Кореньков Гаврил Алексеевич

Гаврил Алексеевич Кореньков (псевдонимӗ Каринкке Кавӗрли; 1884 ҫулхи акан 5-мӗшӗ, Кивĕ Тĕрлемес, Шупашкар уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1949 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗ, Кивĕ Тĕрлемес, Куславкка районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — пӗрремӗш чӑваш сӑвӑҫисенчен пӗри, куҫаруҫӑ, педагог, хаҫат-журналсен хастар корреспонденчӗ.

Пурнӑҫӗ

Вӑл Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар уесӗнчи Тӗрлемес ялӗнче (халӗ Чӑваш Енӗн Куславкка районӗнчи Кивӗ Тӗрлемес) матрос ҫемйинче ҫуралнӑ[1]. 1895 ҫултанпа Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ. Шкулта вӗреннӗ чухнех А. С. Пушкинпа М. Ю. Лермонтовӑн хайлавӗсене вуланӑ, хӑй те вырӑсла тата чӑвашла сӑвӑсем ҫырма пуҫланӑ. 1901 ҫулта унӑн пуҫарӑвӗпе Чӗмпӗр шкулӗнче ҫамрӑк сӑвӑҫисен пӗрлешӗвӗ йӗркеленнӗ[2][3]. Вӗренсе тухсан Тӗрлемесри шкулта вӗрентекен пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 1949 ҫулта вилнӗ, ӑна тӑван ялӗнчи масарта пытарнӑ[4].

Педагогика ӗҫӗ

1903–1939 ҫулсенче Тӗрлемесри пуҫламӑш тата ултӑ ҫул вӗренмелли шкулта вырӑс тата чӑваш чӗлхисене вӗрентнӗ, вӗрентӳ пайӗн ертӳҫи пулнӑ. 1939–1949 ҫулсенче Тӗрлемесри вӑтам шкул директорӗнче ӗҫленӗ[5][2]. Вӑл чӑваш пуҫламӑш шкулӗсем валли математика, вырӑс чӗлхи тата гигиена енӗпе вӗрентӳ кӗнекисем хатӗрлесе кӑларнӑ.

Пултарулӑхӗ

Г. А. Кореньковӑн пӗрремӗш сӑвви («Ӗҫлеме чӗнни») 1906 ҫулта «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ[5][2].

Вӑл куҫару ӗҫӗпе те хастар аппаланнӑ. А. С. Пушкинӑн, М. Ю. Лермонтовӑн, И. С. Никитинӑн, казахсен Джамбул сӑвӑҫӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Кореньков И. А. Крыловӑн юптарӑвӗсене («Шӑрчӑкпа кӑткӑ», «Акӑш, рак, ҫӑрттан», «Тилӗпе иҫӗм ҫырли» тата ыттисене те) чӑвашла куҫарса пичетлекенсенчен пӗрремӗшӗ пулнӑ[5][2][6]. Ҫавӑн пекех А. С. Пушкинӑн пулӑҫпа пулӑ ҫинчен ҫырнӑ юмахне куҫарнӑ[7].

Пӗтӗмпе сӑвӑҫ 150 яхӑн сӑвӑ, 5 поэма тата 6 сӑвӑлла юмах ҫырнӑ. Унӑн пултарулӑхӗнче ҫутҫанталӑк, юрату, философи тата граждан лирики тӗп вырӑн йышӑннӑ. Сӑвӑҫӑн чылай ӗҫӗ Чӑваш Республикин Пичет архивӗнче упранса юлнӑ.

Астӑвӑм

Сӑвӑҫа хисеплесе тӑван Кивӗ Тӗрлемес ялӗнчи пӗр урама унӑн ятне панӑ[4][2].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Артемьев Ю. М. Чувашская литература на рубеже двух веков = Ĕмĕр пуçламăшĕ(чăв.). — Чувашское книжное издательство, 1996. — С. 69—74.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Кореньков, Гаврил Алексеевич. Наследие Чувашии.рф. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
  3. ^ Воспоминания о Симбирской чувашской школе. nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4 Чувашская энциклопедия. Персоналии. Кореньков Гаврил Алексеевич. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3 Писатели : Кореньков Гавриил Алексеевич. nasledie.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
  6. ^ Чувашская литература начала XX века. elbib.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
  7. ^ Каринкке Кавĕрли. chuvash.su. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Абрамов, В. Каринке Кавĕрлин савăшу поэзийĕ / В. Абрамов // Тăван Атăл. – 1994. – № 4. – С. 69–72.
  • Абрамов, В. Савăшу поэзийĕн классикĕ / В. Абрамов // Çамрăксен хаçачĕ. – 1999. – 16 ака (№ 15). – С. 9.
  • Абрамов, В. “Этем турра час манать... “: Гаврил Кореньковăн поэзийĕнчи христианлăх кĕввисем / В. Абрамов // Хыпар. – 1999. – 11 çурла.
  • Артемьев, Ю. М. Г. А. Кореньков / Ю. Артемьев // Артемьев, Ю.М. Емĕр пуçламăшĕ: 1900–1917 çулсенчи чăваш литература историйĕн очеркĕ. – Шупашкар, 1996. – С. 69–79. – Библиогр.: С. 284.
  • Артемьев, Ю. М. Г. А. Кореньков çинчен / Ю. Артемьев // Артемьев, Ю.М. XX ĕмĕр пуçламĕшĕнчи чăваш литератури. – Шупашкар, 1992. – С. 89–98.
  • Гаврил Кореньков : хыпарçăсем/ / Хыпар. – 1996. – 6 нарăс.
  • Ĕç паттăрĕ // Хыпар. – 1998. – 18 чÿк.
  • Юмарт, Г. Кореньков Гаврил / Г. Юмарт // Тăван Атăл. – 1974. – № 3. – С. 79–80.
  • Юмарт, Г. Гаврил Кореньков çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май / Г. Юмарт // Коммунизм ялавĕ.– 1984.– 5 апр.
  • Юмарт, Г. Ф. Малти ретри сăвăç / Геннадий Юмарт // Вестн. Чуваш. нац. акад.– 1994 . – № 4. – С. 171–176.
  • Юмарт, Г. Çутă çурталлă сăвăç / Геннадий Юмарт // Хыпар. – 1994. – 12 ака.
  • Волчков, В. Он был педагогом и поэтом / В. Волчков // Знамя (Козловский р–н). – 1998. – 3 марта.
  • Ксенофонтов, Г. Известный педагог и поэт / Г. Ксенофонтов // Знамя (Козловский р–н). – 1994. – 3 июня.
  • Семенов, И. Корреспондент газеты “Хыпар” / И. Семенов // Знамя (Козловский р–н). – 5 апр.

Каçăсем