Бутяков Сергей Николаевич

Сергей Николаевич Бутяков (1916 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ, Анат Шуршу, Шупашкар уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1940 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ, Муолаа[d], Выборгская губерния[d]) — совет саманин офицер-танкисчӗ, совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ята тивӗҫнӗ пӗрремӗш чӑваш.

Пурнӑҫӗ

Вӑл 1916 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче Анат Шуршу ялӗнче (хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикин Куславкка муниципаллӑ округӗ) ҫуралнӑ. Нацилӗхӗпе — чӑваш.

Бутяков ачалӑхне Мари АО-ӗнчи Звенигово посёлокӗнче (1974 ҫултанпа — хула) ирттернӗ. ВЛКСМ членӗ. Шуланкӑ вӑтам шкулӗн улттӑмӗш класне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ФЗУ шкулне вӗренме кӗнӗ, унта вӑл тимӗрҫӗ ӗҫне алла илнӗ.

1937 ҫулта Бутякова Хӗрлӗ Ҫар ретне чӗннӗ тата танк шкулне вӗренме илнӗ. Шкултан вӗренсе тухсан 50-мӗш стрелоксен дивизийӗн 398-мӗш танк батальонӗнчи танк командирӗ пулма лартнӑ. 1939 ҫулта Хӗвеланӑҫ Беларуҫа ирӗке кӑларас ӗҫе хутшӑннӑ.

1939—1940 ҫулсенчи совет-финн вӑрҫи вӑхӑтӗнче танк батальонӗн йышӗнче Карели пырӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. «Маннергейм линине» татса тухнӑ чухне палӑрнӑ.

Паттӑрлӑхӗ

1940 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Бутяков танкӗ пӗрремӗшсен йышӗнче 48,5 ҫӳллӗше вӗҫтерсе хӑпарнӑ. Механик-водителе амантнӑ хыҫҫӑн Бутяков ӑна улӑштарнӑ та атакана малалла тӑснӑ. Финн салтакӗсем танка персе ҫӗмӗрсен, унӑн экипажӗ, аманнӑ тата танкӗ куҫайми пулса юлнӑ пулин те, тӑшманӑн пысӑкрах вӑйӗсене хирӗҫ пулемётсемпе тупӑран малалла та персе тӑнӑ. Тӑшман снарячӗ тепӗр хут лакнӗ хыҫҫӑн танк ҫунма пуҫланӑ, ҫапла вара пӗтӗм экипаж пуҫне хунӑ.

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1940 ҫулхи акан 7-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «шурӑ финсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата кун чухне паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн» Бутяков Сергей Николаевич кӗҫӗн воентехника (хальхи вӑхӑтра — кӗҫӗн лейтенант) вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.

Бутяков Сергей Николаевича Ленинград облаҫӗнчи Приозерск районӗнчи Саркола ялӗ ҫумӗнчи Хӗрлӗ кӳлӗ хӗрринче пытарнӑ. Каярахпа ӑна ҫав районти Красноозёрное ял масарӗнче тепӗр хут пытарнӑ[1].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • С. Н. Бутяков ятне Шуланкӑ тата Шупашкар хулисенчи, тӑван ялӗнчи, Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Тури Пайкул ялӗнчи урамсене, ҫавӑн пекех Куславкка хулинчи урампа тӑкӑрлӑка панӑ.
  • Завод управленийӗ умӗнче тата Культура керменӗ ҫумӗнчи скверта Паттӑрӑн бюсчӗсене лартнӑ.
  • Ҫар ретне чӗниччен вӑл ӗҫленӗ карапсем тӑвакан тата юсакан завода С. Н. Бутяков ятне панӑ.
  • Шуланкӑ хулинче Совет Союзӗн Пилӗк Паттӑрне халалланӑ стела пур, ун ҫинче Бутяковӑн калӑпӑшлӑ сӑнне вырнаҫтарнӑ.
  • Вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине тата тӑван ялӗнче вӑл ҫуралнӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[2].
  • Паттӑрӑн тӑван тӑрӑхӗнче «Салтак, санӑн паттӑрлӑху вилӗмсӗр» мемориал комплексне уҫнӑ (2011 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Воинское захоронение № 14 п. Краснозерное (Четверяково) Приозерского района. Комитет по местному самоуправлению, межнациональным и межконфессиональным отношениям Ленинградской области. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
  2. ^ БУТЯКОВ Сергей Николаевич. Чувашская энциклопедия.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1988
  • Наши земляки - Герои Советского Союза. 3-е изд. Чебоксары, 1980.

Каçăсем