Абхази

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Абхази
Аҧсны Аҳәынҭқарра
Гимн: [[Абхази гимнӗ|«Абхази республикин гимнĕ»]]
Location of the region of Abkhazia in Eastern Europe.svg
Официаллӑ чӗлхесем абхаз тата вырăс чĕлхисем (Грузи Коституцийĕпе килĕшӳллĕн грузипе абхаз чĕлхисем)
Тӗп хула Сухум
Чи пысӑк хула Сухум
Территори
 • Всего 8600 км²
 км²
Халӑх йышӗ
 • (2000) хаклани 250 000 чел.
 чел.
 • ҫулхи халӑъх ҫыравӗ  чел.
 • Халăх йышлăхĕ 29 чел./км²
ВВП
 • Пурӗ  долл.
 • Пӗр ҫынна тивекен  долл.
ВВП (ППС)
 • Пурӗ  долл.
 • Пӗр ҫынна тивекен  долл.
ВВП (номинал)
 • Пурӗ
 • Пӗр ҫынна тивекен
Валюта Вырăс тенки
Сехет тӑрӑхӗ UTC+3
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Абхази (абх. Аҧсны [апсны́], груз. აფხაზეთი [апхазе́ти]) — хут çинче Грузи шутне кĕрекен республика. Хăйне уйрăм патшалах тесе шутлать, анчах та ыттисем унпа килешсех каймаççĕ халлĕхе. Республика малтанхи Абхази АССРĕн çĕрĕсем çинче йеркеленнĕ. Грузи шутне кĕрет пулсан та Тбилисине пăхăнмасть. Абхазин ирĕклĕхне тĕнчери пĕр патшалăх та йышăнман.

Абхази хăйĕн почтă маркисене кăларать. Укçи — Раççей тенки.

Абхази

Кун-çулĕ

Совет Союзĕнче — Совет Социаллă Абхази Республики тата Абхази Автономи Совет Социаллă Республики (Грузи ССРĕ шутĕнче) пулнă.

Тавралăхĕ

Ӳкерчĕк:Abkhazia map-krc.svg
Абхази çĕр пичĕ
Пицунда сăмсахĕ çинчен пăхсан

Хулисем

Тĕп хули — Сухум. Ытти хуласем: Гагра, Гудаута, Очамчира, Ткуарчал, Çĕнĕ Афон, Гал, Пицунда - курорт-посёлок.

Халăхĕ

Халăх йышĕ

Абхазсене Раççей Федерацийĕн тулаш паспорчĕсене панă пирки вĕсем Раççей гражданĕсем шутланаççĕ. Абхазинче пурăннă грузинсем вăрçă вăхăтĕнче килĕсене пăрахса тарнă, хăшĕсем вара вăрçă хыççăн каялла таврăннă.

Халăх йышĕ — 320 пин çын (2001): абхазсем, эрменсем, вырăссем, грузинсем, грексем, эстонсем, нимĕçсем, поляксем.

Çăлкуç/çул Пурĕпе Грузинсем Абхазсем Вырăссем Эрменсем Грексем
1926 халăх çыравĕ 201 000 67 494 55 918 12 553 25 677 14 045
ПСЭ, 1-мĕш кăл., 1926 174 126 31 350 83 794 ? ? ?
1959 халăх çыравĕ 405 000 158 200 56 197 86 700 64 400 ?
1970 халăх çыравĕ ? 199 596 77 276 ? ? ?
1979 халăх çыравĕ 486 082 213 322 83 087 79 730 73 350 13 642
1989 халăх çыравĕ 525 061 239 872 93 267 74 913 76 541 14 664
2003 халăх çыравĕ 215 272 45 953 94 606 23 420 44 870 1 486

[çăлкуç?]

Чĕлхесем

Абхази Республикин патшалăх чĕлхи абхаз конституципе килĕшӳллĕ — абхаз чĕлхи. Вырӑс чӗлхипе абхаз чĕлхипе пĕрлех патшалăх органĕсенче тата урăх йĕркелӳсенче усă кураççĕ. Патшалăх Абхазире пурăнакан пур этнос ушкăнне те тăван чĕлхепе калаçма ирĕк парать[1].

Çутçанталăкĕ

Вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс, шавлă юханшывсем, субтропик курăкĕсемпе йывăçĕсем ку вырăна самай илем кӳреççĕ.

Юханшывсем Хура тинĕсе юхса кĕреççĕ. Чи пысăккисем — Кодор (Кудры), Бзыбь, Кяласур, Гумиста — вĕсем шывĕсем тулли. Вĕсем çумăр шывĕпе, çавăн пекех çуркунне юр шывĕпе тулаççĕ. Сăртсем хушшинче питĕ илемлĕ кӳлĕсем (вĕсен шучĕ 180 ытла) вырнаçнă. Вĕсенчен чи паллăраххисем — Рица тата Амткял.

Вăрмансенче тĕрлĕ чĕрчунсем тĕл пулаççĕ: упа, хир сысни, çӳлевĕç, паха пăлан (благородный олень), хир качаки, тур; çӳлерех вырăнсенче — серна, кавказ ăсанĕ; айлăмĕсенче — шакалсем; юханшывсемпе кӳлĕсенче — ăркай, лосось, сазан, шăла и т.ы.т.

Абхазинче Рица, Гумиста, Пицунда çутçанталăк управĕсем вырнаçнă.

Пицунда сăмсахĕнче авалхи пицунда хырĕсем сыхланса юлнă. Тусем çинче ытларах бук йывăçĕсем (хутран-ситрен иккĕмĕш шайра — самшит), çӳл ту айăккинче — çемçе чăрăшпа чăрăшсем. 2000 м çӳллĕрех субальп криволесье), альп ту çаранĕсем тата вак чул çинчи ӳсекен курăк-йывăç вырăнĕ пуçланать.

Республикăн самай пысăк лаптăкĕнче (75 % патнелле) сăртсем вырнаçнă. Чи çӳллĕ вырăнĕ — Домбай-Ульген сăрчĕ (4046 м). Тĕп ту хырçи урлă Абхазине сăрт каççисем çитереççĕ — Клухорски (2781 м), Марух (2739 м) т.ыт.

Абхазирен Грузине каякан çулсемпе халĕ усă курмаççĕ — вĕсем çинче минă айне лекме пулать. Кăнтăр-хĕвелтухăçĕнчен Абхазине Колхида айлăмĕ кĕрет. Айлăмăн ансăн пайĕ Кодори юханшывĕн хĕррипе çурçĕр-хĕвеланăçнелле тăсăлать. Сăртсемпе айлăмсем хушшинче сăртлăхсем ункă евĕр. Абхазиинче карстлă пулăмсем самай тĕл пулаççĕ: Курак, Абрскила, Анакопи çĕр шăтăкĕсем т.ыт.

Пайланăвĕ

Abkhazia districts map numbered.svg

Абхази 7 уйрăм çĕр çине (патшалăх элемĕ çинчи 7 çăлтăр çакна пĕлтерет) пайланать — Садзен, Бзып, Гумаа, Абжуа, Самурзакано, Дали-Цебелда, Псху-Аибга.

Абхази çĕрĕ Кавказ лешьенĕн çурçĕр-хĕвеланăçĕче вырнаçнă. Республикăн кăнтăр-хĕвеланăç енче Хура тинĕс вырнаçнă. Тинĕс хĕрри яка та тӳрĕ, çыран хĕрринче вет чуллă сарлака пляжсем вырнаçнă.

Экономика

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Эрех тăвасси

Авиатранспорт

Чукун çул транспорчĕ

Банксем

Сота çыхăнăвĕ

Абхази хĕçпăшаллă вăйĕсем

Этеплĕх

Тĕн

Абхазире нумайрахăшĕ — христиансем. 2003 çулти шутлавпа тĕрлĕ тĕн халăхра епле сарални[2].

Хăш этнограф шухăшĕпе, чылай абхаз — халăх тĕнĕпе килĕшӳллĕ пурăнать, хăйсене христиансем е мăсăльмансем тесе калаççĕ пулсан та[2]. Христиансем Абхазире Иисус Христос Турă Ывăлĕ вырăнне хумаççĕ, чиркӳсене çӳремеççĕ, причасти тумаççĕ тата типĕ тытмаççĕ. Мăсăльмансем сысна какайне çиеççĕ, эрех ĕçеççĕ, не делают обрезания и Меккăна çитмеççĕ. Никам та тенĕ пекех Евангелие е Корана вуламасть. Пур тĕн уявне — христиансен, мăсăльмансен е халăх йăлин —тĕрлĕ ĕненӳ халăхĕ пĕрле кĕрекере лараççĕ.[3]

Мусăк

Абхазская народная музыка многоголосна. Музыкальный строй абхазских песен (культовых, охотничьих, трудовых) свидетельствует об их древнем происхождении[4].

Абхаз халăх мсăк инструменчĕсем: аюмаа (кĕтеслĕ арфа), ахымаа (цитра евĕр инструмент), апхерца (2 хĕлĕхлĕ смычковый инструмент), ачариан (флейта ăрачĕ)[4].

Абхаз халăхĕн мусăк пултарулăхне А. М. Баланчивадзе, Г. 3. Чхиквадзе, В. В. Ахобадзе, Д. Н. Шведов, Ш. М. Мшвелидзе, И. Е. Кортуа, А. Позднеев тата нумай ăста пуçтарна[4].

Абхаз фольколорĕпе хайланă мусăк ĕçĕсем: опера «Изнанники» Д. Н. Шведов, «Мзия» Баланчивадзе (1949 çулта Тбилиси оперăпа балет театрĕнче лартнă[4].

Театр

1921 çулта, Абхазире совет влаçне çирĕплетсен, театр ушкăнĕ ĕçе пикенет. 1930 çулта Сухумра Абхаз наци театрне уçнă. 1967 çулта театăра С. Чанба ятне тивĕçтернĕ.[5]

Истоки театральной культуры Абхазии в народных играх, обрядах и устном народном творчестве.[5]

Радиостанцисем

Инçекурав

Абхази телеканалĕсем: АГТРК, Абаза ТВ, InterTV

Тетел

Пичет кăларăмĕсем

Республикăри пысăк хуласенче çак хаçат тухать:

Журналсем:

  • «Абхазия»
  • «Фатима»

Официаллă элчелĕхсем

  • Абхазия
    • Сухум — Мускав элчелĕхĕ
  • Раççей Федерацийĕ
    • Мускав
    • Санкт-Петербург
    • Адыгея — Майкоп
    • Пушкăртстан — Ĕпхӳ
    • Тутарстан — Хусан
    • Карачай-Черкеси — Черкесск
    • Кабарда-Балкари — Нальчик
  • Приднестровье — Тирасполь
  • Аслă Британи — Лондон
  • Болгари — Софи

Абхази паллă çыннисем

Паллă вырăнсем

Абхази галерейи

Çавăн пекех пăхăр

Ӑнлантарусем

  1. ^ Конституция Республики Абхазия 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче архивланӑ., Статья 6.
  2. ^ 1, 2 Крылов А. Б. Секрет абхазской веротерпимости. 2012 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ. НГ-религия от 17 марта 2004.
  3. ^ Крылов А. Б. Хальхи абхазсен тĕнĕ: прамонотеизм реликчĕ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4 Музыкальная энциклопедия. Гл. ред. Ю. В. Келдыш. Т 1. А — Гонг. 1072 стб. с илл. М.: Советская энциклопедия, 1973
  5. ^ 1, 2 Большая Cоветская Энциклопедия. Гл. ред. А. М. Прохоров, 3-е изд. Т. 1. А — Ангоб. 1969. 608 стр., илл.; 47 л. илл. и карт, 1 отд. л. табл.

Каçăсем