Пуш, 16
Уявсем
Пулăмсем
- 1565 — филиппинсемпе испансем Сандуго (капăрл.) ритуалне иртернĕ чухне тăванла ыталаннă
- 1831 — «Парисри Турă Амăшĕн соборĕ» романа пичетленĕ
- 1886 — Владивосток хулин пĕрремĕш гербне йышăннă.
- 1915 — петроград полицийĕ «Бродячая собака» кафене хупнă
- 1924 — Итали Фиуме ирĕклĕ хулана аннексиленĕ
- 1925 — «Капкăн» журналăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнă.
- 1926 — Роберт Годдард шĕвек топливо хăвачĕпе вĕçекен пĕрремĕш ракетăна ĕçре тĕрĕсленĕ
- 1936 — Горькири автомобиль савутĕнче «М-1» çăмăл автомобиль маркине кăларма тытăннă
- 1962 — Шупашкарта телецентр ĕçлеме пуçланă.
- 1962 — Никита Хрущёв СССР континент хушшинчи ракетăна хĕсмете тăратнă пирки хыпарланă
- 1968 — кăнтăр вьетнам Сонгми ялĕнче пурăнакансене американ салтакĕсем пĕтĕмпех вĕлернĕ
- 2001 — Нимĕç Википедийĕ ĕçе пуçланă.
Çуралнă
- 1913 — Нар Урини, чăваш çыравçи, драматургĕ, сăвăçи.
- 1953 — Юппер Изабель, франс актриси.
Вилнĕ
- 1898 — Обри Винсент Бердслей, акăлчан ӳнерçи-график, сăвăç.
- 1943 — Ириков Николай Романович, кĕçĕн лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
- 1949 — Кореньков Гаврил Алексеевич, сăвăç, тăлмач.
- 2001 — Йоханнес Бенцинг, тунгус-маньчжур тата тĕрĕк чĕлхисен тĕпчевçи.
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |