Чукотка автономи тăрăхĕ

Чукотка автономлă округĕ (чук. Чукоткакэн автономныкэн округ) — Раççей çурçĕр хĕвелтухăçĕнче вырнаçнă Инçет Тухăç Федераллă Округне кĕрекен автономлă округ.

undefined

Географийӗ

Чукотка çурутравне, материк пайне тата темиçе утрав (Врангель, Айон, Ратманов тата ыттисем) çинче вырнаçнă. Хĕвелтухăç Çĕпĕр тата Беринг тинĕсĕсем хĕрринче выртать.

Пысăк юханшывĕсем — Анадырь (юпписем Майн, Шурă, Танюрер), Омолон, Великая, Амгуэма, Большой тата Малый Анюи. Чи пысăк кӳллисем — Хĕрлĕ, Эльгыгытгын, Пекульней.

Çутçанталăк пурлӑхӗсем

Чукоткăра çĕр айĕнчи пуянлăхсем нумай: нефть, çутçанталăк газĕ, çĕр кăмрăкĕ, ылтăн, тăхлан, вольфрам, чĕркĕмĕл. Чи паллă çĕруправсем: ылтăн çĕрĕ — Купол, Май, Каральвеемское; сапаланчăк ылтăн — Рывеемское, Пильхинкууль, Каральвеемское; тăхлан çĕрĕ — Пыркакайские штокверки, Иультин, Валькумей; вольфрам — Иультин; çĕр кăмрăкĕ — Анадырь хăмăр кăмрăк, Берингçĕр кăмрăк çĕруправĕсем. Врангель утравĕнче заповедник вырнаçнă.

Культура

Female Dancers 2, Lorino.jpg

Вырăнти халăхăн культурине упрама Эргырон ансамбль никĕсленĕ.

Халăх

Округра — 49,5 пин çын пурăнать (2009). Вăтам йышлăхĕ — 0,07 çын/км², хулара пурăнакансен шучĕ — 66,4 % (2009). 1990—мĕш çулсенче халăх йышĕ виçĕ хут чакнă,вырăнти мар халăхсем кунтан тухса кайнă пирки. Каярах халăх шучĕ питех ылмашмасть. 1939, 1959, 1970, 1979, 1989 тата 2002 çулсенчи çыравсем тăрăх, округра çак халăх çыннисем пурăннă (пин çын):

Халăх 1939 1959 1970 1979 1989 2002 (* 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче архивланӑ.)
Вырăссем 5,2 (24,1 %) 28,3 (60,7 %) 70,5 (69,7 %) 96,4 (68,9 %) 108,3 (66,1 %) 27,9 (51,9 %)
Чукчăсем 12,1 (56,3 %) 10,0 (21,4 %) 11,0 (10,9 %) 11,3 (8,1 %) 11,9 (7,3 %) 12,6 (23,4 %)
Украинсем 0,6 (2,7 %) 3,5 (7,6 %) 10,4 (10,3 %) 20,1 (14,4 %) 27,6 (16,8 %) 5,0 (9,2 %)
Эскимоссем 1,1 (2,3 %) 1,1 (1,1 %) 1,3 (0,9 %) 1,5 (0,9 %) 1,5 (2,85 %)
Эвенсем 0,8 (3,8 %) 0,8 (1,8 %) 1,1 (1,0 %) 1,0 (0,7 %) 1,3 (0,8 %) 1,4 (2,6 %)
Чувансем 0,9 (0,6 %) 1,0 (1,8 %)
Белоруссем 0,6 (1,2 %) 1,7 (1,6 %) 2,4 (1,7 %) 3,0 (1,9 %) 0,5 (1,0 %)
Тутарсем 0,5 (1,1 %) 1,6 (1,6 %) 2,0 (1,4 %) 2,3 (1,4 %) 0,5 (1,0 %)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

Категорисем