Ҫурла, 9
Уявсем
— Пӗтӗм тӗнчери кӑк халӑхсен кунӗ.
Раҫҫей Федерацийӗ — Раҫҫейӗн ҫар мухтавӗн кунӗ (вырăс флочĕ Гангут çапăçăвĕнче ҫӗнтернине халалланӑ).
Сингапур — Никама пӑхӑнманлӑх кунӗ.
ЮАР — Хӗрарӑмсен наци кунӗ[1].
Япони — Ыталашу кунӗ[2].
АПШ — Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке вулама юратакансен кунӗ[3].
Канада — Миротворецсен наци кунӗ.
АПШ — Вӑрмана пушартан хӳтӗлемелли кун (Смоки упан кунӗ).
Пулăмсем
- 378 — Адрианополь патӗнчи çапăçура римлянсем готсене выляса янӑ.
- 1483 — Ватиканра Сикстина капеллине (капăрл.) туса пӗтернӗ.
- 1852 — Маркиз утравĕсем ҫинчи аборигенсем Мелвилла хӑваласа янӑ.
- 1942 — акăлчансем Махатма Гандине арестленӗ.
- 1945 — американсем япунсен Нагасаки хули ҫине атомлӑ бомба пӑрахнӑ.
- 1962 — Роберт Циммерман Боб Дилан ятпа юрлама пуҫланӑ.
- 1965 — Сингапур Малайзирен уйрăлнă
- 1974 — Уотергейт пӑтӑрмахӗ хыҫҫӑн Ричард Никсон АПШ президенчĕн вырӑнне хӑй ирӗкӗпе пӑрахса кайнӑ.
Ҫуралнӑ
- 1918 — Роберт Олдрич, американ кино режиссёрӗ, сценарисчӗ тата продюсерӗ.
- 1963 — Уитни Хьюстон, американ юрăçи.
Вилнĕ
- 1938 — Лео Фробениус, Африкăна тĕпченĕ нимĕç.
- 1975 — Шостакович Дмитрий Дмитриевич, совет кĕвĕçи.
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Ӑнлантарусем
- ^ Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
- ^ 8月9日はハグの日。人間と動物がハグする画像集に癒される // Huffington Post Japan. — 2018. — 9 August.(2018 çулхи ҫурлан 28-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ " NATIONAL BOOK LOVERS DAY — August 9. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.