Чӗмпӗр районӗ

Чĕмпĕр районĕЧӗмпӗр облаҫӗн çурçĕрĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçе (район) тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район).

Администраци центрĕ — ĕçтешсен посёлокĕ Ишевкке.

Район çĕр лаптăкĕ — 1874,0 çм², вăл облаç территорин 5 % пулать. Район çĕрĕ витĕр автомобиль тата чукун çулĕсем хывнă.

Халăх йышĕ

Районта 58,6 пин çын пурăнать, вĕсенчен хулара — 48 % (28,3 пин çын). Вырăссем 70 % яхăн, чăвашсем —13 %, тутарсем — 11 % ытла, мордвасем — 2 % ытла. 56 пурăнан вырăнĕсенчен 25 чылайрах чăвашсем, 13 — тутарсем, 3 — мордвасем йышанаççĕ.

Районти 56 ялтан 25-ĕшĕнче чăвашсем чи пысăк йыш шутланаççĕ е çавна çывăх тăрăмра тăраççĕ. Анчах та историлле чăваш ялĕсем çук. Историлле тутар тата мордва ялĕсем пур (Çĕнĕ Питенкĕ, Хĕрлĕ Сӳнтĕк, Вышки).

Хуçалăхĕ

Районти сиплĕ минерал çăлкуçĕсене Унтăр сали çумĕнче тупнă, çавăнти шывпа сиплев ĕçĕсенче Раççейĕн чаплă сывлăх управĕсенче — Ленин ячĕллĕ тата «Дубки» санаторийĕсенче усă кураççĕ. Унтăр минерал шывне «Волжанка» заводра кĕленчĕлесе кăлараççĕ. Çаплах районта çунакан сланец тата торф управĕсем пур, хăйăрлăхсенче кварц хăйăр тăприне тупса кăлараççĕ. Ял хуçалăхĕсенче тырă-пулă, çĕрулми, сĕт-çу, аш-какай, çăм туса илеççĕ.

Музейсем

Ивановка салинче ача çурчĕнче, 19351940 çулсенче Совет Союзĕн Паттăрĕ А. М. Матросов вĕренсе ӳснĕ. Халĕ кунта А. М. Матросовăн мемориаллă музейĕ.

Ӑнлантарусем

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем