Ҫурла, 26
Уявсем
Пулса иртнĕ
- 1071 — Манцикерт патĕнчи çапăçу: император Роман IV Диоген турккă-сельджуксем патне тыткăна лекет
- 1346 — Крес патĕнчи çапăçу, Çĕр çуллă вăрçăн паллă çапăçăвĕ
- 1466 — Флоренцире Лука Питти банкирăн Козимо Медичине хирĕçле каварне уçнă
- 1542 — Франсиско де Орельянăн экспедицийĕ, Амазонкăпа анса, Атлантика океанне çитет
- 1728 — Витус Беринг Азипе Америка хушшинче тинĕс пырне тупать, ăна унăн ятне панă
- 1789 — Революциллĕ Франци Çын тата гражданин прависен декларацине йышăннă
- 1883 — Кракатау вулканăн хăватлă пĕрхĕнĕвĕ (капăрл.): темиçе вун пин çын пĕтнĕ
- 2008 — Раççей Абхазипе Кăнтăр Осетин ирĕклĕхне йышăнать
Çуралнă
- 1914 — Хулио Кортасар, «асамлă романтизм» енĕн аргентин çыравçи тата сăвăçи.
- 1950 — Яковлев Пётр Яковлевич, чăваш чĕлхин тĕпчевçи.
- 1976 — Земфира Рамазанова, Zемфира ушкăнĕн солисчĕ.
Вилнĕ
- 1933 — Ашмарин Николай Иванович, паллă тюрколог, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ.
- 1980 — Анна Герман, Польшăра çуралнă Раççей юрăçи.