Чӑваш Республики

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗ
Чӑваш Республики
Чăваш Республики
Tsjeboksary-golfen.jpg
Флаг Герб
Флаг Герб
Чăваш Ен гимнĕ
55°27′34″ с. ш. 47°05′46″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ
Кӗрет Раҫҫейӗн Европа пайӗ[d]
Атӑлҫи федераци округӗ
Адм. центрӗ Шупашкар
Кӗпӗрнаттӑр Николаев Олег Алексеевич[1]
Историйӗпе географийӗ
Лаптӑк 18 343
Сехет тӑрӑхӗ MSD[d] тата Европа/Мускав[d][2]
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ
  • 1 167 061 ҫын (2024)[3]
Цифрӑллӑ идентификаторсем
ISO 3166-2 кочӗ RU-CU
ОКАТО кочӗ 97

Официаллӑ сайт(выр.)
Чӑваш Республики карттӑ ҫинче
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Чӑваш Республики — Чӑваш Ен (выр. Чувашская Республика — Чувашия) [4][5][6], Раççей Федерацин субъекчĕ, ун йышӗнчи республика[7]. Тӗп хули — Шупашкар[8].

Республика анӑҫ енче Чулхула облаçĕпе, ҫурҫӗр енче Мари Республикипе, тухӑҫ енче Тутарстанпа, кӑнтӑр енче Чӗмпӗр облаҫӗпе, кӑнтӑр анӑҫ енче Мордва республикипе чикӗленет. Атăлçи федераци тăрăхне, Атӑлпа Вятка экономика районне кӗрет.

1920 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ВЦИК тата СНК декречӗпе Чӑваш автономи облаҫӗ пек йӗркеленӗ. 1925 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республики ятпа улшӑннӑ. 1929 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа Чулхула крайӗн йышӗнче пулнӑ, 1936 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнчен пуҫласа — Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республики.

1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗ патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан декларацие йышӑннӑ та Чӑваш ССР ята ҫирӗплетнӗ (1991 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ӑна РСФСР халӑх депутачӗсен пухӑвӗ ҫирӗплетнӗ). 1992 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнчен пуҫласа — Чӑваш Республики.

Этимологи

«Чӑваш Ен» е «Чӑваш Республики» ят «чӑваш» этнонимран пулса тухать. «Чӑвашсем» ят Хусан ханлӑхӗн территоринче çуралнă темелле. Хусан тутарӗсемпе вырӑссем чӑвашсен мӑн аслашшӗсене чӑваш ятпа каланӑ, çапла вара вăл экзоэтноним(выр.)чăв. шутланать. Экзоэтноним XVI—XVII ӗмӗрти ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлесе ясак тӳлекен ҫынсен сословине палӑртакан соционимпа(выр.)чăв. ҫыхӑннӑ[9][10]. Чӑваш этноним халӑх пурнӑҫӗнчен, урӑхла каласан, ӗлӗк-авал пӗр-пӗр социума палӑртнинчен йӗркеленме пултаракан шухӑша чи малтан Г.И. Комиссаров публицист каланӑ[11].

Истори

1920 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ВЦИК тата РСФСР Совнаркомӗ постановлени йышӑннӑ, В. И. Ленинпа М. И. Калинин алӑ пуснӑ хут тӑрӑх Чӑваш автономи облаҫне РСФСР пайӗ шайӗнче йӗркеленӗ. 1924 ҫул вӗҫӗнче вара Чӑваш автономлӑ облаҫӗн ертӳлӗхӗ Чӑваш АССРӗ туса хумалли проекта тӑратнӑ. 1925 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри Тӗп Ӗҫтӑвком Чӑваш автономи облаҫӗнчен Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республики ҫине улӑштаракан постановлени йышӑннӑ[12]. Унтан, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче ВЦИК йышӑннӑ постановленипе килӗшӳллӗн Чӑваш АССРӗ ҫумне Чӗмпӗр кӗпӗрнин Улатӑр уесӗнчи ҫак вулӑссене хушнӑ: Улатӑр хулипе пӗрле Улатӑр вулӑсне, Пӑрачкав тата Кувакино вулӑсӗсене, вӗсенче пурӗ 121 464 ҫын пурӑннӑ.

1920-мӗш ҫулсенче Чӑваш АССР ятне Пӑлхар АССРӗ ҫине улӑштарас тата чӑвашсене пӑлхарсем ят парас шухӑша сӳтсе явнӑ[13], ҫакна ҫармӑссем вырӑнне мари теме йышӑннӑран тӑвасшӑн пулнӑ[14]. Анчах таврапӗлӳҫӗсен сӗнӗвне республика ертӳҫисемпе халӑх ырласах кайман.

«...чӑваш буржуази националисчӗсем, чӑваш халӑхӗ пӑлхарсенчен пулса кайнин теорийӗпе хӑйсен тӑшманла политика тӗллевӗсенче усӑ курма тӑрӑшнӑ. 1920-мӗш ҫулсенче вӗсем хӑйсен ӗҫӗсенче чӑвашсем пӗртен-пӗр, тӳрӗ тата таса Атӑл-Кама пӑлхарӗсен тӑхӑмӗ пулнине пропагандӑланӑ, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн тапхӑрне вӗсем буржуази-националистла чи лайӑх самана тесе хакланӑ.

Д. П. Петров (Юман), М. П. Петров, А. П. Прокопьев-Милли тата ытти таврапӗлӳҫӗсен ӗҫӗсенче пӑлхар тапхӑрне чӑваш халӑхӗн историйӗнчи «ылтӑн ӗмӗрӗ» евӗр сӑнланӑ, патшалӑхри социаллӑ тата класс танмарлӑхне тата эксплуататорсен пусмӑрне шута илмен. Ҫак ҫулсенчех буржуазла националистсем чӑвашсене пӑлхарсем ят парассишӗн кампанине йӗркеленӗ, Чӑваш АССРне «Пӑлхар» теме сӗннӗ».Денисов П. В. Этнокультурные параллели дунайских болгар и чувашей.— Чебоксары, 1969. — С. 10

1990 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗ республика суверенитечӗ ҫинчен калакан декларацине йышӑннӑ, унӑн ҫӗнӗ ятне — Чӑваш ССРӗ — ҫирӗплетнӗ. 1991 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче РСФСР Халӑх депутачӗсен съезчӗ 1978 ҫулхи РСФСР конституцийӗн 71-мӗш статйине улшӑну кӗртсе ҫак ята ҫирӗплетнӗ. 1992 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнчен пуҫласа «Чӑваш ССР ятне улӑштарасси ҫинчен» Саккуна йышӑннӑ хыҫҫӑн Чӑваш ССРӗ Чӑваш Республики пулса тӑнӑ.

2001 ҫулччен Раҫҫей Конституцийӗн 65-мӗш статйинче федераци субъекчӗн вырӑсла чӗлхиллӗ официаллӑ тулли ячӗпе пӗрле чӑвашла «Чӑваш Республики» ята та асӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗн 2001 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫей Федераци субъекчӗн ятне «Чувашская Республика — Чувашия» тесе улӑштарнӑ.

2012 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Республикинчи хӑш-пӗр общество ӗҫченӗсем Шупашкарта ҫавра сӗтел иртнӗ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. В. Игнатьевпа РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем патне Чӑваш Республикин историллӗ ятне «Республика Чувашия — Волжская Болгария» ҫӗнӗрен ҫирӗплетме сӗннӗ[15][16][17][18]. 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Чӑваш Республикин ятне историллӗ «Республика Чувашия — Волжская Болгария» ят ҫине улӑштарма ыйтса ушкӑнпа ҫырнӑ ҫыру ҫитнӗ[19].

Официаллӑ символика

Патшалӑх тытӑмӗ

Республикӑн хӑйӗн конституцийӗ тата саккунӗсем пур. Право тӗлӗшӗнчен вӑл пӑхӑнмасӑр ӗҫлеме пултарать, ҫав шутра РФ Конституцийӗпе палӑртнӑ чикӗсенче обществӑн политика, экономика тата культура сферисенчи хутшӑнусене йӗркелекен саккунсене тата ытти нормативлӑ право акчӗсене йышӑнайрать[8].

Чӑваш Республикин картти

Республикӑн тӗп саккунӗ — 2000 ҫулта йышӑннӑ Чӑваш Республикин Конституцийӗ. 2012 ҫулччен Чӑваш Республики официаллӑ майпа патшалӑх статусӗпе усӑ курнӑ. Чӑваш Республикин конституцийӗнче (6-мӗш редакци — 2011 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче 46-мӗш №) ҫакна ҫирӗплетнӗ: «Чӑваш Республики — Раҫҫей Федерацийӗн йышӗнчи республика (патшалӑх)»[20]. Чӑваш Республикинче чи пысӑк должноҫри ҫын — Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ (2012 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен — Президент).

Патшалӑх Канашӗ (парламент) Чӑваш Енри патшалӑх влаҫӗн чи пысӑк представительлӗ, саккун кӑларакан тата тӗрӗслев органӗ пулса тӑрать. Чӑваш Республикин Министрсен кабинечӗ патшалӑх влаҫӗн ӗҫ тӑвакан тата хушса тӑракан органӗ пулса тӑрать, ӑна премьер-министр(выр.)чăв. ертсе пырать.

Администраципе территори пайланӑвӗ

Чӑваш Республикинче 21 административлӑ район, 9 хула (ҫав шутра республикӑна пӑхӑнакан 5, тата района пӑхӑнакан 4 хула), 8 хула евӗрлӗ посёлок, 1700 яхӑн ял пур.

Тӗп хули

Республикӑн тӗп хули — Шупашкар ( 496 350 çын пурăнать). 2001 çулта вӑл Раççейри чи хӑтлӑ хула ята тивӗҫнӗ.

Республикӑна пӑхӑнакан хуласенче хула тӑрӑхӗ евӗр муниципаллӑ виҫесем пур, районсем муниципаллӑ округ евӗр муниципаллӑ виҫесем йӗркеленӗ.

Чăваш Енĕн администрациллĕ картти.
Район Халӑх, ҫын Территори,

км2

Халӑх

йышлăхӗ,

ҫын/км²

Центр
Республикӑна пӑхӑнаканнисем (хула тӑрӑхӗсем)
1 Улатӑр 32 265[21] Улатӑр хули
2 Канаш 44 354[21] Канаш хули
3 Ҫӗнӗ Шупашкар 120 650[21] Ҫӗнӗ Шупашкар хули
4 Шупашкар районӗ 508 069[21] Шупашкар хули
5 Çĕмĕрле 26 873[21] Ҫӗмӗрле хули
Районсем (муниципаллӑ округсем)
1 Улатӑр районӗ 14 139[21] 1940 7,67 Улатӑр хули
2 Элӗк районӗ 14 273[21] 554.1 28,66 Элĕк сали
3 Патӑрьел районӗ 32 060[21] 994 34,7 Патӑрьел сали
4 Вӑрнар районӗ 29 450[21] 1012.6 31,82 Вӑрнар хула евӗрлӗ посёлок
5 Йӗпреҫ районӗ 20 699[21] 1201.2 19,58 Йӗпреҫ хула евӗрлӗ посёлок
6 Канаш районĕ 32 460[21] 981.4 36,37 Канаш хули
7 Куславкка районӗ 15 497[21] 516.8 37,29 Куславкка хули
8 Комсомольски районӗ 20 913[21] 630.3 40,01 Комсомольски сали
9 Красноармейски 12 961[21] 456.3 31,29 Красноармейски сали
10 Хӗрлӗ Чутай районӗ 14 133[21] 691.6 20,86 Хӗрлӗ Чутай сали
11 Сӗнтӗрвӑрри районӗ 19 353[21] 686.1 32,66 Сӗнтӗрвӑрри хули
12 Муркаш районӗ 31 277[21] 845.3 39,05 Муркаш сали
13 Пӑрачкав районӗ 10 732[21] 1116.9 11,29 Пӑрачкав сали
14 Вӑрмар районӗ 20 839[21] 598.3 38,43 Вӑрмар хула евӗрлӗ посёлок
15 Ҫӗрпӳ районӗ 31 944[21] 790.8 45,55 Ҫӗрпӳ хули
16 Шупашкар районӗ 62 258[21] 1331.7 46,74 Кӳкеç хула евӗрлӗ посёлок
17 Шӑмӑршӑ районӗ 11 961[21] 799.1 15,73 Шӑмӑршӑ сали
18 Ҫӗмӗрле районӗ 7870[21] 1047.6 8,71 Ҫӗмӗрле хули
19 Етӗрне районӗ 23 366[21] 897.5 29,04 Етӗрне хули
20 Елчӗк районӗ 15 793[21] 567.2 30,55 Елчĕк сали
21 Тӑвай районӗ 12 720[21] 524.4 28,26 Тӑвай сали

Ял-хуласем

3000 ытла ҫын пурӑнакан ял-хуласем

Шупашкар 496 350[22]
Ҫӗнӗ Шупашкар 120 375[21]
Канаш 44 354[21]
Улатӑр 32 265[21]
Ҫӗмӗрле 26 873[21]
Ҫӗрпӳ 12 762[21]
Кӳкеҫ 13 451[21]
Вӑрнар 10 522[21]
Куславкка 7781[21]
Етӗрне 7918[21]
Сӗнтӗрвӑрри 7851[21]
Йӗпреҫ 7254[21]
Ҫӗнӗ Лапсар 5913[21]
Пӑрачкав 5081[21]
Вӑрмар 5290[21]
Патӑрьел 5281[21]
Шӑнкӑртам 5282[21]
Комсомольски 4632[21]
Красноармейски 3900[21]
Шӑмӑршӑ 3375[21]
Ҫӗнӗ Тутаркасси 3753[23]
Муркаш 3562[21]
Тӑвай 3690[24]
Ишлей 3155[21]

Физикӑпа географи уйрӑмлӑхӗсем

Чӑваш АССРӗн Советсен ҫурчӗ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑх Администрацийӗ ӗҫлекен ҫурт

Чăваш Республики Тухăç Европа тӳремӗн тухӑҫ пайӗнче, ытларах Атӑлăн сылтăм енӗнче, унӑн Сӑрпа Сӗве юпписем хушшинче вырнаҫнӑ.

Республикăн чи çӳллӗ вырӑнӗ тинӗс шайӗнчен 286,6 метрта вырнаҫнӑ[25].

Тӑпрасем

Паха хура тăпраллӑ вырӑнсем республикӑн кӑнтӑр-тухӑҫ енче, Тутарстанпа юнашар вырнаҫнӑ лаптӑкра, тата Сӑр шывӗн анӑҫ еннелле республикӑн кӑнтӑр-анӑҫ енчи лаптӑкра вырнаҫнӑ. Ҫавӑн пекех тепӗр лаптӑк Мăн тата Кӗçӗн Ҫавал хушшинче выртать.

Шыв пуянлӑхӗ

Республикӑра Шупашкар ГЭСне йӗркелесе Атӑлăн гидроэлектропотенциалне пӗтӗм хӑватпа усӑ курмаҫҫӗ.

1969–1970 ҫулсенче Сӑр юханшывӗнче ҫтерлӗ пулӑ нумай пулнӑ. Ҫутҫанталӑк палӑкӗ — Тени кӳлли — пур[26].

Çĕр айĕнчи пуянлӑх

Кунта фосфорит ҫӗр айӗнчи минералсем пур, вӗсен калӑпӑшӗ 148,7 млн т танлашать, ҫавӑн пекех ҫунакан сланецсем (199 млн т.), торф пур.

Ҫутҫанталӑк

Климат

Чӑваш Республики виҫеллӗ континентлӑ климат зонинче вырнаҫнӑ, вӑл вӑрманлӑ тата вӑрман-ҫеҫенхирлӗ лаптӑк шутне кӗрет. Нумай ҫул хушши виҫнӗ хыҫҫӑн кӑрлач уйӑхӗнчи вӑтам сывлӑш температури — -13°С танлашать; утӑ уйӑхӗнче — +20°С. Ҫулталӑк хушшинче вӑтамран — 530-570 мм юр-ҫумӑр ҫӑвать.

Шупашкар климачӗ
Кӑтарту Кӑрл. Нар. Пуш Ака Ҫу Ҫӗрт. Утӑ Ҫур. Авӑн Юпа Чӳк Раш. Ҫул.
Чи пӗчӗк температура, °C 4,2 5,0 11,0 29,5 33,4 37,5 35,6 39,9 32,3 23,4 16,0 7,0 39,9
Чи пысӑк вӑтам температура, °C −9,3 −8,7 −2,2 8,5 18,4 23,3 25,0 23,1 16,1 7,0 −1,4 −7,2 7,8
Вӑтам температура, °C −12,9 −10,7 −5,1 4,3 12,6 16,6 18,8 16,6 10,6 3,1 −3,4 −9,5 3,7
Чи пӗчӗк вӑтам температура, °C −16,4 −16 −9,9 0,1 7,4 12,0 14,2 12,5 7,2 0,7 −6,6 −13,4 −0,6
Чи пӗчӗк температура, °C −46,8 −39,9 −31,7 −25,6 −6,5 −1,4 2,6 1,6 −6,5 −23,4 −36,6 −43,9 −46,8
Юр-ҫумӑр норми, мм 30 24 24 35 40 66 83 64 54 53 43 38 554
Ҫӑлкуҫ: Климат
  • Ҫулталӑк хушшинчи вӑтам ҫил хӑвӑртлӑхӗ — 3.6 м/с
  • Ҫулталӑк хушшинчи вӑтам сывлӑш нӳрӗклӗхӗ — 75 %

Чӑваш Республикинчи чи пӗчӗк температура кӑтартӑвӗсене ытларах пайӗпе XX ӗмӗрте палӑртнӑ, тепӗр 2 унашкал кӑтартӑва XIX ӗмӗрте ҫырса илнӗ. Чи пысӑк 3 температурӑна вара XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче палӑртнӑ.

Ҫулталӑк кăрлач нарăс пуш ака çу çĕртме утă çурла авăн юпа чÿк раштав
Абсолютлӑ максимум 2001 1990 1937 1950 1921 1921 1971 2010 1951 1915 1998 2008
Абсолютлӑ минимум 1942 1930 1963 1963 1918 1892 1926 1932 1996 1920 1890 1978

Халăх йышĕ

Чӑваш Республикинчи этноссен картти

Росстат кӑтартӑвӗсем тӑрӑх республикӑра пур ӑнакан халӑх йышӗ 2024 ҫулта 1 167 061 ҫынпа танлашнӑ. Халӑх йышлӑхӗ — пӗр тӑваткал километр пуҫне 63,62 ҫын тивет (2024). Хулара пурӑнакан халӑх пӗтӗм йышран 64,95 % йышӑнать (2022).

Этноссен йышӗ

2002 çулхи халăх çыравӗ республикӑра 106 тӗрлӗ халӑх пурӑннине кӑтартса панӑ, чӑвашсем иккӗ виҫҫӗмӗш пай ытла, вырӑссем чӗрӗк пай ытла йышӑнаҫҫӗ:

Наци 1926 ҫул,

пин ҫын (*)

1939 ҫул,

пин ҫын (*)

1959 ҫул,

пин ҫын (*)

1970 ҫул,

пин ҫын (*)

1979 ҫул,

пин ҫын (*)

1989 ҫул,

пин ҫын (*)

2002 ҫул,

пин ҫын (*)

2010 ҫул

пин ҫын[27].

чӑвашсем 667,7 (74,7 %) 777,2 (72,2 %) 770,4 (73,0 %) 856,2 (70,0 %) 887,7 (68,4 %) 906,9 (67,8 %) 889,3 (67,7 %) 814,8 (67,7 %)
вырӑссем 178,9 (20,0 %) 241,4 (22,4 %) 263,7 (24,0 %) 299,2 (24,5 %) 338,2 (26,0 %) 357,1 (26,7 %) 348,5 (26,5 %) 323,3 (26,9 %)
тутарсем 22,6 (2,5 %) 29,0 (2,7 %) 31,4 (2,9 %) 36,2 (3,0 %) 37,6 (2,9 %) 35,7 (2,7 %) 36,4 (2,8 %) 34,2 (2,8 %)
мордвасем 24,0 (2,7 %) 22,5 (2,1 %) 23,9 (2,2 %) 21,0 (1,7 %) 20,3 (1,6 %) 18,7 (1,4 %) 16,0 (1,2 %) 13,0 (1,1 %)

2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тӑрӑх халӑхсен тӳпи ҫакӑн пек пайланнӑ[28]:

Хӑйсене палӑртнӑ Йыш (ҫын) Процентлӑ пай
Чӑвашсем 889 268 67,69 %
Вырӑссем 348 543 26,53 %
Тутарсем 36 401 2,77 %
Мордвасем 16 383 1,25 %
Украинсем 6 422 0,49 %
Марисем 3 600 0,27 %
Беларуҫсем 1 881 0,14 %
Эрменсем 1 261 0,14 %
Азербайджансем 857 0,07 %
Чикансем 751 0,06 %
Нимӗҫсем 520 0,05 %

Чӑвашсем пур администрациллӗ-территориллӗ виҫесенче те чи йышлӑ халӑх пулса тӑраҫҫӗ, ҫакӑ республикӑн хӗвел анӑҫӗнчи тата кӑнтӑр-хӗвел анӑҫӗнчи икӗ районпа икӗ хулана пырса тивмест. Улатӑр районӗнче тата Ҫӗмӗрлере вӗсен йышӗ вырӑссенчен сахалрах, Пӑрачкав районӗнче тата Улатӑрта вара — вырӑссенчен тата мордвасенчен сахалрах.

Халӑх йышӗ
1926[29]1928[30]1931[31]1933[32]1937[33]1959[34]
888 960903 300909 100958 5001 023 9581 097 859
1970[35]1979[36]1987[37]1989[38]1990[39]1991[40]
1 223 6751 292 4861 330 0001 336 0661 337 1821 339 822
1992[41]1993[42]1994[43]1995[44]1996[45]1997[46]
1 344 0141 347 8181 345 4891 345 4311 343 9661 341 946
1998[47]1999[48]2000[49]2001[50]2002[51]2003[52]
1 339 1941 338 8191 334 2191 327 7431 313 7541 311 737
2004[53]2005[54]2006[55]2007[56]2008[57]2009[58]
1 304 9841 299 3061 292 2361 286 2391 282 5671 279 359
2010[59]2011[60]2012[61]2013[62]2014[63]2015[64]
1 251 6191 250 5181 247 0121 243 4311 239 9841 238 071
2016[65]2017[66]2018[67]2019[68]2020[69]2021[70]
1 236 2471 235 8631 231 1171 223 3951 217 8181 186 909
2022[71]2023[72]2024[73]
1 183 9081 173 1771 167 061
250 000
500 000
750 000
1 000 000
1 250 000
1 500 000
1937
1989
1994
1999
2004
2009
2014
2019
2024

Экономика

Чӑваш Республики Атӑлпа Вятка экономика районне кӗрет.

Чăваш Республикин экономики РФ субъекчӗсене илес пулсан «вӑтаммисемпе» аутсайдерсем хушшинче тӑрать. Регионти пурӑнмалли хак патне ҫитернӗ пӗр ҫынна тивекен ВРП Раҫҫейри вӑтам кӑтартупа танлаштарсан 54% пулать. Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Пензӑпа Киров облаҫӗсен тата Атӑл-Вятка районӗнчи вӑйсӑртарах аталанакан республикӑсен (Мордвапа Мари Эл) кӑтартӑвӗсем кӑна япӑхрах.

Ял хуҫӑлӑхӗ

2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче ял халӑхӗ 438 920 ҫын пулнӑ, ҫакӑ республикӑн пур халӑхӗн 36 % шутланать.

Чӑваш Республикин экономикинче ял хуҫалӑхӗн пайӗ ВРП структуринче Раҫҫейӗн вӑтам кӑтартӑвӗнчен икӗ хут пысӑкрах (9,4 % тата 4, 9% пулать). ВРП-н 31% промышленность тивӗҫтерет (Раҫҫейре вӑтам кӑтарту — 33,2 %).

2020 ҫулта пур категорири хуҫалӑхсем ял хуҫалӑх продукцине 45,1 млрд тенкӗлӗх туса кӑларнӑ (ял хуҫалӑх организацисем — 20,9 млрд тенкӗ). Ҫав шутра ӳсентӑран ӳстерсе — 23,2 млрд тенкӗлӗх продукци туса кӑларнӑ, выльӑх-чӗрлӗх ӳстерсе — 21,9 млрд тенкӗ.

2010, 2017 тата 2020 ҫулсенче Чӑваш Республикин делегацийӗ Раҫҫейре иртекен «Ылтӑн кӗркунне» агропромышленность куравне («Ылтӑн кӗркунне—2010», «Ылтӑн кӗркунне—2017», «Ылтӑн кӗркунне—2020») хутшӑннӑ, отрасльсен конкурсӗсенче темиҫе медаль ҫӗнсе илнӗ[74][75][76].

Выльӑх-чӗрлӗх ӳстересси

2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне мӗнпур категориллӗ/ял хуҫалӑх организацийӗсенче 193,0/65,0 пин пуҫ шултра мӑйракаллӑ выльӑх, ҫав шутра 85,8/25,0 пин пуҫ ӗне, 143,8/114,2 пин пуҫ сысна, 148,3/1,2 пин пуҫ сурӑхпа качака шутланнӑ.

2019 ҫулта 1 ӗнерен сӑвакан сӗт вӑтамран 6121 кг (+10,5 %) танлашнӑ. Сӗт-ҫу енӗпе палӑракан ӑратлӑ ӗнесен йышӗ 10,3 пин пуҫпа танлашнӑ, ку вӑл 1,5 пин пуҫ нумайрах. Ӑратлӑ ӗнесем тытакан организацисенче 71,2 пин тонна сӗт туса илнӗ, 2018 ҫулхи шайпа танлаштарсан ҫакӑ 126,5 % пулать. Ял хуҫалӑх организацийӗсенче сӗт туса илнӗ мӗнпур сӗтрен ку хуҫалӑхсен пайӗ 49 % (2018 ҫулхи шайран 6 % нумайрах) шутланать. Ҫав вӑхӑтрах ҫулталӑкра 1 ӑратлӑ ӗнерен суса илекен вӑтам сӗт калӑпӑшӗ те 10,5 % ӳснӗ, 7414 кг таран ҫитнӗ[77].

Ӳсентӑран ӳстересси

2020 ҫулта мӗнпур категориллӗ хуҫалӑхсем пурӗ 941 пин тонна тырӑ ҫапнӑ, ку малтанхи ҫулталӑкри кӑтартуран 29,8 % пысӑкрах. Пахча ҫимӗҫе 157 пин тонна пухса кӗртнӗ, ку 14,0 % ытларах. Ҫӗрулмипе сахӑр кӑшманне 22,9 % тата 38,2 % сахалрах туса илнӗ. Тӗш тырӑсен тухӑҫӗ 32,2 центнерпа танлашнӑ (+19,3 %). Пахча ҫимӗҫ тухӑҫлӑхӗ гектартан 343,6 ц пулнӑ, ҫӗрулмин — 183,6 ц[78][79].

2019 ҫулта Чӑваш Республикинчи пахча-ҫимӗҫ тухӑҫлӑхӗ гектартан 337,5 ц танлашнӑ, ку Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран 59,3 центр нумайран, ҫӗрулми тухӑҫлӑхӗ вара Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран 15,9 ц/га пысӑкрах[80].

Чӑваш Республикинчи тӑпра тата кунти климат пахча-ҫимӗҫ ӳстермешкӗн, ҫӗрулми туса илмешкӗн республика АПК специализацийӗнче чи пӗлтерӗшлӗ отраслӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Уҫӑ вырӑнта туса илекен ҫӗрулмипе пахча-ҫимӗҫ тухӑҫлӑхӗ енчен республика пысӑк кӑтартусем кӑтартать, ку ӗҫӗн хӑйхаклӑхӗ те пӗчӗк. Ҫакӑ кӳршӗллӗ регионсемпе танлаштарнӑ чухне кӑна мар палӑрать, Раҫҫейӗн хӑш-пӗр тӑрӑхӗсем те кая юлаҫҫӗ. Апла пулин те 2021 ҫулта типӗ ҫанталӑка пула ял хуҫалӑх продукцине туса илессин калӑпӑшӗ чакнӑ, пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен (-41 %), пахча ҫимӗҫ (-9,6 %) тата ҫӗрулми (-7 %) тухӑҫлӑхӗ чакнӑ. Ҫав вӑхӑтрах хупӑ вырӑнта пахча-ҫимӗҫ ӳстересси лайӑх аталанса пынӑ. 2021 ҫулта томат туса кӑларасси 1,5 хут ӳснӗ, хӑяр — 20 %[81].

«Борщ пуххи» йышне кӗрекен пахча-ҫимӗҫе туса илесси ҫӗршывӑн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн тӗп кӑтартӑвӗ. 2022 ҫулта Чӑваш Республикинчи ял хуҫалӑх организацийӗсем уҫӑ вырӑнта пахча-ҫимӗҫ ӳстермелли лаптӑка 20 % ӳстернӗ, ҫӗрулми лаптӑкне — 4 %[82].

Чӑваш Республикинче чылай фермер сад ҫӗр ҫырлине ӳстересси ҫине куҫать. Ял хуҫалӑх министерстви аталанма грантсем уйӑрать, фермерсем хӑйсен кӗсйинчен 30 процентне саплаштараҫҫӗ. Сад ҫӗр ҫырлине ӳстересси пысӑк тупӑш парать: пӗрчӗллӗ йышши тӗш тырӑ ҫитӗнтерес пулсан 1 гектартан 60 пин тенкӗ тупӑш илме пулать, ҫырла валли 10 миллион тенке яхӑн парать, — каласа панӑ Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ[83].

Акакан лаптӑксем:
ҫул 1959 1990 1995 2000 2005 2010 2015
пин гектар 874[84] 799,9[85] 770,6 693,1[85] 551,3[86] 571,9 574,7[86]

Промышленность

Республика промышленноҫӗ, тӗпрен илсен, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ (ҫак агломераци промышленность продукцийӗн виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайне хатӗрлет). «Промтрактор» УАО — Раҫҫейри тата СНГ ҫӗршывӗсенчи пӗртен-пӗр йывӑр бульдозерпа кӑпкалатмалли тата пӑрӑх вырнаҫтармалли техника кӑларакан савут, тӗнче шаӗнче вӑл унашкал предприятисен йышӗнче малта пыракан тӑватӑ компани шутне кӗрет. Предприяти кӑларакан машинӑсемпе нефтьпе газ, сӑрт-ту тӑпри кӑларакан тата строительство отраслӗсенче усӑ кураҫҫӗ. Шупашкарти прибор тӑвакан савут (хальхи официаллӑ ячӗ — «Г. А. Ильенко ячӗллӗ «ЭЛАРА» ӑслӑх-производство комплексӗ» УАО, унчченхи ячӗ — «Элара» ЧНППП УАО) — граждансем тата ҫар отраслӗ валли кӑткӑс электронлӑ приборсем кӑларакан Раҫҫейри пысӑк предприяти. Предприятире производствӑна конверсилесси пулса иртет, ҫӗнӗ продукци тӗсӗсене кӑларма хӑнӑхаҫҫӗ: автомобиль промышленноҫӗ валли приборсем ӑсталаҫҫӗ, компьютерлӑ медицина томографӗсем туса кӑлараҫҫӗ. «Шупашкарти агрегат савучӗ» УАО — автотрактор промышленноҫӗпе ял хуҫалӑх техники валли саппас пайсем кӑларас енӗпе специализацилекен Раҫҫейри промышленность предприятийӗ. Тракторсен куҫӑм системи валли саппас пайсем туса кӑларас ӗҫре малта пыракан предприяти шутланать. «Шупашкарти электроаппарат савучӗ» акционерсен хупӑ обществи («ЧЭАЗ» ХАО) — электротехника кӑларас енӗпе Раҫҫейри чи ватӑ та пысӑк предприятисенчен пӗри. Пӗчӗк вольтлӑ управлени аппарачӗсене, реле хӳтӗлевӗн микропроцессор хатӗрӗсене тата электричество энергине 0,4-ран пуҫласа 110 кВ таран валеҫмелли хатӗр-хӗтӗре туса кӑларакан предприяти. Вӗсем электростанцисемпе подстанцисем, газ компрессор станцийӗсем, газ- тата нефть тирпейлекен савутсем, металл шӑратакан, машина тӑвакан тата ытти предприятисем валли кирлӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта электроэнергетика тӗлӗшӗнчен пысӑк предприяти — Шупашкар ГЭСӗ вырнаҫнӑ, кунтах «Химпром» савут пур — хӑйӗн отраслӗнче вӑл Раҫҫейре чи пысӑккисенчен пӗри шутланать. 2007 ҫулта «Химпром» УАО «Ренова Оргсинтез» холдинг йышне кӗртнӗ, химсавутра хӗвел батарейисен модулӗсене туса кӑларас ӗҫе пуҫӑннӑ.

Канашра автоагрегат тата вакун юсакан савутсем ӗҫлеҫҫӗ, Улатӑрта приборсем тӑвакан савутсем пур, Ҫӗмӗрлере автофургонсемпе ятарлӑ автомобильсем туса кӑлараҫҫӗ.

Вӑрнар посёлокӗнче малтан ҫар валли ӗҫлекен хими савучӗ ӗҫленӗ, халӗ ун вырӑнӗнче хутӑш препаратсем кӑларакан савут ӗҫлет. Ытти 20 муниципалитетра промышленность производствин 6 % кӑна вырнаҫнӑ.

Транспорт

Республикӑри таварпа ҫынсене турттарассине автомобиль, чукун ҫул тата сывлӑш транспорчӗпе(выр.)чăв. пурнӑҫлаҫҫӗ.

Регионти миграци политики

2025 ҫулхи кӑрлачӑнн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин влаҫӗсем мигрантсене эрех-сӑра сутма, таксипе пассажирсене турттарма, вӗренӳ тата спорт сферисенче ӗҫлеме чарнӑ. Ку чару Казахстан, Армени, Беларуҫ тата Киргизи гражданӗсене, ҫавӑн пекех Раҫҫейре ирӗк паракан хутсемсӗр ӗҫлеме май паракан пысӑк квалификациллӗ специалистсене пырса тивмест. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсен хӑйсен компанийӗсенчи ют ҫӗршывран килнӗ ӗҫченсен йышне 2025 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тепӗр хут пӑхса тухмалла пулнӑ[87].

Инфраструктура, ҫыхăну

Телефони

  • «Ростелеком»;
  • «NetByNet (WiFire)» (2015 ҫулччен «ЧебNet»);
  • «Инфанет-Орионет»;
  • «Инфолинк»;
  • «Билайнт»;
  • «Эр-телеком» («Дом. Ru»);
  • «Etherway»;
  • «Энфорта»[88].

Мобиллĕ ҫыхӑну

  • МТС (GSM/UMTS/LTE);
  • Билайн (GSM/UMTS/LTE);
  • Мегафон (GSM/UMTS/LTE);
  • Tele2 Раҫҫей (GSM/UMTS/LTE)[89];
  • Уоta (LTE)[90].

Почта

  • АО Раҫҫей Почти.

Интернет

  • «Ростелеком»;
  • «NetByNet (WiFire)» (2015 ҫулччен «ЧебNet» ятлӑ пулнӑ);
  • «Эр-телеком» («Дом.Ru»);
  • «Инфолинк»;
  • «Etherway»;
  • «НКТВ» («NovoNet», «Аквилон»);
  • «Инфанет-Орионет»;
  • «Энфорта»;
  • «ВИП-технологи»[91].

Сывлăх сыхлавĕ

Чӑваш Республикинче федераци шайӗнчи 4 сывлӑх сыхлав учрежденине тата республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан 68 сывлӑх сыхлав учрежденине регистрациленӗ[92]. Вӗсенче 30 000 ытла ҫын ӗҫлет, ҫав шутӗнче: 5 пин ытла тухтӑр, 13 пине яхӑн медаппапа медбрат тата кӗҫӗн медицина персоналӗ шутланакан 12 пин ытла ҫын[93].

Вĕренӳпе ăслăлăх

Чӑваш Республикин Президенчӗ 2008 ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи вӗренӗве 2040 ҫулччен аталантарасси тӗлӗшпе кӑларнӑ 25-мӗш номерлӗ Хушура палӑртнӑ стратегире ҫапла каланӑ: «Хальхи вӑхӑтра республикӑра 344 чӑваш, 177 вырӑс, 17 тутар наци шкулӗ пур, 4 пӗтӗмӗшле вӗренӳ учрежденийӗнче ачасем мордва чӗлхине вӗренеҫҫӗ. Хальхи тытӑм нумай культурӑллӑ хутлӑхра ачасем ыйтакан пахалӑхлӑ пӗлӳ паракан вӗренӳпе тивӗҫтерме пултарать»[94].

Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерстви кӑтартнӑ тӑрӑх 2009 ҫулта республикӑра 65 % шкулсенче чӑвашла, 31 % вырӑсла, 3 % тутарла вӗрентнӗ. Чӑваш чӗлхине тӑван чӗлхе пек 344 чӑваш шкулӗнче, ытти 198 шкулта патшалӑх чӗлхи пек вӗрентнӗ. Чӑваш, тутар наци шкулӗсенче 1-5 классенче вӗрентӳ тӑван чӗлхепе пурнӑҫланӑ[95].

Культура

Культура учрежденийӗсем

Чӑваш оперӑпа балет театрӗ

Театрсем:

Вулавӑшсем:

Музейсем:

  • Улатӑрти таврапӗлӳ музейӗ;
  • Элӗк районӗнчи литературӑпа таврапӗлӳ музейӗ;
  • Сӗнтӗрвӑрри районӗн таврапӗлӳ музейӗ;
  • М. С. Спиридоновӑн хваттерӗ-мемориал музейӗ;
  • Н. И. Лобачевский музейӗ (Куславкка);
  • Геологи музейӗ (Шупашкар).
  • Хальхи ӳнер центрӗ (Шупашкар).
  • Сӑра музейӗ (Шупашкар);
  • Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер музейӗ;
  • Гидроэнергетика музейӗ (Ҫӗнӗ Шупашкар).

Тӗпел

Музыка

Литература

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем

Республика шайӗнче тухакан хаҫат-журнал:

Радио

Телекурав

  • «ГТРК «Чӑваш Ен» ВГТРК ФГУП уйрӑмӗ;
  • Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанийӗ;
  • ЮТВ телеканал;
  • «Зима» телеканал;

Спорт

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

  1. ^ http://kremlin.ru/events/president/news/62694
  2. ^ https://data.iana.org/time-zones/tzdb-2021e/europe
  3. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/OkPopul_Comp2024_Site.xlsx
  4. ^ Чувашия // Ф. Л. Агеенко Словарь собственных имён русского языка : сăмахсар. — М.: «Мир и Образование», 2010.
  5. ^ Конституция Чувашской Республики. Глава 1. Основы конституционного строя Чувашской Республики. Статья 1, пункт 2. Наименования Чувашская Республика и Чувашия равнозначны.
  6. ^ Конституция Чувашской Республики. Статья 8 (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  7. ^ Конституция Российской Федерации. Ст. 5, пп. 1, 2
  8. ^ 1, 2 Конституция Чувашской Республики. Статья 10 (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  9. ^ Писцовая книга Казанского уезда 1602—1603 годов: публ. текста / Сост. Р. Н. Степанов, статьи Ермолаева И. П., Степанова Р. Н. — Казань : Изд-во Казан. ун-та, 1978. — С. 17—18.
  10. ^ Татары. — М.: Наука, 2001. — С. 104—105.
  11. ^ Комиссаров Г. И. Чуваши Казанскаго Заволжья. // Извѣстія общества археологіи, исторіи и этнографіи при Императорскомъ Казанскомъ университетѣ. Т. XXVII, вып. 5. — Казань: Типо-литографія Императорскаго Университета, 1911. — С. 323.
  12. ^ Декрет ВЦИК от 21.04.1925. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
  13. ^ Денисов П. В. Этнокультурные параллели дунайских болгар и чувашей / авт. предисл. И. Д. Кузнецов. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1969. — 176 с.: рис.
  14. ^ 1918 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче мари халӑхӗн наци съезчӗ «ҫармӑс» ята пӑрахӑҫлама шут тытнӑ, мӗншӗн тесен вӑл наци тымарӗнчен килмест, унӑн вырӑнне «мари» теме пуҫламалла, мӗншӗн тесен ку историллӗ наци ячӗ пулса тӑрать. (Образование Марийской автономной области — Йошкар-Ола, 1966. — С. 39)
  15. ^ Переименование Чувашской Республики в «Республику Чувашия — Волжскую Болгарию» считаем необоснованным и нецелесообразным (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  16. ^ Чувашские историки и писатели просят переименовать республику в Волжскую Болгарию (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  17. ^ Ученые предложили переименовать Чувашию в Волжскую Болгарию (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  18. ^ Чувашская интеллигенция предлагает переименовать регион в Волжскую Болгарию (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  19. ^ Рассмотрев Ваше коллективное обращение о переименовании Чувашской Республики (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  20. ^ Конституция Чувашской Республики (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  21. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47 Таблица 5. Численность населения России, федеральных округов, субъектов Российской Федерации, городских округов, муниципальных районов, муниципальных округов, городских и сельских поселений, городских населенных пунктов, сельских населенных пунктов с населением 3000 человек и более. Итоги Всероссийской переписи населения 2020 года. На 1 октября 2021 года. Том 1. Численность и размещения населения (выр.) (XLSX). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ.
  22. ^ 2024AA
  23. ^ Численность населения районов Чувашской Республики (выр.). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
  24. ^ Электоральный паспорт Янтиковского сельского поселения (выр.). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  25. ^ Статья в газете "Ведомости Чувашской республики (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  26. ^ Озеро Тени в Чувашской Республике (выр.). Культура.РФ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ.
  27. ^ Информационные материалы об окончательных итогах Всероссийской переписи населения 2010 года (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  28. ^ Всероссийская перепись населения 2002 года. Национальный состав населения по регионам России (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  29. ^ http://docs.historyrussia.org/ru/nodes/47581-vsesoyuznaya-perepis-naseleniya-1937-goda-obschie-itogi#mode/inspect/page/64/zoom/4.
  30. ^ http://istmat.info/node/20228.
  31. ^ http://istmat.info/files/uploads/17630/sssr_ad-ter_delenie_1931_rsfsr.pdf.
  32. ^ http://istmat.info/files/uploads/53487/adm._delenie_sssr_1934.pdf.
  33. ^ http://docs.historyrussia.org/ru/nodes/47581-vsesoyuznaya-perepis-naseleniya-1937-goda-obschie-itogi#mode/inspect/page/64/zoom/4.
  34. ^ https://web.archive.org/web/20131019131830/http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus59_reg1.php.
  35. ^ https://web.archive.org/web/20131019131839/http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus70_reg1.php.
  36. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus79_reg1.php.
  37. ^ https://www.webcitation.org/6ibsmTCzx.
  38. ^ https://web.archive.org/web/20111010033657/http://demoscope.ru:80/weekly/ssp/rus89_reg1.php.
  39. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  40. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  41. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  42. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  43. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  44. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  45. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  46. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  47. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  48. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  49. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  50. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  51. ^ https://web.archive.org/web/20120203125040/http://www.perepis2002.ru/ct/doc/1_TOM_01_04.xls.
  52. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  53. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  54. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  55. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  56. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  57. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  58. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  59. ^ https://web.archive.org/web/20130906112443/http://www.gks.ru/free_doc/new_site/perepis2010/croc/Documents/Vol1/pub-01-11.xlsx.
  60. ^ http://www.fedstat.ru/indicator/data.do?id=31557.
  61. ^ http://web.archive.org/web/20130516092833/http://www.gks.ru/free_doc/doc_2012/bul_dr/mun_obr2012.rar.
  62. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2013/bul_dr/mun_obr2013.rar.
  63. ^ https://web.archive.org/web/20140810202114/http://www.gks.ru/free_doc/doc_2014/bul_dr/mun_obr2014.rar.
  64. ^ https://web.archive.org/web/20150923180801/http://www.gks.ru/free_doc/doc_2015/bul_dr/mun_obr2015.rar.
  65. ^ http://www.gks.ru/free_doc/new_site/population/demo/Popul2016.xls.
  66. ^ http://web.archive.org/web/20170731141731/http://www.gks.ru/free_doc/doc_2017/bul_dr/mun_obr2017.rar.
  67. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2018/bul_dr/mun_obr2018.rar.
  68. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2019/bul_dr/mun_obr2019.rar.
  69. ^ https://web.archive.org/web/20200822004543/https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/CcG8qBhP/mun_obr2020.rar.
  70. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx.
  71. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/chisl_RF_01-01-2022_VPN-2020.xls.
  72. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Bul_MO_2023.xlsx.
  73. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/OkPopul_Comp2024_Site.xlsx.
  74. ^ Чувашские аграрии на “Золотой осени-2010” (выр.). www.grani21.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  75. ^ В Москве прошла 19-я Российская агропромышленная выставка «Золотая осень-2017» (выр.). Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики (9 юпан 2017). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
  76. ^ Объявлены победители конкурса «За производство высококачественных кормов и кормовых добавок» - Золотая осень (2020-10-08). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.
  77. ^ Средний надой молока от 1 коровы в 2019 году составил 6121 кг (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  78. ^ Ход уборочной кампании 2020 в РФ по областям (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  79. ^ Чувашстат Сельское хозяйство (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  80. ^ Минсельхоз России. Показатели урожайности картофеля и овощей в Чувашии выше средних по стране (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  81. ^ В Чувашии в 2021 году из-за засухи произошло снижение объёма производства продукции сельского хозяйства. 17.01.2022 (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  82. ^ Минсельхоз ЧР. В Чувашии в 2022 году будут увеличены посевные площади под овощами открытого грунта и картофелем 25.01.2022 (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  83. ^ В Чувашии начали активно развивать ягодоводство 27.07.2021 (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  84. ^ Сельское хозяйство СССР. Статистический сборник (1960). — Госстатиздат ЦСУ СССР, 1960. — С. 500. — 667 с. — 10 000 экз.
  85. ^ 1, 2 Госкомстат России. Регионы России. Социально экономические показатели. 2002. — 2002. — С. 490. — 863 с. — 1600 экз. — ISBN 5-89476-108-5. Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2019 ҫулхи акан 19-мӗшӗ.
  86. ^ 1, 2 Федеральная служба государственной статистики. Регионы России. Социально экономические показатели. 2016. — 2016. — С. 726. — 1326 с. — ISBN 978-5-89476-428-3.
  87. ^ В Чувашии мигрантам запретили работать в такси и сфере образования. ТАСС (29 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
  88. ^ Проводная телефония Чувашии (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  89. ^ Tele2 запустила сеть 4G в Чебоксарах и Новочебоксарске. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ.
  90. ^ Сотовая связь Чувашии (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  91. ^ Провайдеры Чувашии (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  92. ^ ЛПУ Чувашии. «Здоровая Чувашия». Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.
  93. ^ Врачи Чувашии. «Здоровая Чувашия». Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
  94. ^ Указ Президента Чувашской Республики от 21.03.2008 № 25 «О Стратегии развития образования в Чувашской Республике до 2040 года» (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  95. ^ Эксперты ЮНЕСКО отнесли чувашский язык к исчезающим (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.

Литература

Каçăсем