Гагарин Юрий Алексеевич
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Гагарин Юрий Алексеевич (1934 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗ, Клушино[d], Анӑҫри область[d], Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 1968 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ, Новосёлово[d], Улатимĕр облаçĕ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — космоса вӗҫнӗ пӗрремӗш ҫын. СССР летчик-космонавчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, чылай патшалӑхӑн уйрӑмлӑх аслӑ паллисен кавалерӗ, Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи чылай хулан хисеплӗ гражданинӗ.
СССР СҪВ полковникӗ (1963), 1-мӗш класлӑ ҫар лётчикӗ, СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (1961), ВЛКСМ ТК пайташӗ, СССР Аслӑ Канашӗн 7-мӗш тата 8-мӗш пухӑвӗсен депутачӗ.
1961 ҫулхи акан 12-мӗшӗнче Юрий Гагарин тӗнче историйӗнче космос уҫлӑхне вӗҫнӗ пӗрремӗш ҫын пулса тӑнӑ[5]. «Восток» ракета-носителе «Восток-1» караппа пӗрле, унӑн борчӗ ҫинче Гагарин пулнӑ, Казах ССРӗн Кызылорда облаҫӗнче вырнаҫнӑ Байконур космодромран вӗҫтерсе янӑ. 108 минут[6] вӗҫнӗ хыҫҫӑн Гагарин Сарӑту облаҫне, Энгельс ҫывӑхне, ӑнӑҫлӑ анса ларнӑ. Акан 12-мӗшне, Юрий Гагарин космоса вӗҫнӗ куна, уяв тесе пӗлтернӗ — Космонавтика кунӗ .
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Маларахри пурнӑҫӗ тата вӗренӳ ҫулӗсем
Юрий Алексеевич Гагарин 1934 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ, документсем тӑрӑх — РСФСР Анӑҫ облаҫӗн Гжатск районӗнчи Клушино ялӗнче (хальхи вӑхӑтра — Смоленск облаҫӗнчи Гагарин районӗ)[5][7], урӑхла каласан, ашшӗ-амӑшӗ пурӑнакан (прописка) вырӑнӗпе. Ҫуралнӑ чӑн вырӑнӗ — Гжатск хулинчи (1968 ҫулта Гагарин хули ят панӑ) ача ҫуратмалли ҫурт[8] . Хресчен-рабочи хутлӑхӗнчен тухнӑ ҫын шутланать: ашшӗ, Алексей Иванович Гагарин (1902 ҫулхи пушӑн 14 (27)-мӗшӗ[9] — 1973 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ[10] — платник, амӑшӗ, Анна Тимофеевна Матвеева (1903 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ — 1984 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ), — сӗт-тавар фермин ӗҫченӗ[~ 1][11], Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав тата Халӑхсен туслӑхӗн орденӗсемпе наградӑланӑ. Кукашшӗ, Тимофей Матвеевич Матвеев (1871—1918), Путилов завочӗн рабочийӗ, XIX ӗмӗр вӗҫӗнче Санкт-Петербургри Автово станцийӗнче Богомолов (халӗ Чӗрӗлӳ) урамӗнче пурӑннӑ.
Гагаринсен ҫемйинче виҫӗ ывӑлпа пӗр хӗр пулнӑ. Юрий виҫҫӗмӗш ача пулнӑ.
1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Гагаринсен ҫемйи Гжатска куҫса кайнӑ. 1949 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Юра Гжатск вӑтам шкулӗнче улттӑмӗш класран вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах авӑн уйӑхӗнче Люберцӑри 10-мӗш ремесла училищине вӗренме кӗнӗ[12][13], унта вӑл ҫавӑн пекех ӳнер пултарулӑхне хутшӑннӑ — вӗрсе каламалли оркестрта труба каланӑ[14]. Ҫав вӑхӑтрах Юрий рабочи ҫамрӑкӗсен каҫхи шкулне вӗренме кӗнӗ. Вӗреннӗ чухне, 1949 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче, комсомола кӗнӗ. Каҫхи шкулӑн ҫиччӗмӗш класне 1951 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пӗтернӗ, ҫӗртме уйӑхӗнче училищӗрен формовщик-литейщик специальноҫӗпе «пиллӗксемпе» вӗренсе тухнӑ[5][15].
1951 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Гагарин Сарӑтури индустри техникумӗн литейнӑй уйрӑмне вӗренме кӗрет, унта вӗреннӳсӗр пуҫне хӑйне лайӑх физкультурник тата «Ӗҫ резервӗсем» ДСО секретарӗ пек кӑтартнӑ. 1954 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнче Сарӑтури СССР ДОСААФӗн аэроклубне пӗрремӗш хут килнӗ. 1955 ҫулта Юрий Гагарин чылай ҫитӗнӳсем тунӑ, вӗренӗве лайӑх паллӑсемпе вӗҫленӗ тата Дубки спорт аэродромӗнче Як-18 самолетпа пӗрремӗш хӑй тӗллӗн вӗҫнӗ. Аэроклубра пӗтӗмпе Юрий Гагарин 196 вӗҫев пурнӑҫланӑ, 42 сехет те 23 минут вӗҫнӗ[5].
Авиацири карьера
1955 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче Гагарина Совет ҫарне илнӗ, Ӗренпур хулине (вӑл вӑхӑтра — Чкалов хули) К. Е. Ворошилов ячӗллӗ лётчиксен 1-мӗш ҫар авиаци училищине янӑ. Вӑл вӑхӑтра паллӑ пулнӑ Я. Ш. Акбулатов лётчик-инструктор патӗнче пӗлӳ [16][15]. 1957 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнче Гагарин училищӗрен лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухнӑ[5]
Икӗ ҫул хушши Ҫурҫӗр флочӗн[5] сывлӑш-ҫар вӑйӗсен 122-мӗш истребитель авиаци дивизийӗнче МиГ-15бис самолётсемпе тивӗҫтернӗ[17] 769-мӗш истребитель авиаци полкӗнче[17] службӑра тӑнӑ. 1959 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне пӗтӗмӗшле илсен 265 сехет вӗҫнӗ[5][18]. Унӑн «3-мӗш класлӑ ҫар летчикӗ» квалификаци пулнӑ[19]. Ҫар званийӗ — аслӑ лейтенант.
Космос отрядӗнче
Космонавтсен отрядне пухасси тата вӗсене «Восток-1» караппа пӗрремӗш хут вӗҫме хатӗрлесси пирки КПСС ТК тата СССР Министрсен канашӗн 1959 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнчи 22-10-мӗш номерлӗ Постановленийӗнче тата СССР Министрсен канашӗн 1959 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗнчи 569—264-мӗш номерлӗ Постановленийӗнче йышӑннӑ.
Пулас космонавтсене суйласа илсе хатӗрлессипе СССР Сывлӑш-ҫар вӑйӗсем ӗҫленӗ. 20 кандидата суйлама планланӑ.
1959 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче Гагарин космонавт кандидачӗсен ушкӑнне кӗртме ыйтса рапорт ҫырнӑ. Тепӗр эрнерен Гагарина Мускава Тӗп ӑслӑлӑхпа тӗпчев авиаци госпитальне сывлӑхне пур енлӗн тӗрӗслеме чӗнсе илнӗ. 1960 ҫул пуҫламӑшӗнче тата тепӗр ятарлӑ медкомисси пулнӑ, вӑл Гагарин аслӑ лейтенанта космос вӗҫевӗсем валли юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ.
1960 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче СҪВ Тӗп командующийӗн К. А. Вершининӑн хушӑвӗпе 26266-мӗш ятарлӑ ҫар чаҫне (в/ч) йӗркеленӗ, унӑн тӗллевӗ космонавтсене хатӗрлесси пулнӑ (кайран чаҫе СҪВ космонавчӗсене хатӗрлекен центр туса хунӑ). Гагарина СССР Тӗп командующийӗн К. А. Вершининӑн 1960 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗнчи хушӑвӗпе космонавт кандидачӗсен ушкӑнне кӗртнӗ, пушӑн 11-мӗшӗнче вара ҫемйипе пӗрле ҫар службин ҫӗнӗ вырӑнне тухса кайнӑ. Пушӑн 25-мӗшӗнчен космонавтсене хатӗрлемелли программӑпа занятисем пуҫланнӑ[20].
Космонавта суйлани тата хатӗрлени
Гагаринсӑр пуҫне космоса пӗрремӗш хут вӗҫмешкӗн тата темиҫе претендент пулнӑ; пурӗ ҫирӗм ҫын (СССР космонавчӗсен пӗрремӗш отрячӗ) пулнӑ. Кандидатсене Королёв йышӑнӑвӗпе ҫар летчик-истребителӗсен хушшинче суйланӑ, Кораблёв ун пек летчиксем перегрузка, стресс лару-тӑрӑвӗ, пусӑм выляни тӗлӗшпе опыт пур тесе шутланӑ. Космонавтсен пӗрремӗш отрядне медицина, психологи тата ытти параметрсене тӗпе хурса суйланӑ: ӳсӗмӗ 25-30 ҫул, кӗлетке ҫӳллӗшӗ170 см ытла мар, йывӑрӑшӗ 70—72 кг ытла мар[21], ҫӳллӗшпе стратосфера адаптацине пултарни, реакци хӑвӑртлӑхӗ, вӑй-хал тӳсӗмлӗхӗ, психика шайлашулӑхӗ. Юрий Гагарин ӳсӗмӗ, официаллӑ служба характеристикипе килӗшӳллӗн, 165 см пулнӑ[22], урӑх даннӑйсем тӑрӑх вара, ҫав шутра «ЕКА» та[23], 157 см пулнӑ[24]. Ӳсӗмпе тата виҫепе тивӗҫтересси «Тухӑҫ» космос карапӗ ҫинчи тивӗҫлӗ чарусене пула сиксе тухнӑ, вӗсене «Тухӑҫ» ракета-носитель хӑвачӗпе палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне кандидатсене суйласа илнӗ чухне лайӑх характеристикӑна, партире пулнине (1959 ҫулта Гагарин КПСС пайташӗн кандидачӗ пулса тӑнӑ, партие 1960 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче кӗнӗ), политика хастарлӑхне, социаллӑ йӑхран тухнине шута илнӗ[25].
1961 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче «Восток» космос карапне вӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комиссийӗн хупӑ ларӑвӗ иртнӗ, ӑна СССР Министрсен канашӗн оборона техникипе ӗҫлекен Патшалӑх комитечӗн председателӗ К. Н. Руднев ертсе пынӑ. Комисси историре ҫынна космоса вӗҫтересси пирки пӗрремӗш задание ҫирӗплетнӗ, ӑна С. П. Королёвпа Н. П. Каманин алӑ пуснӑ:
Оригиналлӑ текст (выр.)Выполнить одновитковый полёт вокруг Земли на высоте 180—230 километров, продолжительностью 1 час 30 минут с посадкой в заданном районе. Цель полёта — проверить возможность пребывания человека в космосе на специально оборудованном корабле, проверить оборудование корабля в полёте, проверить связь корабля с Землёй, убедиться в надёжности средств приземления корабля и космонавта.
Ҫӗр тавра 180—230 километр ҫӳллӗшӗнче 1 сехет те 30 минут хушши палӑртнӑ районта анса ларса вӗҫмелле. Вӗҫев тӗллевӗ — ҫын космосра ятарлӑ оборудованиллӗ карап ҫинче пулма пултарнине тӗрӗслесси, вӗҫевре карап оборудованине тӗрӗслесси, Ҫӗр чӑмӑрӗпе карап ҫыхӑнӑвне тӗрӗслесси, караппа космонавт анса лармалли хатӗрсем шанчӑклӑ пулнине ҫирӗплетесси
.
Ларӑвӑн уҫӑ пайӗ хыҫҫӑн комисси пӗчӗк йышпа тӑрса юлнӑ та Каманин Юрий Гагарина вӗҫеве яма сӗннине ҫирӗплетнӗ, Титова вара саппас космонавт пек ҫирӗплетнӗ[26].
Космоса вӗҫни
1961 ҫулхи акан 12-мӗшӗнче Мускав вӑхӑчӗпе 09: 07 сехетре (06:07 UTC) Байконур космодромӗнчен «Восток» карапа Юрий Алексеевич Гагарин пилот-космонавтпа старт панӑ.
«Восток» ракета-носитель йӗркеллех ӗҫленӗ, анчах вӗҫлекен тапхӑрта радиоуправлени системи ӗҫлеймен, унӑн 3-мӗш картлашкари двигательсене сӳнтермелле пулнӑ. Двигателе дубликат механизмӗ (таймер) ӗҫлесе кайнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ сӳнтернӗ, анчах та карап орбитӑна хӑпарнӑ ӗнтӗ, унӑн ҫӳлти пӑнчи (апогей) палӑртнинчен 100 км ҫӳллӗрех пулнӑ: орбита параметрӗсем 327×180 км пулнӑ[27]. Ҫакӑн пек орбитӑран «аэродинамикӑлла торможенипе» усӑ курса каясси, тӗрлӗ хаклав тӑрӑх, 20 кунран пуҫласа 50 кун таран кирлӗ пулма пултарнӑ[27][28].
Орбитӑра Гагарин хӑйӗн туйӑмӗсем, карап мӗнлерех пулни тата сӑнавсем ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл иллюминатор витӗр Ҫӗре унӑн пӗлӗтлӗхӗпе, тусемпе, вӑрмансемпе, юханшывсемпе, тинӗссемпе сӑнанӑ, Ҫӗр сулхӑнӗнче вӗҫнӗ чухне тӳпене, Хӗвеле, ытти ҫӑлтӑрсене курнӑ.
Ҫӗр тавра пӗр ҫаврӑм пурнӑҫласа, 10: 53 сехетре 106-мӗш минутра карап вӗҫеве вӗҫленӗ. Торможени системи чӑхӑмланӑран аппарат Гагаринпа паланланӑ пек Сталинградран 110 ҫухрӑмра мар, Сарӑту облаҫӗнче, Энгельсран инҫех мар, Смеловка тата Подгорное ялӗсен ҫывӑхӗнче, анса ларнӑ. 10:48 сехетре ҫывӑхри зенитпа ракета дивизионӗн радарӗ[29] паллӑ мар объекта тупнӑ — ку вӑл анакан аппарат пулнӑ (зенитчиксене пӗр талӑк маларах «тӳпери контейнерсене» сӑнама хушнӑ).
Космонавта вӗҫев хыҫҫӑн курнӑ пӗрремӗш ҫынсем вырӑнти вӑрман хуралҫин арӑмӗ Анна (Анихайят) Тахтарова тата унӑн улттӑри мӑнукӗ Рита (Румия) [30]. Кӗҫех вырӑна дивизионри ҫар ҫыннисем тата вырӑнти колхозниксем килсе ҫитнӗ. Ҫар ҫыннисен пӗр ушкӑнӗ анакан аппарата хурала илнӗ, тепри Гагарина чаҫ вырнаҫнӑ ҫӗре илсе кайнӑ. Унтан Гагарин телефонпа ПВО дивизи командирне рапорт панӑ: «СҪВ тӗп командующине калама ыйтатӑп: задачӑна пурнӑҫларӑм, палӑртнӑ районта анса лартӑм, хама лайӑх туятӑп, сурансемпе хуҫӑлнисем ҫук. Гагарин»[31].
- Статистика[32]
| # | Старт карапӗ |
Старт, UTC | Экспедици | Посадка карапӗ |
Посадка, UTC | Вӗҫев | Уҫӑ космоса тухнисем |
Уҫӑ космосри вӑхӑт |
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 1 | Восток-1 | 12.04.1961, 06:07 | Восток-1 | Восток-1 | 12.04.1961, 07:55 | 00 талӑк 01 сехет 48 минут | 0 | 0 |
Совет тапхӑрӗнчи МИХсенче ҫутатни
Ҫын космоса пӗрремӗш хут вӗҫнин вӑрттӑнлӑхра пулнине кура Гагарин вӗҫтересси пирки хыпара малтан ҫутатман. Ӑна палласа илме май паракан анлӑ сарӑлнӑ кадрсене космоса янӑ кун мар, каярахпа ятарласа кинохроника валли ӳкернӗ, унта Гагарин чӑн-чӑн вӗҫев вӑхӑтӗнче мӗн-мӗн тунине тепӗр хут туса кӑтартнӑ.
1961 ҫулхи акан 12-мӗшӗнче Ю. Б. Левитан диктор ТАСС хыпарне, Юрий Гагарин «Восток» космос карапӗпе вӗҫнине, радиопа пӗлтернӗ[33]:
Оригиналлӑ текст (выр.)«12 апреля 1961 года в Советском Союзе выведен на орбиту вокруг Земли первый в мире космический корабль-спутник „Восток“ с человеком на борту. Пилотом-космонавтом космического корабля-спутника „Восток“ является гражданин Союза Советских Социалистических Республик лётчик майор Гагарин Юрий Алексеевич».
«1961 ҫулхи акан 12-мӗшӗнче Совет Союзӗнче тӗнчери пӗрремӗш «Восток» космос карап-спутникне борт ҫинче ҫынпа пӗрле Ҫӗр тавра орбитӑна кӑларнӑ. «Восток» космос карап-спутникӑн пилот-космонавчӗ — Совет Социализм Республикисен Пӗрлешӗвӗн майор лётчикӗ Гагарин Юрий Алексеевич.
Космоса вӗҫнӗ хыҫҫӑн
Мускаври тӗлпулу
Чи малтанах Гагарин Мускавра чаплӑ кӗтсе илме никам та планламан. Юлашки самантра пӗтӗмпех Никита Сергеевич Хрущёв татса панӑ. Унӑн ывӑлӗ Сергей Хрущёв каланӑ тӑрӑх:
Оригиналлӑ текст (выр.)Он начал с того, что позвонил министру обороны маршалу Малиновскому и сказал: «Он у вас старший лейтенант. Надо его срочно повысить в звании». Малиновский сказал, довольно неохотно, что даст Гагарину звание капитана. На что Никита Сергеевич рассердился: «Какого капитана? Вы ему хоть майора дайте». Малиновский долго не соглашался, но Хрущёв настоял на своём, и в этот же день Гагарин стал майором.
Вӑл хӳтӗлев министрӗ Малиновский маршал патне шӑнкӑравланинчен пуҫларӗ та ҫапла каланӑ: «Вӑл сирӗн аслӑ лейтенант. Ӑна часрах званире ӳстермелле». Малиновский питех кӑмӑллӑн мар Гагарина капитан званийӗ парассине каларӗ. Куншӑн Никита Сергеевич тарӑхса кайрӗ: «Мӗнле капитан? Эсир ӑна хӑть майор званине парӑр». Малиновский нумайччен килӗшмерӗ, анчах Хрущёв хӑйӗнни ҫинче ҫине тӑчӗ, ҫав кунах Гагарин майор пулса тӑчӗ.
Унтан Хрущёв Кремле шӑнкӑравланӑ та Гагарина тивӗҫлӗ кӗтсе илмешкӗн хатӗрленме хушнӑ.
Ытти свидетельствӑсем тӑрӑх, черетлӗ капитан ятне Гагаринӑн 1961 ҫулхи ака уйӑхӗнче илмелле пулнӑ, анчах Д. Ф. Устинов ӑна тӳрех майор ятне пама сӗннӗ. Черетсӗр ят парасси ҫинчен калакан хушӑва старта тухичченех хатӗрленӗ, анчах Юрий Гагарин хӑйӗн майор званийӗ пирки анса лартсан тин пӗлнӗ[34]. ТАСС-ӑн ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче мӗнпур хыпарӗнче «Юрий Гагарин майор» пирки каланӑ.
Акан 14-мӗшӗнче Гагарин патне Ил-18 вӗҫсе килнӗ, Мускав патне ҫывхарнӑ чухне самолёт ҫумне МиГ-17 истребительсенчен тӑракан хисеплӗ авиаци эскорӗ хушӑннӑ. Самолётсем эскортпа Мускав варрипе, Хӗрлӗ тӳрем ҫийӗн, стройпа вӗҫнӗ, унтан Внуково аэропортӗнче анса ларнӑ, унта Гагарина чаплӑн кӗтсе тӑнӑ: савӑнакан ҫынсем, журналистсем тата операторсем, ҫӗршыв ертӳлӗхӗ. Самолёта аэропортӑн тӗп ҫурчӗ патне пӑрӑннӑ, трапа антарнӑ, ун тӑрӑх чи малтан Гагарин аннӑ. Самолётран пуҫласа правительство трибуни таран йӑм-хӗрлӗ кавир сарнӑ, ун тӑрӑх Юрий Гагарин утнӑ. Утнӑ чухне унӑн пушмакӗн шнурокӗ салтӑнса кайнӑ (тепӗр версипе — нуские туртса ҫыхмалли вӗҫерӗнсе кайнӑ), анчах вӑл чарӑнса тӑман, такӑнса ӳкес хӑрушлӑх пулсан та[35] совет авимаршалӗ «Мы рождены, чтоб сказку сделать былью» оркестр юрри янӑранӑ май правительство трибунисем патне ҫитнӗ. Трибуна патне ҫитсен Юрий Гагарин Никита Хрущёва рапорт панӑ:
Оригиналлӑ текст (выр.)Товарищ Первый секретарь Центрального Комитета Коммунистической партии Советского Союза, Председатель Совета Министров СССР! Рад доложить вам, что задание Центрального Комитета Коммунистической партии и Советского правительства выполнено…
Совет Союзӗн Коммунистсен партийӗн Тӗп Комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ, СССР Министрсен канашӗн Председателӗ-юлташ! Коммунистсен партийӗн Тӗп Комитечӗн тата Совет правительствин заданине пурнӑҫлани ҫинчен сире пӗлтерме хавас...
Малалла уҫӑ «ЗИЛ-111В»-па кайнӑ, Гагарин ура ҫине тӑрса кӗтсе илекенсене саламланӑ. Йӗри-тавра саламланӑ сасӑсем илтӗннӗ, нумайӑшӗ плакатсем сулланӑ. Пӗр ҫын йӗри-тавра ҫавӑрса илни витӗр вирхӗнсе тухса Гагарина чечек ҫыххи тыттарнӑ. Хӗрлӗ тӳремре митинг иртнӗ, унта Никита Хрущёв Гагарина Совет Союзӗн Паттӑрӗн тата «СССР лётчик-космонавчӗ» званисене пани ҫинчен пӗлтернӗ.
Митинга 3 сехетлӗ демонстраци пулса тӑнӑ, Юрий Гагарин тата совет патшалӑхӗн ертӳҫисем Ленин мавзолейӗн трибуни ҫинчен саламланӑ. Демонстраци вӗҫленсен Никита Хрущёв Гагарина мавзолея, саркофаг патне. Уяв Кремльте тӑсӑлнӑ, унта нумай конструктор пулнӑ, вӗсен ячӗсене ун чухне официаллӑ майпа каламан-ха. Леонид Брежнев Гагарина Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑррне» тата Ленин орденне панӑ. Ҫав кун ҫуралнӑ нумай арҫын ачана ашшӗ-амӑшӗ Гагарина халалласа Юрий тесе ят панӑ.
Тепӗр кунне пресс-конференци пулнӑ, унта Гагаринӑпа конструкторсене ют ҫӗршыври журналистсем ыйтусем панӑ. Конференци Гагарина ҫак ыйтӑва панинчен пуҫланнӑ: вӑл халӗ АПШ-ра пурӑнакан Гагарин кнеҫсен йӑхӗн тӑхӑмӗсен тӑванӗ мар-и? Гагарин ҫапла хуравланӑ: «Хамӑн тӑвансен хушшинче нимӗнле кнеҫсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсене те пӗлместӗп, вӗсем ҫинчен нихӑҫан та илтмен».
Ют ҫӗршывсене кайни
Ют ҫӗршывсенчен пӗрремӗшне Юрий Гагарин Чехословакие кайнӑ. Вӑл ахаль Ту-104 рейспа Прагӑна вӗҫнӗ. Гагарин ҫавӑн пекех Болгарие, Финляндие, Аслӑ Британие, Польшӑна, Кубӑна, Бразилие Кюрасао утравӗ ҫинче чраӑнса, Канадӑна Исландире чарӑнса, Венгрире, Индире, Цейлон (халӗ Шри-Ланка), Афганистана ҫитсе курнӑ. 1962 ҫулта Гагарин Пӗрлешнӗ Араб Республикинче (Египет) пулнӑ.
1963 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Гагарин Парижа ҫитнӗ, унта астронавтикӑн Пӗтӗм тӗнчери XIV конгресне хутшӑннӑ[36]. 1963 ҫулхи юпа уйӑхӗнче В. Терешковӑпа пӗрле Нью-Йоркри ООН штаб-хваттерне ҫитсе курнӑ[37].
Юрий Гагарин ют ҫӗршывсен визичӗсен шайӗнче пӗтӗмпе 30 яхӑн ҫӗршыва ҫитсе курнӑ[38].
Малашнехи пурнӑҫӗ тата карьера
1961 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗнче Юрий Гагарин Жуковский ячӗллӗ Сывлӑш-ҫар инженери академине вӗренме кӗнӗ, 1968 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче вара С. М. Белоцерковский ертсе пынипе унта пӗр вырӑнлӑ сывлӑш-космос вӗҫев аппарачӗн итлекенсен-космонавтсен ушкӑнӗ хатӗрлекен методологипе усӑ курас тата сасӑ умӗнхи аэродинамика енӗпе диплом проектне хӳтӗленӗ. Патшалӑх экзамен комиссийӗ Юрий Гагарин полковника «лётчик-инженер-космонавт» квалификацие панӑ, ӑна академин адъюнктурине сӗннӗ[39].
1964 ҫулта Гагарин Космонавтсене хатӗрлекен центрӑн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ, ӑна совет космонавчӗсен отрячӗн командирне лартнӑ.
Гагарин СССР Аслӑ Канашӗн 6-мӗш (1962 ҫулта Сычёв округӗпе Совет Союзне суйланнӑ) тата 7-мӗш (1966 ҫулта Национальноҫсен канашне) пухӑвӗсен депутатне суйланнӑ[40], ВЛКСМ ТК пайташӗ шутланнӑ (ВЛКСМ-ӑн XXIV тата XXV съезчӗсенче суйланнӑ) тата «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» хаҫатӑн штатра тӑман космонавтика уйрӑмне ертсе пынӑ (1964 ҫултанпа). Унсӑр пуҫне космоса вӗҫнин историллӗ пӗлтерӗшне пула вӑл ют ҫӗршывсенче те паллакан ҫын пулса тӑнӑ. Гагарин Совет-Куба туслӑхӗн пӗрлӗхӗн президенчӗ[41], «Финлянди — СССР» пӗрлӗхӗн хисеплӗ пайташӗ пулнӑ, тӗнчери нумай ҫӗршыва тӑнӑҫлӑхпа туслӑх миссийӗпе ҫӳренӗ.
1965 ҫулта Гагарин иртнӗ вӑхӑтри палӑксене упрамалли пирки пысӑк пӗлтерӗшлӗ заявлени тунӑ, Мускавра Христос Ҫӑлавҫӑ храмне 1931 ҫулта аркатнӑшӑн куляннине палӑртнӑ. 1965 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче ВЛКСМ ТК VIII пленумӗнче тухса калаҫнӑ май Гагарин ҫапла пӗлтернӗ: «Эпир тӑтӑшах палӑксене упраса хӑварасси пирки шухӑшламасӑр паттӑрла иртнӗлӗхе хисеплемешкӗн ҫителӗксӗр воспитани паратпӑр. Мускавра 1812 ҫулхи Триумф илнӗ те юсаман, Наполеона ҫӗнтернӗ ятпа пӗтӗм ҫӗршывӗпех пухнӑ укҫапа хӑпартнӑ Христос Ҫӑлавҫӑ храмне аркатнӑ. Иртнӗлӗх палӑкӗсемпе варварла хӑтланнин списокне малалал тӑсма пултаратӑп. Шел те, кун пек тӗслӗхсем нумай»[42][43]. Каярахпа Гагарин асӑннӑ икӗ объекта та юсаса ҫӗнетнӗ, Триумф хапхине Кутузов проспектӗнче космонавт пурӑннӑ чухнех, 1966—1968 ҫулсенче, туса лартнӑ; ахӑртнех, унӑн сӗнӗвӗсене, ытти общество пуҫарӑвӗсен хушшинче, влаҫсем шута илнӗ.
1966 ҫулта Гагарина Пӗтӗм тӗнчери астронавтика академийӗн хисеплӗ пайташне суйланӑ, ҫав ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчех Гагарин «Союз» программӑпа тренировкӑсене пуҫӑннӑ. Ӑна ҫӗнӗ караппа пӗрремӗш хут вӗҫнӗ Владимир Комаровӑн дублёрӗ туса хунӑ. Хӗвел батарейин юсавсӑрлӑхне пула вӗҫеве маларах вӗҫленӗ, парашют тытӑмӗн йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пула космонавт вилнӗ. Королёв чӗрӗ пулнӑ тӑк, тен, Гагарин «Союз-1» карапӑн тӗп пилочӗ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен Королёв ӑна ҫӗнӗ йышши караппа вӗҫме сӑмах панӑ[44].
Питӗ ӗҫлӗ пулсан та Гагарин чун киленӗҫӗ валли те вӑхӑт тупнӑ: вӑл шыв йӗлтӗрӗпе ярӑнма юартнӑ тата кактуссен коллекцилени пухнӑ[45].
1964 ҫулта, ытларах Ю. А. Гагарин пуҫарӑвӗпе, СССР шыв йӗлтӗр спорчӗн федерацине туса хунӑ, 1965 ҫулта вара шыв йӗлтӗрӗ енӗпе пӗрремӗш СССР чемпионатне ирттернӗ[46].
Вилни
1968 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнче Гагарин Владимир облаҫӗнчи Киржач районӗнчи Новосёлово ялӗ ҫывӑхӗнче В. С. Серёгин опытлӑ инструктор ертсе пынипе МиГ-15УТИ самолётпа тренировка туса вӗҫнӗ чухне авиаци катастрофинче вилнӗ. Гагаринпа Серёгинӑн ӳчӗсене кремирование тунӑ. Гагаринпа тата Серёгинпа 1968 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче сывпуллашнӑ. Совет Ҫарӗн Тӗп ҫуртӗнче вӗсен ӳчӗн кӗлӗн урнисене вырнаҫтарнӑ, Хӗрлӗ тӳремре траур митингӗ иртнӗ, ҫӗршывра пӗр минут шӑп тӑмаллине пӗлтернӗ. Гагаринпа Серёгин ӳчӗсен кӗлӗн урнисене Кремль стени ҫине ҫар чысӗсемпе пытарнӑ[47].
Хисеплӗ ятсем тата наградӑсем
Званисем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1961 ҫулхи акан 14-мӗшӗ, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 11175)
- СССР лётчик-космонавчӗ (1961 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ)
- ЧССР Социализм Ӗҫӗн Паттӑрӗ (1961 ҫулхи акан 29-мӗшӗ)
- Социализм Ӗҫӗн Паттӑрӗ (Болгари Халӑх Республики) (1961 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ)
- Ӗҫ Паттӑрӗ (Вьетнам) (1962 ҫулхи акан 28-мӗшӗ)
Совет правительстви ҫавӑн пекех Ю. А. Гагарина аслӑ лейтенант званийӗнчен тӳрех майор таран ӳстернӗ (космоса аслӑ лейтенант званийӗпе вӗҫнӗ).
«Подполковник» звание Юрий Гагарина 1962 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗнче панӑ, «полковник» званине вара — 1963 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗнче.
- Совет- Куба туслӑхӗн обществин президенчӗ
- «Финлянди — Совет Союзӗ» тата ытти обществӑн хисеплӗ пайташӗ.
1966 ҫултанпа Юрий Гагарин Пӗтӗм тӗнчери астронавтика академийӗн хисеплӗ пайташӗ шутланать.
- СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (1961, звание космоса вӗҫнӗшӗн тата космос уҫлӑхӗнче тӗнчери пӗрремӗш рекрдсене лартнӑшӑн панӑ[19][~ 2])
- Военный лётчик 1-го класса (1961, квалификация присвоена за космический полёт)[19]
Орденсем
- Ленин орденӗ (СССР,1961 ҫулхи акан 14-мӗшӗ)
- «Георгий Димитров» орденӗ (Болгари, 1961 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ)
- II класлӑ Индонези Ҫӑлтӑр орденӗ (Индонези, 1961 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ)
- I степень «Грюнвальд хӗресӗ» орден (Польша, 1961 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ)
- «Плайя-Хирон» ореднӑн пӗрремӗш кавалерӗ (Куба, 1961 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ)
- «Сывлӑш ишевӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (Бразили, 1961 ҫурлан 2-мӗшӗ)
- I степень ВНР Ялавӗн кеверлӗ орденӗ (Венгри, 1961 ҫурлан 21-мӗшӗ)
- «Нил Ожерельйи» (Египет, 1962 сулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ)
- Африка Ҫӑлтӑрӗн орденӗн Пысӑк хӑйӑвӗ (Либери, 1962 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ)
- Карла Маркс орденӗ (ГДР, 1963 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ)
Медальсем тата дипломсем
Ҫӑлкуҫ[48].
- «СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсем — 40 ҫул» медаль (СССР, 1958)
- «Ҫерем ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗшӗн» медаль (СССР, 1961 ҫулхи акан 12-мӗшӗ)
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (СССР, 1961 акан 14-мӗшӗ)
- Британири планетӑсен хушшинчи пӗлтерӳсен сообществин ылтӑн медалӗ, 1961
- Австри правительствин ылтӑн медалӗ, 1962
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫирӗм ҫул» юбилейлӑ медаль (СССР, 1965 ҫӑвӑн 9-мӗшӗ)
- III степень «Лайӑх службӑшӑн» медаль (СССР, 1966 ҫулхи пуш)
- «СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсем — 50 ҫул» медаль (СССР, 1968 ҫулхи кӑрлач)
- «Планетӑсен хушшинчи пӗлтерӳсен тытӑмӗнчи паллӑ ӗҫсемшӗн» Константин Циалковский ячӗллӗ ылтӑн медаль (АН СССР)
- Де Лаво медалӗ (Пӗтӗм тӗнчери аэронавтики федерацийӗ)
- Италири космонавтика ассоциацийӗн «Ҫын космосра» ылтӑн медалӗ тата хисеплӗ дипломӗ
- «Палӑрнӑ ӗҫсемшӗн» ылтӑн медаль тата Швецири Королева аэроклубӗн хисеплӗ дипломӗ
- Пӗтӗм тӗнчери аэронавтики федерацийӗ ылтӑн авиаци медалӗ
- Колумб медалӗ (Итали)
- Сен-Дени хулин ылтӑн медалӗ (Франци)
- Маццотти фончӗн «Хӑюлӑхшӑн» Преми ылтӑн медалӗ (Итали), 2007
- ВЛКСМ хисеп палли
- тата ыттисем.
Хисеплӗ гражданлӑх
Юрий Гагарин ҫак хуласен хисеплӗ ҫынни пулнӑ:
- СССР — Байконур, Калуга, Новозыбков, Клинцы, Новочеркасск, Люберцы, Сумгаит, Смоленск, Винница, Севастополь, Сарӑту, Амур ҫинчи Комсомольск, Тӗмен, Гагарин[50].
- Раҫҫей — Ӗренпур, Щёлково районӗ[51]
- Болгари — София, Перник, Пловдив
- Греци — Афины
- Кипр — Фамагуста, Лимасол
- Франци — Сен-Дени
- Чехословаки— Тренчьянске Теплице
Ҫавӑн пекех ӑна Каир тата Александрия (Египет) хулисен хапхисен ылтӑн уҫҫине панӑ[48][52].Каир хапхин уҫҫине 1962 ҫулта Салахом Дессуки хулин кӗпӗрнаттӑрӗ панӑ[53].
Укҫан хавхалантарни
Пӗрремӗш космонавт СССР правительствинчен преми пек илнӗ:
Ҫар хисепӗсем
- Сержант (1956 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ).
- Лейтенант (1957 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ).
- Аслӑ лейтенант (1959 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ).
- Майор (1961 ҫулхи акан 12-мӗшӗ, капитан ҫар званийӗнчен иртсе).
- Подполковник (1962 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ)
- Полковник (1963 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ).
Ҫемье
- Алашшӗ — Иван Фёдорович Гагарин (1858—1914), хресчен, платник, столяр.
- Кукашшӗ — Тимофей Матвеевич Матвеев (1871—1918), Путилов заводӗнчи рабочи, революционер. Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче инвалид пулса юлнӑ.
- Кукамӑшӗ — Анна Егоровна Матвеева (1875—1922), прачка, кӗпе-йӗм ҫуса укҫа ӗҫлесе илнӗ. Шатраллӑ тифпа чирлесе вилнӗ.
- Асламӑшӗ — Анастасия Степановна Гагарина (1864—1928)
- Ашшӗ — Алексей Иванович Гагарин (1902—1973) — кӗтӳҫӗ, платник пулса ӗҫленӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, инвалид пулса юлнӑ; ФЗУ шкулӗн коменданчӗ, «Динамик» заводра столяр пулса ӗҫленӗ. Гагарин хулинчи Предтечи масарӗн тӗп аллейинче пытарнӑ.
- Амӑшӗ — Анна Тимофеевна Матвеева (1903—1984), уй-хирте тата теплицӑра ӗҫленӗ, унтан доярка тата сысна фермин заведующийӗ пулнӑ. Гагарин хулинчи Предтечи масарӗн тӗп аллейинче пытарнӑ.
- Аппӑшӗ — Зоя Алексеевна Гагарина (качча кайсан Бруевич, 1927—2004) Гжатск пульницинче медсестрара ӗҫленӗ. Гагарин хулинчи Предтечи масарӗн тӗп аллейинче пытарнӑ. Унӑн хӗрӗ, Тамара Дмитриевна Филатова, — Ю. А. Гагарин музейӗн пай заведующийӗ (Гагарин хули)[55].
- Пиччӗшӗсемпе шӑллӗсем:
- Валентин Алексеевич Гагарин (1924—2006) платник пулса ӗҫленӗ, кайран Рязаньти радиолампа завочӗн мастерӗ, слесарь-сборщикӗ пулнӑ, «Манӑн шӑллӑм — Юрий» кӗнеке авторӗ. Гагарин хулинчи Предтечи масарӗн тӗп аллейинче пытарнӑ.
- Борис Алексеевич Гагарин (1936—1977) — Харьковри авиаци институтне пӗтернӗ. ОКБ-23-ре, кайран Гжатскри радиолампа заводӗнче инженерта ӗҫленӗ. Гагарин хулинчи Предтечи масарӗн тӗп аллейинче пытарнӑ.
- Арӑмӗ — Валентина Ивановна Гагарина, ҫуралнӑ чухнехи хушамачӗ Горячева (1935—2020). 1957 ҫулта Ӗренпурта пӗрлешнӗ. Вӗҫев управленийӗн центрӗн Медицина управленийӗн лабораторийӗнче ӗҫленӗ[56]. Ӗренпурта Валентинӑн ҫемйи пурӑннӑ ҫуртра кайран Юрий тата Валентина Гагаринсен музей-хваттерне уҫнӑ.
- Хӗрӗсем:
- Елена Юрьевна Гагарина (1959 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ) — «Мускав Кремлӗ» музей-заповедникӑн тӗп директорӗ, искусствоведени кандидачӗ.
- Гагарина Галина Юрьевна — (1961 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ) — профессор, Г. В. Плеханов ячӗллӗ Раҫҫей экономика университечӗн наци тата регион экономикин кафедрин заведующийӗ, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ[57].
Тӗн ҫине мӗнле пӑхни
Космонавт тӗн ҫине хӑй мӗнле пӑхнине хӑйӗн кӗнекинче ҫапла палӑртнӑ:
Оригиналлӑ текст (выр.)Полёт человека в космос нанёс сокрушительный удар церковникам. В потоках писем, идущих ко мне, я с удовлетворением читал признания, в которых верующие под впечатлением достижений науки отрекались от бога, соглашались с тем, что бога нет и всё связанное с его именем — выдумка и чепуха.
Ҫын космоса вӗҫни чиркӳ ҫыннисене ҫапса аркатнӑ. Ман пата килекен ҫырусенче эпӗ ӗненекенсем ӑслӑлӑх ҫитӗнӗвӗсен витӗмӗпе турӑран пӑрӑнни пирки, турӑ ҫуккипе килӗшни, ун ячӗпе ҫыхӑнни йӑлтах шутласа кӑларни тата пушӑ сӑмах пулни ҫинчен каласа кӑтартнине кӑмӑлласа вуларӑм.
Анчах Виктория Университетӗнчи Тревор Роквелла историк шухӑшӗпе, ҫак кӗнекене («Космоса — ҫул») унӑн содержанине скептицизмла хакласа автобиографиллӗ тесе условлӑ кӑна шутлама пулать. Роквелл Гагарин каланине кӗнекене «Правда» хаҫат корреспонденчӗсем Н. Денисовпа С. Борзенко ҫырса илнине, редакторӗ вара пысӑк вырӑнти генерал Николай Каманин (кӑна тутал листи ҫинче кӑтартнӑ) пулнине шута илет[58]. Ҫапла майпа вара официаллӑ «автобиографи» тӗн кампанине хирӗҫ тапхӑрти пропаганда хатӗрӗ пулса тӑма пултарнӑ, Юрий Гагарин ӗнентерӗвне палӑртмасан та пултарать.
Гагарин тӗне мӗнле пӑхнин ҫакӑн пек верси те пур, вӑл Гагарин «Космоса — ҫул» кӗнекере ҫак темӑпа каланине пачах хирӗҫле. Раҫҫейри космонавтсене хатӗрлекен центрӑн пӗрремӗш юхӑмӗнче ӗҫленисенчен пӗри Валентин Петров «Интерфакс-религия» агентствӑна панӑ интервьюра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Ҫӗр ҫинчи пӗрремӗш космонавтпа пӗрле Троице-Сергиев Лаврне ҫӳренӗ[59]:
Оригиналлӑ текст (выр.)Юрий Алексеевич, как все русские люди, был человеком крещёным и, насколько я могу знать, верующим. Для меня незабываемой остаётся наша совместная поездка в Троице-Сергиеву лавру в 1964 году, как раз когда Гагарину исполнилось 30 лет. <…> Когда мы пришли в лавру, толпа народу пошла к нему за автографами. Ещё даже служба не успела кончиться, но все, узнав о приезде Гагарина, поспешили к нему. Вот такая была народная любовь к Юре, и он не мог никому отказать.
Юрий Алексеевич, ытти вырӑс ҫынни пекех, тӗне кӗнӗ ҫын пулнӑ, эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ӗненекен. Маншӑн 1964 ҫулта унпа пӗрле Троице-Сергиев Лаврне кайни манӑҫми, ун чухне Гагарин шӑпах 30 ҫул тултарчӗ. <…> Эпир лавра килсен халӑх ун патне автограф патне пыма пуҫларӗ. Кӗлӗ те вӗҫленме ӗлкӗрейменччӗ, анчах пурте Гагарин килнине пӗлсен ун патне васкарӗҫ. Ҫавӑн пек пулнӑ халӑхӑн Юра патне юрату, вӑл никама та хирӗҫлеймен.
Ҫавӑн пекех Валентин Петров Гагарин Христос Ҫӑлавҫӑ храмне ҫӗнӗрен ҫӗклеме сӗнни ҫинчен каласа парать[59]:
Оригиналлӑ текст (выр.)А спустя некоторое время после нашей поездки Юрий Гагарин, выступая на заседании пленума ЦК по вопросам воспитания молодёжи, в открытую предложил восстановить храм Христа Спасителя как памятник воинской славы, как выдающееся произведение православия. Одновременно он предложил восстановить и разрушенную в то время Триумфальную арку. Мотив у Гагарина был очень простой: нельзя поднимать патриотизм, не зная своих корней. Поскольку храм Христа Спасителя — это памятник воинской славы, то люди, которые идут защищать Родину, должны это знать.
Пирӗн ҫулҫӳрев хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Юрий Гагарин ТК пленумӗн ларӑвӗнче ҫамрӑксене воспитани парас ыйту пирки калаҫнӑ чухне Христос Ҫӑлавҫӑ храмне ҫар мухтавӗн палӑкӗ, православин паллӑ хайлавӗ пек ҫӗнӗрен туса лартма уҫҫӑн сӗнчӗ. Ҫавӑн чухнех вӑл ҫав вӑхӑтра аркатнӑ Триумф хапхине ҫӗнӗрен тума сӗнчӗ. Гагаринӑн сӑлтавӗ ансат пулнӑ: хамӑрӑн тымарсене пӗлмесӗр патриотлӑха ҫӗклеме ҫук. Христос Ҫӑлавҫӑ храмӗ — ҫар мухтавӗн палӑкӗ, эппин, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме каякан ҫынсен ҫакна пӗлмелле.
Анчах та Петров Гагарин сӑмахӗсене тӗрӗс мар пӗлтерет. Юрий Алексеевич ҫӗнӗрен хӑпартасси пирки те, «православи тӗнӗн паллӑ хайлавӗ» ҫинчен те нимӗн те каламан. ВЛКСМ ТК VIII пленумӗнче калаҫнӑ чухне (текст оригиналӗ: Раҫҫей патшалӑх социаллӑ политика историйӗн архивӗ, 1-мӗш фонд, 2-мӗш опись, 2-мӗш пай, управ единици 471) Гагарин ҫапла каланӑ[60]:
Оригиналлӑ текст (выр.)На мой взгляд, мы ещё недостаточно воспитываем уважение к героическому прошлому, зачастую не думая о сохранении памятников. В Москве была снята и не восстановлена Триумфальная арка 1812 года, был разрушен храм Христа Спасителя, построенный на деньги, собранные по всей стране в честь победы над Наполеоном. Я бы мог продолжать перечень жертв варварского отношения к памяти прошлого.
Манӑн шухӑшпа, эпир хальлӗхе паттӑр иртнӗлӗхе хисеплессине ҫителӗксӗр воспитани паратпӑр, чылай чухне палӑксене упрасси пирки шухӑшамастпӑр. Мускавра 1812 ҫулхи Триумф хапхине илнӗ те ҫӗнӗрен туман, Наполеона ҫӗнтернӗ ятпа ҫӗршывӗпех пухнӑ укҫапа лартнӑ Христос Ҫӑлавҫӑ храмне аркатнӑ. Эпӗ иртнӗлӗх палӑкӗсем тӗлӗшпе варварла хӑтланнин списокне малалла тӑсма пултарӑттӑм.
Алексей Леонов космонавт ҫак лару-тӑрӑва ҫапла комментари панӑ:
Оригиналлӑ текст (выр.)Сейчас появилась тенденция, которая мне не нравится. Если в советское время утверждалось, что все космонавты — несомненные атеисты, то сейчас нередко всех их стремятся показать православными, воцерковлёнными людьми. Да, в советские годы откровенных безбожников практически не было, многие верили в Бога, но здесь не стоит преувеличивать и говорить, например, что Гагарин чуть ли не требовал восстановить разрушенный храм Христа Спасителя. Перед вами реальный документ, и из него видно, что Гагарин не призывал восстановить храм Христа Спасителя, он говорил о варварском отношении к патриотическим памятникам.
Халӗ мана килӗшмен тенденци тупӑнчӗ. Совет вӑхӑтӗнче пӗтӗм космонавт иккӗленӳсӗр атеист пулнӑ тесе ҫирӗплетнӗ тӗк халӗ чылай чухне вӗсене пурне те православи, чиркӳ ҫыннисем пек кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫапла, совет тапхӑрӗнче уҫҫӑн турра ӗненмен ҫынсем пулманпа пӗрех, чылайӑшӗ Турра ӗненнӗ, анчах кунта ӳстерсе каламалла мар, тӗслӗхрен, Гагарин аркатнӑ Христос Ҫӑлавҫӑ храмне ҫӗнӗрен тума ыйтни пирки. Сирӗн умра чӑн документ, унтан Гагарин Христос Ҫӑлавҫӑ храмне ҫӗнӗрен тума чӗнсе каламан, вӑл патриотлӑх палӑкӗсем тӗлӗшпе варварла хӑтланни пирки каланӑ.
Гагарин совет космонавчӗсем тӗне сивлесе ҫырнӑ «Советовец ҫӗршывӗн ҫамрӑк атеисчӗсене-ленинецӗсене» (1966 ҫулта «Ӑслӑлӑх тата тӗн» журналта пичетленнӗ[61]) хут ҫине алӑ пусман.
Хушма фактсем
- 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Космонавтсене хатӗрлекен центр Ю. Гагаринӑн харпӑр ӗҫне уҫса панӑ. Харпӑр ӗҫе анкета, ҫар службинче тӑни ҫинчен калакан таблица, вӗренӳ сведенийӗсем кӗреҫҫӗ[62].
- Британи хаҫачӗ Daily Mirror ҫын космоса пӗрремӗш хут вӗҫни пирки хыпар тата пӗрремӗш полосара Гагарина саламланине вырнаҫтарнӑ, совет космонавчӗн хушаматне Wild Duck тесе куҫарнӑ — «Дикая утка» («Кайӑк кӑвакал»)[63].
Оригиналлӑ текст (выр.)Он отправился в космос чуть позже семи вчера утром. Молодой 27-летний русский семьянин. Юрий Гагарин. Гагарин означает дикая утка. Он облетел вокруг всего мира. Пронёсся над океанами и континентами, сообщив просто: «Полёт проходит нормально. Чувствую себя хорошо». Дикая утка приземлилась где-то в России незадолго до девяти утра.
Вӑл космоса ӗнер ирхине кӑшт ҫиччӗ иртсен кайнӑ. 27 ҫулти ҫамрӑк вырӑс ҫемье арҫынни. Юрий Гагарин кайӑк кӑвакал тенине пӗлтерет. Вӑл пӗтӗм тӗнче тавра вӗҫсе ҫаврӑннӑ. Океансемпе континентсем ҫийӗн вӗҫсе иртсе ҫапла ансат пӗлтернӗ: «Вӗҫев йӗркеллех иртрӗ. Хама лайӑх туятӑп». Кайӑк кӑвакал ирхи тӑхӑр сехет ҫитиччен Раҫҫейре таҫта анса ларнӑ.
Астӑвӑм
Юрий Гагарин сӑнарӗ чылай культурӑпа ӳнер хайлавӗсенче пур.
Библиографи
- Гагарин Ю. А. Дорога в космос. Записки лётчика-космонавта СССР. — Правда, 1961.
- Гагарин Ю. А., Лебедев В. И. Психология и космос. — Молодая гвардия (серия «Эврика»), 1968, 1976. — 207 с.
- Гагарин Ю. Есть пламя!: статьи, речи, письма, интервью. — М.: Молодая гвардия, 1968.
Ӑнлантурсем
- Комментарисем
- ^ «… ашшӗ платник пулнӑ,амӑшӗ вара — доярка. Лайӑх ӗҫленӗшӗн ӑна сӗт-тавар фермин заведющине лартнӑ». — Гагарин, 1961
- ^ Звание СССР спорт обществисен тата организацийӗсен Тӗп канашӗ панӑ. Ю. А. Гагарин — заслуженный мастер спорта СССР // «Известия» : Газета. — 1961. — 14 акан (№ 90 (13636)). — .
- Ҫӑлкуҫсем
- ^ 1, 2 Гагарин Юрий Алексеевич // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
- ^ Jurij Aleksejevič Gagarin // Proleksis enciklopedija, Opća i nacionalna enciklopedija (хорв.) — 2009.
- ^ Juri Alexejewitsch Gagarin // Filmportal.de — 2005.
- ^ Большая российская энциклопедия (выр.) — М.: Большая российская энциклопедия, 2004.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Гага́рин Юрий Алексеевич / Александров А. П. // Восьмеричный путь — Германцы [Электронный ресурс]. — 2006. — С. 237. — (Пысӑк Раҫҫӗй энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 6). — ISBN 5-85270-335-4.
- ^ Давыдов В. А. Первый Пилотируемый Полёт, том 2. — Родина Медиа, 2011. — С. 42. — 1096 с. — ISBN 978-5-905350-01-6 / 9785905350016.
- ^ Пресс-бюллетень № 1 17. Оргкомитет по подготовке и проведению празднования в 2011 году 50-летия полёта в космос Ю. А. Гагарина (22 ҫурлан 2010). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
- ^ Николаев Николай. Тайна рождения Юрия Гагарина, // «Рабочий путь» — Смоленск (2011-03-02). 2013 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Первушин А. И. Юрий Гагарин: Один полёт и вся жизнь. Полная биография первого космонавта. — М.: Пальмира, 2017
- ^ Гагарин Алексей Иванович. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ «Фермӑна рассыльнӑй чупса килчӗ ... Чупатӑп, — хуравларӗ анне. — Вӑт сысна ҫурисене апат паратӑп та, киле тум улӑштарма кӗретӗр...» — Гагарин, 1979
- ^ Михайлова, Екатерина. Люберецкое ремесленное училище. Ю. А. Гагарин — сын Земли и звёзд. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Гагаринский техникум в подмосковных Люберцах — уже не Гагаринский. ИА Regnum (3 авӑнӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Алина Василенко. Играл на трубе, танцевал вальс. Необычные факты из биографии Юрия Гагарина. газета Аргументы и факты (11 акан 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Лесков, Сергей. Главный полёт человека // Газета «Известия». — 2011. — 5 акан. 2013 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Копылов И. С., Лазукин А. Н., Райкин Г. Л. Оренбургское лётное: Очерк истории Оренбургского высш. воен. авиационного Краснознамённого училища лётчиков им. И. С. Полбина. — Воениздат, 1976. — 268 с.
- ^ 1, 2 Ольга Воробьёва. Север в судьбе первопроходца (выр.). Красная Звезда. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Юрий Алексеевич Гагарин. astronaut.ru (3 ҫӑвӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 «Космонавт вӑл малашне майор кӑна мар, тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ тата виҫҫӗмӗш класлӑ мар, пӗрремӗш класлӑ ҫар лётчикӗ пулнине пӗлнӗ», — Галлай, 1985
- ^ Хронология событий Центра. ФГБУ «НИИ ЦПК имени Ю. А. Гагарина». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
- ^ Лантратов Константин. Резюме для космонавта, Журнал «Коммерсантъ-Власть», № 19 (773) (2008-05-19). 2011 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Минобороны России. рассекреченные архивные документы из фондов ЦА МО, рассказывающие об офицерской службе первого космонавта планеты Земля (выр.). Юрий Гагарин. На пути к звездам. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.
- ^ Yuri Gagarin (англ.). esa.int. Европейское космическое агентство. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Деннис Тито. Yuri Gagarin. Despite a humble upbringing, he became the first man in space and sparked a new era of exploration (англ.). time.com. — «Gagarin's eventual success in beating off 19 others to man the first flight owed as much to his physical characteristics as to his performance. Standing only 1.57m tall was an advantage in a small cockpit. Gagarin's humble upbringing and outgoing personality helped win him friends too—and fans.» Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2008 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Лебедев В. В. Астронавты и космонавты. Размышления о прочитанном., «Советская Россия» (2010-04-20). 2012 ҫулхи юпан 29-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Каманин Н. П. Скрытый космос (в 4-х кн.). — Инфортекст-ИФ, 1995—1997.
- ^ 1, 2 Михаил Руденко. Юрий Гагарин погибал трижды. Русская Германия, № 17 (2 ҫӑвӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2005 ҫулхи акан 30-мӗшӗ.
- ^ Пономарёва Валентина. Неоткрытый космос, Журнал «Дружба народов» (2000-11-05). 2012 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Столярова Татьяна. Гагарин приземлился в секретном ракетном дивизионе, («Саратовский Арбат» - специально для «КП»), Комсомольская правда (2002-04-12). 2011 ҫулхи акан 14-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Малинина, Екатерина. Девочка, которая первой встретила Гагарина на земле, сейчас работает официанткой под Астраханью. Комсомольская правда (6 акан 2011). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Маринин И. Апрельский день:44 года назад. «Новости космонавтики» (Ака 2005). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Statistics - Gagarin Yuri Alekseyevich (англ.). spacefacts.de. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи акан 29-мӗшӗ.
- ^ День радио. Голос советского радио Ю.Б. Левитан. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Приземление в «заданном районе» (выр.). epizodsspace.airbase.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Встреча Юрия Гагарина, RetroMap (2012-06-18). 2014 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Голованов, Василий. Праздник по имени Гагарин. «Известия» (12 акан 2010). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
- ^ Пресс-конференция советских космонавтов Ю. А. Гагарина и В. В. Терешковой в штаб-квартире ООН (16 октября 1963). ООН. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
- ^ ВДНХри стенд материалӗсем тӑрӑх // Отчёт о СССР: космос = USSR Report: Space. — Foreign Broadcast Information Service, Joint Publications Research Service, 1986. — С. 25. — 92 с. — (JPRS (Series)).
- ^ Белоцерковский С. М. Диплом Гагарина. — «Молодая гвардия», 1986. — 173 с.
- ^ Гафутулин, Наиль. Космонавт и депутат. Красная звезда (12 акан 2011). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Космонавтика: Энциклопедия / Редколлегия: В. П. Бармин, К. Д. Бушуев, В.С. Верещетин и др. — Советская энциклопедия, 1985. — 528 с.
- ^ Первый космонавт о разрушении Храма Христа Спасителя. Журнал «Фома» (11 акан 2011). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Российский Государственный архив социально-политической истории, фонд № 1, опись 2, часть 2, единица хранения 471
- ^ Шубин, Павел. Почему, зачем и как погиб космонавт Комаров: аудиокнига / читает Алексей Халецкий. — Компьюлента, 2011.
- ^ 1, 2 Гагарин Юрий Алексеевич. Роскосмос. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Борис Столярж. Юрий Гагарин и водные лыжи. waterskiworld.ru (15 ҫӗртмен 2008). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Скорбные дни прощания // Огонёк. — 1968. — № 15 (6 апреля). — .
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Роскосмос. Биография Ю.А. Гагарина, Центр управления полётами (ЦУП). 2013 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Юрий Алексеевич Гагарин, РКК Энергия. 2012 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Гагарин Алексей Иванович. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ Звание Почётного гражданина города Оренбурга присвоено Постановлением Оренбургского городского Совета от 11 апреля 2000 года № 59 (посмертно). Официальный сайт Администрации Оренбурга. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2007 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Биография первого космонавта планеты Юрия Алексеевича Гагарина - Госкорпорация «Роскосмос» (выр.). www.roscosmos.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
- ^ Уникальные фотографии визита Ю.Гагарина в Египет (выр.). Русский Дом в Каире. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
- ^ Светлана Самоделова. Секретная премия Юрия Гагарина. За свой полёт первый космонавт получил 15 тысяч рублей и кучу подарков. Московский комсомолец № 25325 (12 акан 2010). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
- ^ Шаров П. Незабываемая встреча с Гагариным, «Новости космонавтики» (2004-11-11). 2013 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ История любви Гагарина. Комсомольская правда (10 акан 2006). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
- ^ Гагарина Галина Юрьевна. Российский экономический университет имени Г. В. Плеханова. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
- ^ Rockwell, Trevor. "The Road to the Stars is Paved by the Communists!": Soviet Propaganda and the Hero-Myth of Iurii Gagarin(акăлч.). — University of Victoria, 2005. — P. 39, 40.
- ^ 1, 2 Интервью: Я горжусь обвинениями в том, что ввёл Юрия Гагарина в православие. Интерфакс-Религия (12 акан 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
- ^ "ФОМА": "Первый космонавт о разрушении Храма Христа Спасителя" (выр.). Интерфакс-религия (11 акан 2011). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ Юным атеистам-ленинцам Страны Советов // Наука и религия. — 1966. — № 8. — .
- ^ Рассекречено дело Гагарина (выр.). Lenta.RU. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
- ^ «Коммунист в космосе»: зарубежная пресса о триумфе Гагарина. РБК Стиль (12 акан 2017). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
Вуламалли
- Вырӑсла
- Гагарин Юрий Алексеевич / А. П. Александров // Восьмеричный путь — Германцы. — М. : Большая российская энциклопедия, 2006. — С. 237. — (Пысӑк Раҫҫӗй энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 6). — ISBN 5-85270-335-4.
- Артёмов В. В. Юрий Гагарин. Человек-легенда. — Олма Медиа Групп, 2011. — 272 с. — 6000 экз. — ISBN 978-5-373-03953-6.
- Берег Вселенной / под ред. Болтенко А. С.. — «Феникс», 2014. — ISBN 978-966-136-169-9.
- Гагарин, Валентин Алексеевич. Мой брат Юрий: Повесть: Об Ю. А. Гагарине / Лит. запись В. Сафонова. — 2-е изд., доп. — Московский рабочий, 1979. — 384 с.
- Гагарин Ю. А. Дорога в космос. — Воениздат, 1978. — 370 с. — 100 000 экз.
- Гагарина А. Т. Слово о сыне / Запись Т. Копыловой. — Молодая гвардия, 1983. — 160 с.
- Гагарина А. Т., Копылова Т. А. Юрий Гагарин. Глазами матери. — Культурная Революция, 2011. — 368 с. — 2000 экз. — ISBN 978-5-250-06090-5.
- Галлай М. Л. С человеком на борту. — Советский писатель, 1985.
- Губарев Владимир. Тайны Гагарина. — Эксмо, 2011. — 320 с. — (Первые в космосе). — 4000 экз. — ISBN 978-5-699-48162-0.
- Губарев Владимир. Величайшая тайна Гагарина. Мифы и правда о Первом космонавте СССР. — Эксмо, Яуза, 2014. — 320 с. — (Юбилейные биографии). — 1500 экз. — ISBN 978-5-699-70593-1.
- Данилкин Л. А. Юрий Гагарин. — Молодая гвардия, 2011. — (Жизнь замечательных людей). — 20 000 экз. — ISBN 978-5-235-03440-2.
- Докучаев Ю. Юрий Гагарин. — Детская литература, 1981. — 144 с.
- Ковешников Юрий. Уроки Юрия Гагарина. — Лениздат, 1984. — 190 с. — (Библиотека молодого рабочего).
- Маринин И. А. МО СССР. Личное дело. Гагарин Юрий Алексеевич // Русский космос. — 2022. — № 46 (Раштав). — С. 6–15. — ISSN 1561-1078.
- Маринин И. А., Шамсутдинов С. Х., Глушко А. В. (составители). Советские и российские космонавты. 1960—2000 / Под редакцией Ю. М. Батурина. — ООО Информационно-издательский дом «Новости космонавтики», 2001. — ISBN 5-93345-003-0.
- Надеждин Николай. Юрий Гагарин. — Астрель, 2011. — 224 с. — (Секрет успеха). — 3000 экз. — ISBN 978-5-98986-523-9.
- Надеждин Николай. Юрий Гагарин. — Мир энциклопедий Аванта +, 2011. — 224 с. — (Секрет успеха). — 3000 экз. — ISBN 978-5-271-37687-0.
- Он был первым. — Воениздат, 1984. — 432 с.
- Осташев А. И. Испытание ракетно-космической техники — дело моей жизни: события и факты. — Изд. 2-е, испр. и доп. — 2005. — 284 с.
- Осташев А. И. Сергей Павлович Королёв — гений XX века: прижизненные личные воспоминания об академике С. П. Королёве. — Изд-во Московского гос. ун-та леса, 2010. — 128 с. — ISBN 978-5-8135-0510-2.
- Первушин А. И.Юрий Гагарин: Один полёт и вся жизнь. Полная биография первого космонавта планеты Земля. , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗнчи копийӗ (Главы из книги на личной стр. автора). М.: Пальмира, 2017. 671 с. ISBN 978-5-521-00287-0.
- Порохня Виктор. Дорога на Байконур. Рассказ о Юрии Гагарине. — Казахстан, 1977. — 104 с.
- Ребров М. Ф. Сергей Павлович Королёв : Жизнь и необыкновенная судьба. — ОЛМА-ПРЕСС, 2002. — С. 255—258. — 380 с. — (Архив). — ISBN 5-224-03679-8.
- Ребров М. Ф. Советские космонавты. — 2-е изд., доп. и перераб. — Воениздат, 1983. — 308 с.
- Степанов Виктор. Юрий Гагарин. — «Молодая гвардия», 1987. — 336 с. — (Жизнь замечательных людей).
- С. П. Королёв. Энциклопедия жизни и творчества / Под ред. В. А. Лопота. — РКК «Энергия» им. С. П. Королёва, 2014. — ISBN 978-5-906674-04-3.
- Хайрюзов Валерий. Юрий Гагарин. Колумб Вселенной. — Вече, 2011. — 368 с. — 3000 экз. — ISBN 978-5-9533-4994-9.
- Черток Б. Е. Ракеты и люди. — Машиностроение, 1999. — ISBN 5-217-02942-0.
- Швецова, Людмила. Жизнь замечательных людей. Юрий Гагарин // «Кругозор» : Журнал. — 1984. — № 3. — .
- Человек в космосе! Капитан первого звездолёта — наш, советский! // Комсомольская правда. — 1961. — Ака (№ 88 (11028)). — .
- Абрамов, Анатолий Петрович. «Оглядываюсь и не сожалею». — 2022. — 256 с. — ISBN 978-5-00202-034-8.
- Ытти чӗлхепе
- Michael D. Cole. Vostok 1: First Human in Space. — Enslow, 1995. — 48 с. — ISBN 0-89490-541-4.
- Robert Kluge. Der Sowjetische Traum Vom Fliegen: Analyseversuch Eines Gesellschaftlichen Phanomens. — Verlag Otto Sagner, 1997. — 345 с. — (Slavistische Beiträge). — ISBN 3-87690-665-2.
- Gerhard Kowalski. Die Gagarin-Story. Die Wahrheit über den Flug des ersten Kosmonauten der Welt. — Schwarzkopf & Schwarzkopf, 1999. — ISBN 3-89602-184-2.
- Jamie Doran, Piers Bizony. Starman: The Truth Behind The Legend Of Yuri Gagarin. — Bloomsbury, 2011. — 256 с. — ISBN 0-7475-3688-0.
- Walter Famler. Im Zeichen des Roten Sterns: Zur ikonografischen Kodierung des Kosmospiloten Juri Gagarin. — Kulturmaschinen, 2011. — 51 с. — (Kulturmaschinen Prosaedition). — ISBN 978-3-940274-35-9.
- Susanne Göhlich. Juri fliegt zu den Sternen. — Moritz Verlag-GmbH, 2011. — 40 с. — ISBN 978-3-89565-230-1.
- Gerhard Kowalski. Heute 6:07 UT: vor 50 Jahren: Juri Gagarin als erster Mensch im Weltraum. — Halle: Projekte-Verlag Cornelius, 2011. — 319 с. — ISBN 978-3-86237-507-3.
- Ludmila Pavlova-Marinsky. Juri Gagarin Das Leben. — Neues Leben, 2011. — ISBN 978-3-355-01784-8.
- Позамантир Р. Д. «Ракетно-космический наукоград Королёв». — ИП Струченевская О.В., 2018. — 260 с. — ISBN 978-5-905234-12-5.
- Andrew L. Jenks. The Cosmonaut Who couldn't Stop Smiling: The Life and Legend of Yuri Gagarin. — Northern Illinois University Press, 2012. — ISBN 978-0-87580-447-7.
Каҫӑсем
- «Ярче звёзд. К 90-летию со дня рождения Ю. А. Гагарина». Виртуальная выставка Главархива Москвы
- Бурцева, Н. Каким он парнем был. Телестудия Роскосмоса (8 пушӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- Гагарин Юрий Алексеевич , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнчи копийӗ на сайте Министерства обороны Российской Федерации
- Заметки ведущего испытателя ОКБ-1 А.И. Осташева «Незабываемые дни» о днях перед стартом Ю. А. Гагарина. Федеральное архивное агентство (2011). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- Звёздный рейс Юрия Гагарина. — Документы о первом полёте человека в космос. Сов. секретно (особой важности) Экз. № 1. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
- Первый космонавт Земли Гагарин Юрий Алексеевич. Вижу Землю. Архивланӑ 2013 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
- Почётные граждане города. Администрация города Байконур (2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- Фотографии Юрия Гагарина. «История России в фотографиях» (2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
Красная звезда: центральный орган Министерства обороны Союза ССР. — М., 1961, № 88. — 13 апреля.
Юрий Гагарин: комплект открыток. — М.: Планета, 1969.