Абхазсем
Абхазсем (хăйсене аҧсуа теççĕ), — абхазпа адыг халăхĕсен шутне кĕрекен халăх. Абхаз чĕлхипе калаçаççĕ.
Халăх йышĕ
Истори
Халăх апсилпа апасăк (абазг) йăхĕсем пĕрлешнипе пулнă. Грузинсем ку халăха «апхази» теççĕ. Хура тинĕс хĕрринче пурăнакан авалхи грексем вĕсене «абаски» (Αβασκοι) тенĕ.
Пирĕн эрăчченхи I пинçуллăхра Абхазине кĕрекен çĕрсем Колхида патшалăхне кĕнĕ. Пирĕн эрăчченхи II ĕмĕрте Понтий патшалăхне, пирĕн эрăн 65 çултанпа — Рим империне кĕме пуçланă.
780-мĕш çулсенче II Леон ку çĕрсене Византи патшалăхĕнчен ирĕке кăларать, Абхаз патшалăхне йĕркелет. IX-X ĕмĕрсенче патшалăх самай вăй илет, кайран вара майĕпен Грузине кĕме тытăнать.