Куславкка районӗ
Ӳкерчĕк:Cavash Jen Kuslavkka rajon.png
Куславкка районĕ
Куславкка райо́нĕ — Чăваш Ен (Раççей Федерацийĕ) йышĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллӑ район).
Администраци центрĕ — Куславкка хула.
Тавралахĕ
Чăваш Енре çурçĕр енче, Атӑл хĕрринче вырнаçнă район. 1927 çулхи авăнăн 5 туса хунă. Лаптăкĕ — 516,8 км2. Район йышне Атӑлти Криуши тата ытти утравсем кĕреççĕ. Хĕвелтухăç тата кăнтăр-хĕвелтухăç енче Тутарстан вырнаçнă. Кăнтăр тат кăнтăр-хĕвеланăç енче Вăрмар районĕ, хĕвел анăç енче — Çĕрпӳ районĕ, çурçĕр-хĕвеланăç енче Сĕнтĕрвăрри районĕ вырнаçнă. Çурçĕр енче кăнтăр еннеле 50 çухрăма район тăсăлнă, хĕвел анăç енчен хĕвел тухăç енне — 70 çухрăма. Район администрациĕ Шупашкартан 97 çухрăмра ларакан Куславкка хулинче вырнаçнă.
Район лаптӑкӗнче «Кайӑк вӗҫевӗ» ту вырнаҫнӑ.
Халăх йышĕ
1999 çул пуçламăшĕ тĕлне районта 26,6 пин çын пурăннă, çав шутра 12,9 пин (48%) — хулара, 13,7 пин (52%) — ялсенче. Района пурĕпе 67 ял кĕрет, ялта ватамран 222 çын пурăнать. Халăх йышлăхĕ — 53,2 çын пĕр км2 çине. Мĕнпур халăх шутĕнчен 70% ытла — чăвашсем.
1979 çулта ял çыннисен шучĕ 31,3 пине, 1989 çулта — 27,1 пине çитнĕ.
Хула çыннисем Куславккара пурăнаççĕ.
Администрациллĕ тытăмĕ
Паллă çыннисем
- Алексеев Павел Алексеевич — «Хыпар» хаçăтăн пĕрремĕш редакторĕсен пĕри.
- Алексеева Лариса Александровна — спортсменка.
- Бубнов Юрий Александрович — живописец, художник-реставратор.
- Бубнова Светлана Ивановна — юрăçă.
- Бутяков Сергей Николаевич — Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
- Вашки Иван Никифорович — сăвăçă, прозаик, драматург, куçаруçă.
- Егоров Василий Георгиевич — чăваш чĕлхине тĕпчекен, тюрколог.
- Иванов Валерий Павлович — оперă юрăçи.
- Иевлев Михаил Иванович — хирург.
- Ишутов Михаил Якимович — копиист.
- Кириллов Сергей Александрович — спортсмен.
- Кореньков Гаврил Алексеевич — сăвăçă, куçăруçă.
- Краснов Николай Семёнович — архитектор.
- Кубарев Эдуард Алексеевич — политика çынни.
- Кузнецов Игнатий Максимович — хирург.
- Мранька Никифор — прозаик, драматург.
- Назыров Салих Сабирович — архитектор.
- Орлов Александр Михайлович — юрăçă.
- Осипов Пётр Николаевич — писатель.
- Пашкова Надежда Николаевна — спортсменка.
- Селиванова Зоя Павловна — юрăçă.
- Смолин Анатолий Семёнович — сăвăçă, куçăруçă.
- Стуриков Николай Андреевич — вырăсла çыракан писатель, куçаруçă, журналист.
- Тимофеев Григорий Тимофеевич (ҫыравҫӑ) — писатель-этнограф, фольклор пуçтараканĕ, вĕрентекен.
- Трубина Марфа Дмитриевна — произаик.
- Удалов Маркиан Петрович, — чăваш драматургĕ, сăвăçи.
- Ухсай Мария Дмитриевна — прозаик, драматург.
- Фукс Александра Андреевна — этнограф.
- Харитонов Василий Дмитриевич — Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
- Хури Макар Гордеевич — сăвăçă.
- Чумакова Тамара Ивановна — юрăçă.
- Шевле Михаил Васильевич — политика çынни.
- Ырсем Ольга Ивановна — актриса.
Культура
Куславкка районӗнче «Кайӑк вӗҫевӗ» туристсен кану бази пур. Вӑл Атӑл хӗрринче, Чӑваш Республикинчи чи ҫӳллӗ вырӑнта (190 метр ҫӳллӗшӗнче) вырнаҫнӑ.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |