Титов Герман Степанович
Герман Степанович Титов (авӑн, 11 1935, Верхнее Жилино, Алтай Ен — авӑн, 20 2000, Мускав) — совет космонавчĕ, космослăха тухнă иккĕмĕш çын, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (ҫурла, 9 1961). Юрий Гагаринăн дублĕрĕ.
Кун-çулĕ
Космонавтсен ушкăнĕнче 1960çултанпа. 1961 çулхи çурла уйăхĕнче çӳле хăпарнă . «Восток-2» карапĕн вĕçевçи. 1961 çулхи ҫурла, 6-ҫурла, 7 Герман Титов 1 талăк та 1 сехет тăсăлăвлĕ космос ри вĕçевре пулнă, Çĕр тавра 17 хут çаврăннă, 700 пин ытла километр. Вĕçевре чĕнмелли «Орёл». Анмалли аппарат Сарă ту облаçĕнчи Красный Кут хули патĕнче çĕре çемçен перĕннĕ. Космоса хăпарнă самантра Герман Титов 26 çул тултарманскер, чи çамрăк космонавт шутланать.
Вĕçеве ирттерсен Титов тĕрлĕ космос программисене хутшăннă, 1992 çулта отставкăна тухать.
КПСС юлташĕ ( 1961), СССР Аслă Канашĕн депутачĕ (1962—1970).
2000 çулта чĕре сасартăк чарăннипе вилет.
Хисепĕсем, парнесем
- Ленин орденӗ 2 хут,
- медальсемпе орденсем.
- Болгари паттăрĕ,
- Вьетнам паттăрĕ,
- Монголи паттăрĕ.
- Титов ячĕпе Уйăх çинчи кратера палăртнă.