В. А. Нестеровăн "Над картой Чувашии" Чĕмпĕр этноним пулса кайнин кăсăк версийĕ пур. Кĕнекере çапла çырнă:
"Чавашсем ăна Чĕмпĕр е Çĕмпĕр теççĕ. Архетип Çĕмпĕр çĕмпĕ+ер тытăнса тăрать, венгр чĕлхинче: çĕмпе - "хирĕçле" е кăткăс сăмахăн префиксĕ (сăмах тымарĕн умĕнчи пайĕ), хирĕçле куçăма пĕлтерет, ер – юханшыв е юхăм. Çакăнтан: çĕмпĕ+ер=çĕмпĕр "хирĕçле юхăм". Çĕмпĕр ят АтӑлпаСĕве çывхарса пĕрлешсе кайнă пекех хирĕçле юхнă вырăна кăтартать".
Хулана пĕрремĕш хут 1648 çулхи çулçыравра асăнаççĕ. Ку вăл Алексей Михайлович патша Богдан Матвеевич Хитровона Атăлăн анатри юхăмне кайса унта хӳтлĕхсем лартмалли хушура палăрать.
ХVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пуçласа хулана вырăсла Синбирск тенĕ. Синбирск тесе кунта малтан вырнаçнă çавăн пек ятлă пăлхархулашĕ ячĕнчен панă. Ячĕ мĕнрен пулса кайни çинчен темиçе верси пур. Пĕрисем Синбирск сăмахĕнче чăваш сăмахĕсене кураççĕ, теприсем — пăлхар кнеçĕн ятне, теприсем скандинави е ирçĕ чĕлхин сăмахĕсене.
Хитрово хула вырăнне никĕсленĕ хыççăн Мускава таврăннă. Хула пуçлăхĕ вырăнне Иван Богданович Камынин çарпуçĕ юлнă, хулана малалла хăпартма пикеннĕ.
1652 çулта хулана хăпартса пĕтернĕ. Хулан тĕп вырăнĕ тĕрĕс тăваткал майлă пулнă, йĕри-тавра йывăç пĕренеллĕ хӳмĕ пулнă. Кашни кĕтесре хуралтă пулнă. Чи варринче Тройца соборĕ, çурçĕр енчи хӳмĕ патĕнче хĕрарăмсем сăпас мăнастăрьне вырнаçтарнă.
1708 çулта хула Хусан кĕперниĕ шутне кĕнĕ. 1717 çулта çĕнĕ чикĕсене йĕркеленĕ хыççăн хула Астăрхан кĕпернине кĕме пуçланă. Унта вăл 1728 çулчен пулнă, кайран каялла, Хусан кĕпернине таврăннă.
1783 çулта кунта 15 чиркӳ тата икĕ мăнастăрь тăнă. Чиркӳсенчен пĕри кăна йывăçран пулнă, ыттисем пурте чултан хăпартнăскерсем. Арçынсен мăнастăрне чултан тунă, хĕрарăмсенне — йывăçран.
1864 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче хулара пысăк вут-кăвар тухнă. Хулан чĕрĕкĕ çеç сыхланса юлнă, нумай çын вилнĕ. 15 чиркӳ, 1 500 çурт çунса кайнă. 1888 çулта та пысăк вут-кăвар тухнă. Вăл вăхăтра хулан çурçĕр енче 186 çурт çунса кĕлленнĕ.
XIX ӗмӗр вĕçленнĕ çĕре хулара 40 пине яхăн çын пурăннă. Ку вăхăталла Чĕмпĕре çити чукун çула туса çитернĕ. 1913 çулта хулан çĕнĕ планне йĕркеленĕ, анчах та вăрçă пуçланни ăна вăя кĕртме чăрмантарнă.
1917 çулта хулара совет влаçне йĕркеленĕ. Граждан вăрçи вăхăтĕнче Чĕмпĕрте тăтăшах çапăçусем пулса иртнĕ. 1918 çулхи утă уйăхĕнче хулана "шуррисем" ярса илнĕ, 1918 çулхи авăнăн 18-мĕшĕнче хулана "хĕрлисем" килнĕ.
1924 çулта хулана Ульяновск ята панă. Чăвашсем вара çав-çавах кивĕ ятпа усă курнă.