăхĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн сцени çинче М. Глинка кĕвĕленĕ «Иван Сусанин» оперăн пайĕсене хатĕрлесе кăтартни Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн ӗҫӗ-хӗлӗнчи пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса тӑнӑ. Тĕп партисене Ф. Павлов (Сусанин), К. Эсливанова (Антонида), В. Дубровин (Собинин) сăнарласа юрланă.

Вырӑс тата ют ҫӗршывсен музыка классикине теори тата практика тӗлӗшӗнчен вӗренни, тӗпчени ӑна чӑваш профессилле музыкине туса хурас шухӑш патне илсе ҫитернӗ[6].

Хăйĕн пултарулăхĕнче вăл Константин Иванов поэт-демократпа туслă пулнă. Вĕсен иккĕшĕн чунӗнче те чăваш оперине тăвас ĕмĕт çуннă.

Ятарлă музыка вӗренӳ заведенийӗнче пĕлӳ илме май çуккипе, Фёдор Павлович 1913 çулхи авăн уйăхĕнче Чĕмпĕрти тӗн семинарине вĕренме кĕнĕ. 1916 çулхи çу уйăхĕнче ӑна ăнăçлă вĕçлесе, псалом вулаканĕ пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Тепĕртакран Етĕрне уесĕнчи Кăшлавăшри, кайран — Палтайри пуҫламӑш земство училищисенче ӗҫленӗ. 1917 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче Шупашкар уесĕн пухăвĕ Павлова çураçтару тӳри пулма суйланă, çавăнпа та вăл çемьипех çак уесри Шемшер ялне пурăнма куçнӑ[7].

1917 ҫулхи кӗркунне Анаткас ӗҫ шкулӗн вӗрентекенӗ пулнӑ М. Н. Назаровпа Павлов Шемшерте куҫса ҫӳрекен ирӗклӗ ӳнер труппине йӗркеленӗ. Тӑватӑ сасӑллӑ хор революци юррисене, Павлов илемлетнӗ вырӑс тата чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ.

undefined

Пултарулӑх труппи Н. Гоголь[ru] драмисене («Женитьба», «Ревизор») , А. Островский[ru] пьесисене тата А. Чехов инсценировкисене лартнӑ, чӑваш авторӗсен пӗрремӗш драма хайлавӗсене куракансем умне кӑларнӑ.

Халӑх юррисене пухса Павлов вӗсене нумай сасӑллӑ хор валли шӑрҫаланӑ. 1917—1918 ҫулсенче Шемшер вулӑсӗнчи вӗрентекенсен хорӗ валли ҫырнӑ-илемлетнӗ ҫак юрӑсем ҫуралаҫҫӗ: «Шупашкар туйи», «Хӑйматлӑх юрри», «Олту», «Чӗнтӗрлӗ кӗпер», «Вӑрман витӗр», «Сап-сар кӗрӗк». Ҫак ҫулсенчех Павлов хӑйӗн чи лайӑх юррисенчен пӗрне, Чӗмпӗртех ҫырнӑ хӑйӗн тексчӗпе «Вӗлле хурчӗ» юрра хайлать. Кунтах совет темипе чи малтанхи чӑваш юррисенчен пӗрне — «Чухӑнсен юрри» — хайланӑ, сӑввине те композитор хӑй ҫырнӑ.

1919 ҫулта Павлов пӗрремӗш оригиналлӑ чӑваш камитне «Сутра» ҫырса пӗтернӗ. Пьесӑн пӗрремӗш редакцине 1918 ҫулта Шемшер куҫса ҫӳрекен труппипе кӑтартнӑ.

1919 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Павлов Ҫатракасси шкулӗнче, кайран халӑх вӗрентӗвӗн уес пайӗнче пай заведующийӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫав ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Чӑваш секцине ӳнер инструкторӗ пулса куҫарнӑ. Чӑваш автономи облаҫне туса хунипе 1920 ҫулта Фёдор Павлович Хусантан Шупашкара куҫса килнӗ[7].

Чӑваш автономийӗнче музыка вӗрентӗвӗн тытӑмне йӗркелес тӗлӗшпе нумай ӗҫленӗ. 1920 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта музыка шкулӗ уҫӑлнӑ. Ф. П. Павлов, В. П. Воробьёв, С. Ф. Иванов, Е. М. Сиверс унта пӗрремӗш преподавательсем пулнӑ.

Ҫав вӑхӑтрах Павлов облаҫри халӑх вӗрентӗвӗн пайӗн музыка секцине ертсе пынӑ, педагогика курсӗсенче учительсене юрра-кӗвве вӗрентет, вырӑнти тӑрӑха тӗпчекен обществӑн членӗ тата Раҫҫей Ӑслӑлӑхсен академийӗ ҫумӗнчи таврапӗлӳ тӗп бюровӗн член-корреспонденчӗ пулса Чӑваш Енри тата Мускаври ӑслӑлӑхпа тӗпчев учрежденийӗсен ӗҫне хастар хутшӑнать.

Шупашкарта концерт ӗҫне йӗркелес енӗпе ӗҫленӗ: кунта чӑваш хорне, концерт ушкӑнне тата чӑваш театрӗ ҫумӗнчи салон оркестрне йӗркеленӗ.

undefined

1929 ҫулта Шупашкарта музыка техникумне уҫнӑ (каярах — Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищи)[7].

1930 ҫулта Павлов Н. А. Римского-Корсаков ячӗллӗ Ленинградри патшалӑх консерваторин[ru] композитор уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Кунта вӑл ҫӗнӗ юрӑсем калӑплать, симфониетта ҫырассипе ӗҫлет.

39 ҫулта чухне, 1931 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Сочири санаторисенчен пӗринче Павлов вилнӗ. Сочири хула ҫӑвинче пытарнӑ[8].

Обществӑлла ӗҫ

Тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ ҫын пулнӑран Павлов юстици тытӑмӗнче те ӗҫленӗ. Ӑна Совет Халӑх сучӗн Чӑваш облаҫӗнчи Президиумӗн пайташне, Граждансен пайӗн пайташне, Чӑваш АССР Теп сучӗ ҫумӗнчи хӳтӗлевҫӗсен коллегийӗн пайташне суйланӑ. Чӑваш АССР Ҫӗр халӑх комиссариачӗн юрисконсульчӗ, Чӑваш АССР Тӗп суйлав комиссийӗн юрисконсульчӗ пулнӑ.

Пултарулăх ĕçĕсем, статьясем

  • «Ача-пăча сасси» — ачасен юррисемпе вӑййисен пуххи (1921)
  • «Ялта» (1922)
  • Хор валли: «Туй юрри», «Тӳттӗл»
  • «Сӑрнай» юрӑсемпе кӗвӗсен пуххи (1924)
  • «Чӑваш халӑх музыкинчи речитативсем» (1923)
  • «Чăваш музыки» (1923)
  • «Хитре» (1923)
  • Чӑваш музыкин библиографийӗ, «Чӑваш кӗсли» тата «Чарӑннă сасӑ» статьясем
  • «Чӑвашсем тата вӗсен юрама музыка пултарулӑхӗ» очерксем.
  • «Çырмари юрă», статья.
  • «Сӑрнай тата палнай» — симфони.

Вуламалли

  • Федор Павлов. 1892-1992 : чӑвашсен паллӑ писателӗ тата композиторӗ Федор Павлов ҫуралнӑранпа 100 ҫул. — Шупашкар, 1992. — 6 с. — («Хыпар» кӗнеки. 3/1992).
  • Кондратьев, М. Г. «Гора золотая…» Федор Павлов и его время / М. Г. Кондратьев ; [редкол.: А. С. Иванов и др.]. — Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 2016. — 399 с., [16] л. ил. — (Замечат. люди Чувашии = Чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем).
  • Павлов, Н. С. Первое произведение чувашской советской драматургии / Н. С. Павлов. — Чебоксары : Чувашгиз, 1960. — 27 с. — (Ученые записки / Чуваш. гос. пед. ин-т им. И. Я. Яковлева ; вып. IX).. — См. текст
  • Талант, отданный народу : к 125-летию со дня рождения выдающегося деятеля чувашской культуры и искусства Федора Павловича Павлова : [виртуальная выставка] / Национальная библиотека Чувашской Республики. — Чебоксары : Национальная библиотека Чувашской Республики, 2017.. — См. выст.
  • Федор Павлов: артист, драматург, композитор : (литературӑпа музыка каҫӗн сценарийӗ) / Чӑваш Республикин наци библиотеки, «Чӑваш кӗнеки» центр ; Л. Г. Тестова хатӗрленӗ. — Шупашкар : Чӑваш Республикин наци библиотеки, 2012. — 14 с.
  • Федор Павлов : к 90-летию со дня рождения : [буклет] / авт. текста Кондратьев М. Г. ; отв. за вып. Еливанова Г. Г. — Чебоксары, 1982. — 1 л.
  • Федор Павлов : 1892-1931 : к 100-летию со дня рождения / сост. М. Кондратьев ; худож. Э. М. Юрьев. — Чебоксары : Чувашия, 1992. — 12 с.
  • Федор Павлович Павлов — композитор и драматург : сб. ст. / М. Г. Кондратьев, И. И. Иванов, Г. Ф. Юмарт, Н. И. Гилязева ; Чуваш. науч.-исслед. ин-т яз., лит., истории и экономики. — Чебоксары, 1984. — 58 с.
  • Абрамов, В. А. Ф. Павлов — сентименталист, е унӑн пултарулӑхӗнчи асар-писер туйӑмлӑх / В. А. Абрамов // Вопросы чувашского литературоведения и критики = Чӑваш литература пӗлӗвӗн тата критикин ыйтӑвӗсем : тез., ст., рец., обзоры / В. А. Абрамов. — Чебоксары, 2018. — С. 42-45.
  • Артемьев, Ю. Вӑркӑш уҫӑ вӑй кирлӗ! / Ю. Артемьев // Тӑван Атӑл. — 2011. — № 8. — С. 132-134.
  • Артемьев, Ю. Вӗҫевре хуҫӑлнӑ ҫунат / Ю. Артемьев // Сувар (Тутарстан). — 2017. — 17 пуш/март (№ 10). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк ; 24 пуш/март (№ 11). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк ; 31 пуш/март (№ 12). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк ; 7 ака/апрель (№ 13). — С. 8 ; 14 ака/апрель (№ 14). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Артемьев, Ю. М. Ф. П. Павлов. (1892-1931) // Артемьев, Ю. М. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш литератури : (1900-1917 ҫҫ.) / Ю. М. Артемьев. — Шупашкар, 1992. — С. 189-196.
  • Ахрат, И. Композитор трагедийӗ / И. Ахрат // Чӑваш ен. — 1992. — 11-18 апреля (№ 15). — С. 8-12.
  • Ваҫанка, Н. Ф. Павлов пурнӑҫӗпе ӗҫӗсем / Н. Ваҫанка // Сунтал. — 1931. — № 9.
  • Ишентей, Н. «Униче картинчи кӗмӗл сас…» : Федор Павлов ҫуралнӑранпа — 120 ҫул / Н. Ишентей // Тӑван Атӑл. — 2012. — № 9. — С. 85-87 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Кочеткова, Л. Чӑваш литературипе искусствин ҫӑлтӑрӗ / Л. Кочеткова // Хресчен сасси. — 2012. — 26 авӑн. — С. 6 : портр.
  • Никифоров, Г. Л. Федор Павловӑн тертлӗ те телейсӗр юратӑвӗ / Г. Л. Никифоров // Халӑх шкулӗ = Народная школа. — 2017. — № 6. — С. 48-49 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Николаева, Д. Тӗрлӗ енлӗ талант / Д. Николаева // Тӑван Атӑл. — 2018. — № 9. — С. 91-92.
  • Павлова, К. Федор Павлов йӗркеленӗ хор / К. Павлова // Тӑван ен (Шупашкар районӗ). — 2009. — 18 ҫурла. — С. 4.
  • Петрова, Р. Чӑвашсен малтанхи композиторӗ / Р. Петрова // Урал сасси (Пушкӑрт Респ.). — 2012. — 25 юпа (№ 43). — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Турхан, Е. Тӗрлӗ енлӗ ӑста / Е. Турхан // Сувар (Тутарстан). — 2017. — 22 авӑн/сентябрь (№ 37). — С. 9 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Эсхель А. Унӑн юррисӗр кун иртмест : [Ф. Павлов ҫинчен] / А. Эсхель // Вӑхӑт таппи : ҫулсем, ҫынсем, сӑнсем : статьясем / А. Эсхель. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — С. 166-172.
  • Эсхель А. Чаплӑ драматург : [Ф. П. Павлов ҫинчен] / А. Эсхель // Коммунизм ялавӗ. — 1982. — 25 сентябрь. — С. 3.
  • Абрукова, Т. А. Музыкально-поэтические особенности песен чувашских композиторов 1920-х гг. / Т. А. Абрукова // Ашмаринские чтения. — Чебоксары, 2007. — С. 497-504.
  • В Чебоксарах появится памятник Федору Павлову // Советская Чувашия. — 2015. — 17 дек. — С. 14 : фот.
  • Воробьев, М. Н. О поэме «Метелица» и звуковой драматургии в пьесе «В деревне» Ф. П. Павлова / М. Н. Воробьев // О чувашском… / М. Н. Воробьев. — Чебоксары, 2007. — С. 68-72.
  • Данилов, Д. Драматургия Ф. Павлова / Д. Данилов // Красная Чувашия. — 1940. — 12 мая.
  • Илюхин, Ю. Певец народа / Ю. Илюхин // Советская Чувашия. — 1956. — 2 июня.
  • Кабирова, С. И. Социально-психологическая драма Ф. П. Павлова «В деревне» в сопоставлении с драмой М. Горького «На дне» / С. И. Кабирова // Чӑваш чӗлхипе литератури: теори тата методика. — Шупашкар, 2015. — 24-мӗш кӑларӑм: [Конференци материалӗсем. — С. 85-90. — Библиогр. в конце ст.
  • Кондратьев, М. Г. Михаил Кондратьев: Все идет от Федора Павлова / М. Г. Кондратьев ; [записала Р. Кириллова] // Советская Чувашия. — 2017. — 20 апр. — С. 4 : фот.
  • Кондратьев, М. Г. Многогранность таланта : (о раннем поэтическом творчестве Ф. П. Павлова) / М. Г. Кондратьев // Чувашское искусство : вопросы теории и истории : [сб. ст.]. — Чебоксары, 2016. — Вып. 7. — С. 5-49.
  • Кондратьев, М. Г. Павлов Федор Павлович / М. Г. Кондратьев, В. Г. Родионов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 358-359.
  • Кондратьев, М. Г. Павлов Федор Павлович / М. Г. Кондратьев, В. Г. Родионов // Энциклопедия Цивильского района. — Чебоксары, 2019. — С. 223-224.
  • Кондратьев, М. Г. Хоровая классика Чувашии 1920-х годов : (о музыкальном творчестве Ф. П. Павлова) / М. Г. Кондратьев // Искусство Чувашии : [сб. ст.]. — Чебоксары, 2018. — Вып. 8. — С. 6-36 : ноты, а-табл. — Библиогр.: с. 36 (11 назв.).
  • Кочеткова, Л. Федор Павлов — классик чувашской литературы и музыки / Л. Кочеткова // Цивильский вестникик. — 2012. — 21 сент. — С. 7.
  • Никифорова, В. В. Федор Павлов как феномен чувашской культуры / В. В. Никифорова // Актуальные вопросы истории и культуры чувашского народа = Чӑваш халӑх историйӗпе культурин ҫивӗч ыйтӑвӗсем. — Чебоксары, 2015. — Вып. 3. — С. 162-177.
  • Сычева, О. В. Проблемы развития эстетической культуры народа в деятельности Ф. П. Павлова / О. В. Сычева // Науч.-информ. вестн. докторантов, аспирантов, студентов. — Чебоксары, 2007. — № 1 (9). Том 2. — С. 181-185.
  • Тестова, Л. Г. Отражение творчества классика чувашской музыки и литературы Ф. П. Павлова в печати / Л. Г. Тестова // Чувашский национальный музей: люди, события, факты. — Чебоксары, 2013. — Вып. 8 : (2012). — С. 29-31 : фот. ; ил.
  • Федор Павлович Павлов: 1892-1931. «Двигать искусство вперед» // Мастера музыкального искусства. — Чебоксары, 2009. — С. 259-270.
  • Филиппова, Г. Классик чувашской музыки и литературы / Г. Филиппова // Цивильский вестник. — 2007. — 25 сент. — С. 3.
  • Чекушкин, В. Бессмертная песня любви / В. Чекушкин // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. — 2015. — 22 дек. (№ 8). — С. 12-13 : фот.
  • Юмарт, Г. Ф. «И ненависть к миру страдания…» : (к 80-летию со дня рождения Ф. П. Павлова) // Юмарт, Г. Ф. Вопросы чувашского литературоведения, перевода и фольклористики : тез., ст., рец., обзоры / Г. Ф. Юмарт. — Чебоксары, 2013. — С. 9-11.
  • Яркий талант земли чувашской // Павловский Вестник Чебоксарского музыкального училища им. Ф. П. Павлова. — 2017. — № 1. — С. 9-11 : фот.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Халӗ — Чӑваш Республики, Ҫӗрпӳ районӗ
  2. ^ Архивная версия сайта: Официальный портал органов власти Чувашской Республики » Федор Павлович Павлов (выр.). gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  3. ^ Лекция- беседа к 130 летию со дня рождения Фёдора Павловича Павлова. dshi-zivil.chvs.muzkult.ru (11 юпан 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  4. ^ 25 СЕНТЯБРЯ - ЛИТЕРАТУРНЫЙ ВЕЧЕР, ПОСВЯЩЕННЫЙ 125-ЛЕТИЮ ФЕДОРА ПАВЛОВА - ЧГИГН. chgign.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  5. ^ Кандратьев М.Г. Павлов Фёдор Павлович.
  6. ^ 1, 2, 3 Ялав, Херле. Основоположник чувашской профессиональной музыки. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2, 3 «Одинокий путник в неведомой стране»: Фёдор Павлов — исследователь народной музыки. cyberleninka.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  8. ^ Федор Павлов(паллӑ мар). www.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.