Искандер Фазиль Абдулович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Фазиль Искандер
Fazil Iskander in 2010.jpg
Çуралнă чухнехи ят: Фазиль Абдулович Искандер
Çуралнă вăхăт: 1929, пуш, 6
Çуралнă вырăн: Абхаз АССР, Грузи ССР
Вилнĕ вăхăт: 2016, утӑ, 31
Вилнĕ вырăн: Мускав, РФ
Пăхăнулăх: Flag of the Soviet Union.svg Flag of Russia.svg
Ĕçлев тĕсĕ: XX ĕмĕрти совет, раççей, абхаз прозăçи, эссейçи, сăвăçи
Тĕлĕ: реализм
Жанр: мемуарсем, сатира, юптару, эссе, афоризм
Ĕçсен чĕлхи: вырăс
Парнесем:
Раççей Федерацин патшалăх премийӗ — 1994 Раççей Федерацин патшалăх премийӗ — 2013 СССР патшалăх парни — 1989 Раççей Федераци Правительствин парни — 2011
Пушкин парни 1993, «Триумф» 1999
Чыславсем:
«Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕх» II степеньлĕ орденĕ
«Тăван Çĕршыв умĕңчи тава тивĕçлĕхĕн» III степеньлĕ орденĕ «Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕхĕн» IV степеньлĕ орденĕ
Шаблон:Чыс тата мухтав I степеньлĕ орденĕ

Фазиль Абдулович Искандер (Абхаз АССР, Грузи ССР — 2016, утӑ, 31, Мускав, РФ) — паллă абхаз тата вырăс прозăçи, сăвăçи, эссейçи.

Биографи

Вăл Чегемре çитĕнтернĕ.

Абхазири вырăс шкулĕнче ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Мускаври Библиотека институтне аслă пĕлӳ илме кĕнĕ. Виççĕ çул тăрăшнă хыççăн А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтне куçнă, унта 1954 çулта диплома тивĕçнĕ.

1954 çулта вĕренсе тухнă. Пĕрремĕш сăвă кĕнеки («Туçи сукмакĕсем» — «Горные тропы») Сухумире 1957 çулта пичетленнĕ, 1950-çулĕсем вĕçĕнче «Юность» («Çамрăклăх») журналпа туслашма тытăннă.

1954—1956 çулсенче Курскра тата Паткомиздатра абхаз уйрăмĕн ертӳçи вырăнне йышăннă, çавăнта 1990-мĕш çулсен пуçламĕшĕччен вăй хунă[1]. 1990-мĕш çулĕсенченпе пĕрмаях Мускава пурăннă.

«Метрополь» альманаха кăларнă çĕре хутшăннă.

2016 çулхи утăн 31-мĕшĕнче Мускавра куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.

Паллă кĕнекисем

  • «Сандро из Чегема»,
  • «Человек и его окрестности»,
  • «Стоянка человека»,
  • «Кролики и удавы»,
  • «Созвездие Козлотура»,
  • «Софичка»,

Чыславсем, парнесем

  • Пушкин парни — 1993,
  • "Триумф" парне — 1999

Каçăсем