Вашки Иван Никифорович
Вашки Иван Никифорович (чӑн хушамачӗ Никифоров; 1914 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ, Куснарпуç, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 2011 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ, Шупашкар е Шупашкар) — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, куҫаруҫи тата актёрӗ. Вӑл 1962 ҫултанпа СССР Писателӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ пулнӑ[1]. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер.
Пурнӑҫӗ
Иван Вашки 1914 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Куснарпуҫ ялӗнче (халӗ Куславкка муниципаллӑ округӗ) ҫуралнӑ. 1935 ҫулта Шупашкарти театр техникумне вӗренсе пӗтернӗ. 1936—1938 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ. Ҫамрӑксен театрӗнче актёр пулса вӑй хунӑ (1933—1935, 1938—1939), кайран «Молодой большевик» хаҫат редакцийӗнче (1939—1940) ӗҫленӗ. 1940—1941 ҫулсенче А. В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИС ҫумӗнчи театр студийӗнче вӗреннӗ[1].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнни
Вӑрҫӑ пуҫлансан Вашки институтран чи малтисен йышӗнче мобилизациленнӗ. Мускава хӳтӗленӗ, артиллерист пулнӑ. 1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче 17 чи лайӑх артиллерист хушшинче фронтран Мускава кайнӑ. Унта дивизион йӗркеленӗ, Вашки взвод командирӗ пулса тӑнӑ. Ҫак дивизион салютсем пама вӗреннӗ. 1943 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче пуҫласа вӑрҫӑ вӗҫленниччен Кремльте салютсем пама хутшӑннӑ. Унӑн взводӗ Хӗрлӗ Ҫарӑн ҫӗнтерӗвӗсемпе Ҫӗнтерӳ Парачӗ (1945 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ) хыҫҫӑн салют панӑ[2].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ӗҫӗ-хӗлӗ
Вӑрҫӑран таврӑнсан «Ялав» журналӑн секретарӗ, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш драма театрӗн актёрӗ, Чӑваш ӳнер ӗҫченӗсен профсоюзӗн обкомӗн председателӗ, Чӑваш обкомӗн пропаганда тата агитаци пайӗн инструкторӗ (1945—1950) пулса ӗҫленӗ. Горькийри парти шкулӗнче (1952) тата ЦК ҫумӗнчи Аслӑ парти шкулӗнче (1960) пӗлӳ илнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ пулса ӗҫленӗ (1952—1960). Кайран пичетри патшалӑх вӑрттӑнлӑхне сыхлакан управленире вӑй хунӑ, «Тӑван Атӑл» журналӑн яваплӑ секретарӗ пулнӑ[1].
Пултарулӑхӗ
Малтанхи хайлавӗсене вӑрҫӑчченех пичетлеме пуҫланӑ. Унӑн хайлавӗсем республикӑри хаҫатсемпе журналсенче пичетленнӗ.
1954 ҫулта унӑн «Пӑрлӑ пӗлӗт айӗнче» калавсен пуххи тухнӑ. Иван Вашки — «Шурӑ акӑш» романӑн авторӗ. Ку чӑваш литературинче ополчени ҫинчен ҫырнӑ пӗрремӗш хайлав. «Мехел» повеҫре вӑл композитор Геннадий Воробьев ҫинчен ҫырнӑ. Унӑн пултарулӑхӗнче «Салют хыççăн» пьеси уйрӑм вырӑн йышӑнать. Ҫак пьесӑна Чӑваш драма театрӗнче лартнӑ[2].
Вашки куҫару ӗҫӗпе те нумай ӗҫленӗ. Вӑл Фёдор Тютчевӑн сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех А. Н. Островскийпе А. А. Кронӑн пьесисене, В. А. Кочетовӑн «Журбины» романне, С. Я. Маршак, М. В. Исаковски, С. В. Михалков сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ[1].
Тӗп хайлавӗсем
Пурӗ 8 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Паллӑраххисем:
- «Пӑрлӑ пӗлӗт айӗнче» (1946);
- «Сӑвӑсем» (1957);
- «Шухӑшлаттарчӗ» (1958);
- «Чун ҫути» (1973);
- «Шурӑ акӑш» (1980).
Хисепӗсем
Ҫемьи
Иван Вашкин икӗ ывӑлӗ пулнӑ. Унӑн тӑванӗсем Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ялӗнче пурӑнаҫҫӗ[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Вашки Иван Никифорович (выр.). Чӑваш энциклопедийӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Иван Вашки: «Эпĕ - писатель, манăн çырас килет» (выр.). «Хыпар» журнал (4 чӳкӗн 2014). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Вашки Иван Никифорович (1914-2011) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
- ^ О награждении Никифорова (Вашки) И.Н. Почетной грамотой Президиума Верховного Совета Чувашской АССР. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
Вуламалли
- Чӑвашла
- Вашки, И. «Куҫ вӑйӗ чаксан та алӑран ручка каяс ҫук» / И. Вашки ; А. Лукиянова ҫырса илнӗ // Хыпар. — 1994. — 6 раштав.
- Вашки, И. Шӑпа каҫалӑкӗ / И. Вашки ; Г. Еливанова ҫырса илнӗ // Тантӑш. — 2009. — 19 чӳк (№ 46). — С. 9.
- Вашки ят вӑрттӑнлӑхӗ : [Вашки Иван Никифорович ҫыравҫӑ ҫинчен] / И. Н. Вашки ; Г. Еливанова [ҫырса илнӗ] // Тантӑш. — 2005. — 13 кӑрлач.
- Давыдов-Анатри, В. Сӑпай та ӗҫчен юлташӑм ҫинчен / В. Давыдов-Анатри // Хыпар. — 1994. — 6 раштав.
- Еливанова, Г. Иван Вашкие асӑнса / Г. Еливанова // Тантӑш. — 2012. — 23 ҫурла (№ 34). — С. 10.
- Еливанова, Г. Иван Вашки: «Эпӗ — писатель, манӑн ҫырас килет» / Г. Еливанова // Хыпар. — 2014. — 2 декабрь/раштав. — С. 3.
- Еливанова, Г. Патриотизм туйӑмӗсемпе ҫунатланса / Г. Еливанова // Знамя = Ялав (Куславкка районӗ). — 2019. — 8 ноябрь (№ 44). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
- Желтухин, Г. Иван Вашки салючӗсем // Хресчен сасси. — 2007. — 29 ҫу.
- Желтухин, Г. Сӳнместь, ялкӑшать Куснар ҫути : (Иван Вашки ҫуралнӑранпа — 100 ҫул) / Г. Желтухин // Хресчен сасси. — 2014. — 12 ноябрь/чӳк. — С. 6.
- Иван Вашки // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2013. — [Т. 2] : Поэзи. — С. 246.
- Лукина, Е. «Ҫитӗнекен ӑру хура тарпа хӗрлӗ юн ан куртӑр» / Е. Лукина // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2016. — 10 пуш (№ 9). — С. 5 : сӑн ӳкерчӗк.
- Малов, А. Пурнӑҫ чӑнлӑхӗнчен пӑрӑнмасӑр / А. Малов // Ялав. — 1974. — № 11. — С. 28-29.
- Петров, Ю. Патриотизм туйӑмӗпе ҫунатланса / Ю. Петров // Тӑван Атӑл. — 1974. — № 11. — С. 78-80.
- Вырӑсла
- Афанасьев, П. Вашки (Никифоров) Иван Никифорович / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 71-72.
- Кириллова, Т. И. Вашки (Никифоров) Иван Никифорович / Т. И. Кириллова // Энциклопедия Козловского района. — Чебоксары, 2014. — С. 71-72.
- Никифоров Иван Никифорович (псевд. Вашки) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 296—297.
- Тимуков, А. Н. Вашки (Никифоров) Иван Никифорович // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 100.
- Ялгир, П. Вашки (Никифоров) Иван Никифорович / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 23.