Камчатка Крайӗ

Камчатка Крайӗ (Камчатка, Камчатка Енӗ; выр. Камчатский край) — Раççей тухăç енче вырнаçнă Федераци субъекчĕ[5]. Инçет-Тухăç федераци тăрăхне кĕрет, Инçет Тухăç экономика районĕн пайĕ.

Администраци центрĕПетропавловск-Камчатский.

2007 çулхи утӑн 1-мӗшӗнче Камчатка облаçӗпе Коряк автономи округне пӗрлештересси çинчен референдум иртнӗ, ун хыҫҫӑн Камчатка Крайне туса хунӑ[6].

Çурçĕр-хĕвеланăç енче Магадан облаçĕ, çурçĕр енче Чукотка автономи тăрăхĕ, кăнтăр енче (Пĕрремĕш Курил пырĕ урлă) Сахалин облаҫӗ РФ-н субъечĕсемпе чикĕленет.

Тавралăх

undefined

Камчатка Крайӗ Камчатка çурутравне, Карагин утравне тата Командор утравӗсене йышӑнать, вӗсен лаптӑкӗнче вырнаҫнӑ.

Крайпа ҫуммӑн хӗвелтухӑҫ енчен Беринг тинĕсĕ (ҫыран вӑрӑмӑшӗ 2000 км ытла), хӗвеланӑҫ енчен Охотск тинӗсӗ (ҫыран вӑрӑмӑшӗ 2000 км) вырнаҫнӑ.

Камчатка Енĕн территорийĕнче 14 100 юханшывсем юхаççĕ. Вĕсенчен чи пысăксем: Камчатка (758 км вăрăмăш), Пенжина (713 км), Куюл-Таловка (458 км), Вывенка (395 км), Пахача (293 км), Апука (296 км), Укэлаят (288 км).

Кӳлĕсем: Таловка кӳлли (44 км²), Палана кӳлли (28 км²).

undefined

Камчатка Ен 12-сехет зонинче вырнаçнă, Камчатка вăхăчĕ ятлă. Тĕнчери координациленĕ вăхăчĕпе UTC тĕрлĕлĕх +12:00 тăрать. Раççей Федерацийĕн тĕпхулипе Мускавпа тĕрлĕлĕх — 9 сехет.

Территорипе Камчатка Ен Папуа — Çĕнĕ Гвиней е Камерун пекех.

Историйӗ

Чуллă ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче пĕрремĕш çынсен кунта коряксем, айнусем тата итĕлменсем пурӑннӑ. XIX ĕмĕрте кунта эвенсем çитнĕ.

Авалхи лару-тăрусен раскопкисем, хăш Анадырь районĕн территориĕнчи пулнă, кунта кĕçĕн палеолит вăхăчĕнчен пуçласа çынсем пулнă.

Нумай мар халăхсем-ăрусем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни е сунарни тунă.

XVII ĕмĕрте Раççей империйĕ сарӑлса пынӑ май, кунта пĕрремĕш пурӑнмалли вырӑна никӗсленӗ — Петропавловск-Камчатский.

1697 çулта Камчаткăра пĕрремĕш вырăссем (казаксем) çитнĕ, сăмахран якут казакĕ Атласов, унăн казаксем ясак усрани валли острог тунă, Аушин ительмен пурăнан вырăнĕ юнашар[7].

Яланхи вырăс халăхĕ кунта 1730 çул патне пурăнать, тата вĕсем нумай-йышлĕ мар пулнă та вырăнти халăхсемпе (ительменсемпе) хальхи гео-этнонимре пĕрлешнĕ — камчадалсем. XX ĕмĕр патне Камчаткăра пĕрлешнĕ çуралнипе (вырăс-ительмен) 3600 çын пулнă, тата вăл пĕр этнографиллĕ ушкăн пекех, пĕр культурăпа та вырăс чĕлхипе калаçнипе[8].

2007 çулхи утăн 1-мĕшĕнче Камчатка облаçӗпе Коряк автономиллӗ округа пӗрлештересси ҫинчен референдум ирттернӗ. Ӑна пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Камчатка Крайне туса хунӑ.

Халăх йышӗ

Росстат кӑтартӑвӗсем тӑрӑх Камчатка Крайӗнче 288 730 çын пурӑнать, вӗсенчен 56,45% Петропавловск-Камчатскинче. Халăх йышлăхĕ — 0,62 çын/км2. Хула йышши ял-хуласенче 78,98% пурӑнать.

Администрациллӗ пайланăвĕ

Камчатка Ен уставĕпе тата «Об административно-территориальном устройстве Камчатского края» саккунĕпе Ен малалла администраци-территори виçисенче пайланать: 3 хула ен пăхăнăвĕпе, 11 район (4 Коряк тăрăхĕ)[9][10].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15 ОКТМО. 185/2016. Дальневосточный ФО
  2. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/OkPopul_Comp2024_Site.xlsx
  3. ^ ОКТМО (выр.)
  4. ^ Шахрай С. М., Алексеев С. С., Собчак А. А., Конституционное совещание Российской Федерации, phaile Конституция Российской Федерации (выр.) // Российская газета — Россия: 1993. — Т. 102. — С. 102. — ISSN 1606-5484; 1560-0823
  5. ^ Статья 65. Конституция Российской Федерации. КонсультантПлюс. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ.
  6. ^ Федеральный конституционный закон от 12 июля 2006 года N 2-ФКЗ, Москва Об образовании в составе Российской Федерации нового субъекта Российской Федерации в результате объединения Камчатской области и Корякского автономного округа. Российская газета (15 утӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ.
  7. ^ Атласов Владимир Васильевич // 100 великих путешественников / Сост. И. А. Муромов. — М.: Вече, 2000
  8. ^ Çурçĕр вырăнти халăхĕсем
  9. ^ Закон Камчатского края от 29 апреля 2008 года №46 «Об административно-территориальном устройстве Камчатского края» (с изменениями на 1 июня.2017). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  10. ^ УСТАВ КАМЧАТСКОГО КРАЯ (с изменениями на 21 декабря 2017 года), Устав Камчатского края от 04 декабря 2008 года №141, Закон Камчатского края от 04 декабря 2008 года №141. docs.cntd.ru. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ.
  11. ^ 1, 2, 3, 4 Коряк тăрăхĕ шутне кĕрет

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем