Энгельс (хула)

Урăх пĕлтерĕшĕсене Энгельс (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.

Э́нгельсРаççей хули (1914), Сарӑту облаҫӗн Энгельс районĕн хула статуслĕ муниципаллă йĕркеленӳлĕхĕ.

Хула Атӑлăн сулахай çыранĕнче, Сарӑту тĕлне хирĕç вырнаçнă.

Халăх йышĕ — 230,5 пин çын (2007).

Энгельс хули муниципаллă йĕркелĕвĕн пуçлăхĕ — Лысенко Михаил Алексеевич.

Кун-çулĕ

1914 çултанпа Покровск ятла пулнă. 1931 ç. Энгельс ята, Фридрих Энгельс философа тата этем пĕрлĕхĕн ĕçченне хисеплесе панă. 1922-41 çç. — Атăлçи нимĕçĕсен АССР тĕп хули пулса тăрать.

1965 çулта Энгельса Сарӑтупа çыхăнтаракан автоçул кĕперне хунă.

Промăçлăхĕ

Ӳкерчĕк:Denkmal des Grossen Vaterlandischen Krieges in Engels (Oblast Saratow, Russland).jpg
Энгельсри Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин астăвăм палăкĕ
  • УАО «Металл Конструкцисен завочĕ» (кĕпер конструкцисем, вакун тăвасси)

Вăрçă объекчĕсем

Хулара Раççей СÇВ Энгельс авиабази вырнаçнă, унта РФ Инçет авиацийĕн 22-мĕш Донбасс йывăр бомба пăрахакан авиаци дивизийĕ тăрать. Ку раççей йĕтреллĕ хĕçпăшаллă стратеги авиацин, икĕ (Украинка авиабазипе пĕрле) базинчен пĕрри. Çаплах базăра АПШ пăхса тăнипе 1990-үеш çулсен варринче Раççейĕн стратеги бомбă пăрахакан Ту-160 самолёчĕсене пĕтернĕ (вĕсен фюзеляжне гильотинăпа татнă).

Паллă çыннисем

Паллă вырăнĕсем

Энгельсре Сарăту облаçĕн оперетта театăрĕ вырнаçнă.

  • Здание читального зала Центральной библиотеки, построенное в 1909 году
  • Петров çурчĕ — XX ӗмӗрĕн пуçламĕшĕ
  • Таса-Троица чиркĕвĕ — 1825 çулта тунă
  • Музейсем: Энгельс тăван ен тĕпчев музейĕ, Л. А. Кассиль музейĕ, Инçет авиации музейĕ
  • Юрий Гагарин çĕр çине аннă вырăнĕ

Вуламаллии

Темӑпа ҫыхӑннисем