Магадан облаçĕ

Магада́н облаçĕ — Раҫҫей Федерацийӗн çурçĕр-хĕвелтухăçĕнче вырнаçнă Инçет Тухăç Федераллă Округне кĕрекен область.

Географи

Облаç Охотск тинĕсĕпе Лăпкă океан хĕрринче вырнаçнă. Облаçĕн ¾ пайне тундрăпа вăрманлă тундры йышăнать. Чи çӳллĕ тăвĕсем - Юрлă (Магадан облаçĕнчи ту) (2293 м) тата Абориген (2287 м). Пысăк юханшывĕсем: Колыма, Аян-Юрях.

Халăх йышĕ

Облаçра 161 пин çын (2010) пурăнать, тачăлăхĕ: 0,35 çынл/км² (2009). Хулара пурăнакансен виçи: 95,3 % (2009). Ку кăтартупа облаç Мускавпа тата Санкт-Петербургран кăна каярах. Халăхăн 70 % яхăн Магадан хулинче (2008 çулта114,9 пин çын ) пурăнать.

2002-мĕш çулхи çырав Магадан облаçĕнче 182 726 çын пурăннине палăртнă.

Халăх 2002 çулти халăх йыщĕ, пин
Вырăссем 146,5 (80,2 %)
Украинсем 18,1 (9,9 %)
Эвенсем 2,5 (1,4 %)
Белоруссем 2,2 (1,2 %)
Тутарсем 2,0 (1,1 %)
Коряксем 0,88 (0,5 %)
Ингушсем 0,8 (0,45 %)
Нимĕçсем 0,7 (0,45 %)
Ительменсем 0,65 (0,35 %)
500 çынран нумайрах халăхсене кăтартнă

Пурăнан вырăнсем

2010-мĕш çулхи кăрлачăн 1-мĕш тĕлне
2 пин çынран нумайрах пурăнан вырăнĕсем
Магадан ▼98,9 Ягодное ▼3,7
Ола ▼6,3 Синегорье ▼2,9
Сусуман ▼5,8 Сеймчан ▼2,5
Сокол ▲5,2 Уптар ▼2,2
Палатка ▼4,2 Оротукан ▼2,1
Омсукчан ▼4,0 Стекольный ▼2,0
Усть-Омчуг ▼4,0

Облаçре ылтăн, кĕмĕл, тăхлан, вольфрам нумай, пăхăр, молибден, нефть тата газ конденсачĕ тĕл пулаççĕ. Ылтăн хакĕ ӳсет пулсан та, Колыма тăрăхĕнче ылтăн кăларасси чакса пырать.

Ӑнлантарусем

Категорисем