Пуш, 6
Уявсем
Гана — Никама пӑхӑнманлӑх кунӗ.
Пулса иртнĕ
- 1629 — Фердинанд II император Реституци эдикчĕ хушӑва кӑларнӑ.
- 1801 — Маркис де Сада «Жюстина» (капарл.) романа ҫырнӑшӑн айӑпласа хупса хунӑ.
- 1853 — венеци «Ла Фениче» театрĕнче Джузеппе Вердин «Травиатан» премьери иртнӗ.
- 1868 — Дмитрий Менделеев Раççей хими пĕрлĕхне периодикăллă тапăлĕн пӗрремӗш версине кӑтартнӑ.
- 1899 — нимĕç химикĕ Феликс Хоффман аспирина тумалли патента илнӗ.
- 1902 — «Реал Мадрид» футбол клубне йĕркеленĕ.
- 1917 — Финляндин автономине тавӑрнӑ манифест вӑя кӗнӗ.
- 1925 — «Пионерская правда» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнӑ.
- 1935 — «Ял пурнăçĕ» хаçатăн пĕрремĕш кӑларӑмӗ тухнă.
- 2007 — Суматра утравĕ çинче çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнӗ. Рихтер шкалипе ун вӑйӗ 6,3 баллпа танлашнă.
Çуралнă
- 1475 — Микеланджело, итали аслă скульпторĕ, ӳнерçи, архитекторĕ, çăвăçĕ, ăсчахĕ. Чĕрĕлӳ тапхăрĕн аслăран та аслă ӳнер ăстисенчен пĕри.
- 1906 — Виноградов Нестор Петрович, драма актёрĕ.
Вилнĕ
- 1944 — Кăтра Мишши, прозаик.
- 2018 - Еремеев Владимир Вениаминович, генерал-майор.